Поиск
Шырав ĕçĕ:
кайӑксенчен (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр; 8. ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр; 9. ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни; 10. хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; 2. пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; 3. ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, 4. мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп, тенӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.