Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-им? Ҫук, эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн.23. И ты, Капернаум, до неба вознесшийся, до ада низвергнешься.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсӗ те ҫапла пулӑн — ӳсӗрӗлсе кайӑн та пытанӑн; эсӗ те тӑшманран хӑтӑлма хӳтлӗх шырӑн.11. Так и ты - опьянеешь и скроешься; так и ты будешь искать защиты от неприятеля.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ тӑвӑл пек ҫӗкленӗн, ҫӗре хуплама хура пӗлӗт пек кайӑн; эсӗ, санӑн пӗтӗм эшкерӳ тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӑр.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ӳсӗрӗлӗн, хуйхӑ-суйхӑпа ӑнран кайӑн: тискерлӗхпе ҫарату курки — аппу курки, Самари курки!33. Опьянения и горести будешь исполнена: чаша ужаса и опустошения - чаша сестры твоей, Самарии!
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ; 3. эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «эпӗ ҫамрӑк» тесе ан кала: кам патне ярӑп сана — ҫавӑнта кайӑн, мӗн калама хушӑп сана — ҫавна калӑн.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Филисти ҫӗрӗ, эсӗ пӗтӗмпех сапаланса кайӑн: ҫурҫӗртен тӗтӗм килет, вӗсен эшкерӗнче юлса пыраканнийӗ ҫук.Распадешься ты, вся земля Филистимская, ибо от севера дым идет, и нет отсталого в полчищах их.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Эсӗ тӳрех айккинелле сиксе ӳк, вырӑнта ан тӑр, ун ҫине ан пӑх: ҫапла эсӗ ют шыв урлӑ каҫса кайӑн. Нумай пурӑнас тесессӗн, ӗмӗрӳ вӑрӑм килтӗр тесессӗн, ют шывран аяккалла пӑрӑн, ют ҫӑлкуҫӗнчен ан ӗҫ.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара хӑвӑн ҫулупа пӗр хӑрамасӑр кайӑн, уру та такӑнмӗ санӑн.23. Тогда безопасно пойдешь по пути твоему, и нога твоя не споткнется.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурӑнӑҫу кӑнтӑр ҫутинчен те ҫутӑ пулӗ; шурӑмпуҫ килнӗ пек ҫутӑлса кайӑн.17. И яснее полдня пойдет жизнь твоя; просветлеешь, как утро.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара инкек-синкеке те манса кайӑн: ӑна юхса кайнӑ шыв пек анчах аса илӗн.16. Тогда забудешь горе: как о воде протекшей, будешь вспоминать о нем.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав туй ӗҫки иртиччен Рагуил Товияна тупа тутарсах каланӑ: ҫак вунтӑватӑ куна пыракан туй ӗҫки иртиччен ан кай эсӗ; 21. кайран вара ҫур пурлӑхӑма илсе ыррӑн-сыввӑн аҫу килне тухса кайӑн; юлашки пурлӑхӑма арӑмпа иксӗмӗр вилсен илӗн, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; 9. ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа та ҫапла канаш паратӑп: сан патна пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранах — тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑн пуҫтарӑнтӑр та, эсӗ ху вӗсемпе пӗрле кайӑн; 12. вара эпир, вӑл кирек хӑш вырӑнта пулсассӑн та, ӑна хирӗҫ тухӑпӑр та, ҫӗр ҫине сывлӑм ӳкнӗ пек, ӑна тапӑнӑпӑр; унпа пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗри те чӗрӗ юлаймӗ; 13. эхер те вӑл пӗр-пӗр хулана тарсассӑн, пӗтӗм Израиль ҫав хула патне вӗренсем илсе пырӗ те, эпир вӑл хулана пӗр чул юлмиччен юханшыва кайса пӑрахӑпӑр, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ; 4. вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хунӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, каланӑ ӑна: каҫ енне сулӑнчӗ, кунтах ҫӗр каҫӑр; часах тӗттӗмленет акӑ, кунтах ҫӗр каҫ, савӑн-ха; ыран иртерех тӑрӑр та ҫула тухӑр, килне кайӑн вара, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: тӑр, тапӑра ан, Эпӗ ӑна сан аллуна паратӑп; 10. пӗччен кайма хӑратӑн пулсассӑн, Фура тарҫупа пӗрле кай; 11. эсӗ унта вӗсем мӗн калаҫнине илтӗн, вара аллусем тӗреклӗленӗҫ те, тапӑра кайӑн, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Моисей Иисуса чӗнтерсе илнӗ те ӑна мӗнпур Израиль ҫынни умӗнче каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул — эсӗ ҫак халӑхпа кайӑн, Ҫӳлхуҫа унӑн ашшӗсене тупа туса ӑна пама пулнӑ ҫӗршыва пырса кӗрӗн, ӑна йӑхсерен ҫӗр валеҫсе парӑн; 8. Ҫӳлхуҫа Хӑй сан умӑнтан пырӗ, Хӑй санпа пӗрле пулӗ, санран уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ — ан хӑра, ан сехӗрлен, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.