Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапларах йӑпатрӗ хӑйне: унпа кунашкал япала пулман, пулма та пултараймасть, паян та вӑл килне тӗрӗс-тӗкелех таврӑнать, унта ӑна арӑмӗ кӗтсе илет, вӗсем телевизор пӑхӗҫ, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫинчен калаҫӗҫ, тен, кинона та каймӗҫ-и-ха, ҫуркунне-ҫке, ҫулла вара кӑнтӑра, тинӗс хӗррине вӗҫтерӗҫ…
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Ҫынсем тем те калаҫӗҫ…
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Элек сарма ӑста хӗрарӑмсем, тӑкӑрлӑксенче те ҫӑлсем патӗнче пухӑна-пухӑна тӑрса, ырма-канма пӗлмесӗр ӑна ҫисе калаҫӗҫ, колхозниксем хирӗҫ пулсан, ӑнланам пек туса кулкаласа иртӗҫ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ халех вӗсем мӑнукӗпе ҫумма-ҫуммӑн ларӗҫ, ҫемьери пек, ҫын куҫӗ умӗнче мар, хире-хирӗҫ пӑхса, тепрер стакан чей ӗҫӗҫ, пурин ҫинчен те чун патӗнчи сӑмахсемпе калаҫӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кун ҫитӗ — хальхи вӑхӑт ун чухне иртнӗ вӑхӑт пулӗ, вара чаплӑ вӑхӑт ҫинчен, хӑйсен кӗрешӗвӗпе ҫӗнӗ истори тунӑ ятсӑр паттӑрсем ҫинчен калаҫӗҫ.
Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
14. Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: 15. эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; 16. ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: 17. «юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; 18. ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. 19. Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. 20. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21. Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗненнисем ҫак хӑватсене тӑвӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ, халиччен пӗлмен чӗлхепе калаҫӗҫ; 18. ҫӗленсене аллипе тытӗҫ; вӗлерекенни ӗҫсессӗн те, вӗсене сиен пулмӗ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, вӗсем сывалӗҫ, тенӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫапла пулӗ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп, сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн ваттӑрсем тӗлӗксем тӗлленӗҫ, сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӗр тӗпӗнче ун ҫинчен тата унпа пӗр канашлӑ пулнисем ҫинчен малтанхи паттӑрсем калаҫӗҫ; вӗсем, хӗҫпе касӑлса ӳкнӗскерсем, унта ӳт кастарманнисем хушшинче выртаҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӑмӑлттайсен чӗри те тӗплӗн шухӑшлама пуҫлӗ; селӗп чӗлхеллисем те уҫӑмлӑн калаҫӗҫ.4. И сердце легкомысленных будет уметь рассуждать; и косноязычные будут говорить ясно.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла пурӑннӑшӑн ҫакӑ халӑхпа ют чӗлхе-ҫӑварпа, ӑнланмалла мар сӑмахпа калаҫӗҫ.11. За то лепечущими устами и на чужом языке будут говорить к этому народу.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗсем пурте пиллӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсен сӑваплӑ ӗҫӗсем манӑҫмаҫҫӗ; 10. вӗсен ачисене ырӑ еткерлӗх тивӗ; вӗсен тӑхӑмӗсем халала упраса пурӑнаҫҫӗ; 11. вӗсен вӑрлӑхӗ тӗреклӗ пулӗ, ачи-пӑчи вӗсене хывӗ; 12. вӗсен вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, вӗсен чапӗ ҫухалмӗ; 13. вӗсен ӳтне тирпейлӗ, хисеплесе пытарнӑ, вӗсен ячӗсем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ; 14. халӑхсем вӗсен ӑслӑлӑхне асӑнса калаҫӗҫ, пухура вӗсене мухтавлӗҫ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен халӑхсем калаҫӗҫ, ӑна пухусенче мухтавлӗҫ; 14. пурӑннӑ чухнех унӑн ячӗ пин-пин ҫын ятӗнчен ирттерӗ; вилсессӗн вара унӑн чапӗ тата ҫӳле ҫӗкленӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн пуянлӑхӗ тӑнӑҫлӑ пулӗ, вӑл ырӑ туни ҫинчен пухусенче калаҫӗҫ.12. Прочно будет богатство его, и о милостынях его будет возвещать собрание.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳренӗ чухне вӗсем сана ҫул кӑтартса пырӗҫ; ҫывӑрма выртсассӑн сыхласа тӑрӗҫ; ыйхунтан вӑрансассӑн санпала калаҫӗҫ: 23. ӳкӗт вӑл — ҫунакан ҫурта, пӗлӳ вӑл — ҫутӑ, вӗрентсе калани, ӑс пани — пурӑнӑҫ ҫулӗ; 24. вӗсем сана юрӑхсӑр хӗрарӑмран, ют арӑмӑн йӑпӑлти чӗлхинчен сыхласа хӑварӗҫ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Санӑн хӑрушӑ ӗҫӳсенӗн хӑватлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ, эпӗ Санӑн аслӑлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӑп.6. Будут говорить о могуществе страшных дел Твоих, и я буду возвещать о величии Твоем.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене хатӗрленесси ҫинчен те калаҫӗҫ.
Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
- 1
- 2