Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темшӗн-ҫке, «кӗленче завочӗ» тесе, хуларан инҫех мар, хир варринче ларакан пӗр ҫурта калатчӗҫ.Так почему-то называлось здание, стоявшее недалеко от города в поле.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫемен Петти, Анатолий Смолин, Валери Туркай концертсенче пӑхмасӑр хӑйсен, вырӑспа чӑваш поэчӗсен сӑввисене сехечӗпе чарӑнмасӑр калатчӗҫ.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Усал чӗлхеллӗ этемсем, ҫакӑнпа усӑ курса, вӗсем ӗлӗк туслӑ пулни ҫинчен, иккӗшӗ пӗрле ют ҫӗршывсене кайса ҫӳрени ҫинчен калатчӗҫ; анчах вӑл барона вӑрттӑн юратни кӑшт та палӑрмасть, юратать пулсан, палӑрнах пулӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Петька яланах пушӑ марччӗ: вӑл «китаецсен пирусне сутатчӗ» — ҫапла калатчӗҫ пирӗн хулара ҫак йывӑр ӗҫе.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗри «пиччене» — эртел старостине ҫапла калатчӗҫ — кӑшкӑрса хӑй патне чӗнсе илчӗ, пӑшӑлтатса темскер пӗлтерчӗ.Один крикнул «дядю» – так назывался староста артели – и что—то сказал ему.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
2. Пирӗн хӑш-пӗр туссем, тӑтӑшах усал шухӑш тытса, патшалӑхӑмӑрта пурӑнакан иудейсене пурне те пӗрле пухса, сутӑнчӑксене тӗп тунӑ пек, нихӑҫан пулманла асаплантарса вӗлерме сӗнетчӗҫ, ӳкӗтлетчӗҫ, 3. тата ҫапла хушса калатчӗҫ: ҫакна тумасассӑн, иудейсем пур халӑха та кураймасӑр тӑнӑран пирӗн патшалӑх ӗҫӗсем нихӑҫан та лайӑхланса йӗркене кӗреймӗҫ, тетчӗҫ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, каланӑ сӑмахӑмсем, Эпӗ кӑтартнӑ йӗркесем сирӗн аҫӑрсене ҫитменччӗ-и вара? вӗсем ҫапла калатчӗҫ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа хамӑр ҫулсене, хамӑр ӗҫсене кура пире мӗн тума кӑтартса панӑ, ҫавӑн пек турӗ те ӗнтӗ пире» тетчӗҫ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене курсан: «пӑрӑнӑр! таса мар ҫын пырать!», «пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, ан сӗртӗнӗр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ; вӗсем аванмарланса иртсе каятчӗҫ; халӑх хушшинче вара ҫапла калатчӗҫ: «вӗсем текех пулмӗҫ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем пӗр-пӗрне янӑравлӑн ҫапла калатчӗҫ: Сӑваплӑ, Сӑваплӑ, Сӑваплӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа! пӗтӗм ҫӗр Унӑн мухтавлӑхӗпе тулнӑ!
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.