Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗлсессӗн, вӑл ҫав инҫе ҫула тухса каймасӑр чӑтаймасть.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Комиссар ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ, унӑн пӗччен ҫӗрте пурне те тӗпӗ-йӗрӗпе шухӑшласа пӑхас килет, анчах хуҫи ҫав тери тилмӗрнӗ пирки, унӑн Черепанов патне каймасӑр юлма май килмерӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл чӗрӗ чухнехи пекех Павлина ҫамкинчен хытӑ чуптурӗ те ун патӗнчен нумайччен уйрӑлса каймасӑр тӑчӗ.Он, словно живого, крепко поцеловал Павлина в лоб и долго не отходил от него.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Авдотья темиҫе ҫул пурӑнса ирттернӗ ҫурт тӗлне ҫитсен, чӑнкӑ тӑвайккинчи пӑр ҫинче грузовик малалла каймасӑр пӗр вырӑнта чарӑнса тӑчӗ.Грузовик буксовал на льду у крутого подъема, недалеко от избы, где столько лет прожила Авдотья.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сергей ҫӗнӗ вырӑнта ҫывӑрса каймасӑр нумайччен ҫаврӑнкаласа выртнӑ.Сергей долго ворочался и никак не мог уснуть на новом месте.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Пирӗн хыҫра куҫран каймасӑр пыракан тарҫӑ ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана — господасем хӑҫан киле каяҫҫӗ-ши, тесе ҫеҫ шутлать пулмалла вӑл.
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмиль Санина хирӗҫ чупса тухрӗ, — Санин килессе вӑл пӗр сехетрен те ытларах кӗтнӗ — ӑна ӗнерхи лайӑх мар ӗҫ пирки амӑшӗ нимӗн те пӗлменни ҫинчен, ӑна систерме те кирлӗ марри ҫинчен, хӑйне татах магазина яни ҫинчен, анчах хӑй унта каймасӑр ӑҫта та пулин пытанса тӑрасси ҫинчен васкаса ӑна хӑлхаран пӗлтерчӗ; ҫаксене пурне те вӑл темиҫе ҫекунд хушшинче каласа пӗтерчӗ те Санин хулпуҫҫийӗ ҫине таянса, ӑна хӑвӑрт чуптуса илсе урам тӑрӑх анаталла чупрӗ.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джемма, туйӑмлӑ нотӑсене юрласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗкленӗ чухне, ҫакӑн пек куҫсемпе пӑхсан тӳпе те ҫурӑлса, таткаланса каймасӑр чӑтас ҫук пек туйӑнчӗ Санина.
VI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тома пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тӑватӑп терӗм те кимӗ ҫине ларса кайрӑм, Джима, тухтӑр курӑнсанах, вӑрмана пытанма хушрӑм, тухтӑр каялла каймасӑр унтан ан тух терӗм.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех пӗр ӑслӑ япала та тумарӑр, ҫав кӑвак ҫӗмрен йӗппи пирки ҫеҫ ҫухалса каймасӑр вырӑнлӑ сӑмах каларӑр.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫапла ҫав, — тетӗп эпӗ, — каймасӑр!
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Тен, эпир, ыттисем пек тухса каймасӑр, йӑнӑш турӑмӑр пуль? — пӗрре кӑна мар калать анне ҫак шухӑша юлашки вӑхӑтра.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Паганель, — терӗ ӑна майор, пӑлханса каймасӑр, — манӑн вӑрӑм труба сире кирлӗ пек пулсан, вӑл сирӗншӗн хуть хӑҫан та хатӗр пулӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Феничка, Федосья Николаевна, — упӑшкипе Митяна юратнӑ хыҫҫӑн, кӗҫӗн ҫынна юратнӑ пек никама та юратмасть, лешӗ фортепьяно патне ларсан, ун патӗнчен кунӗпе каймасӑр итлеме те хавас.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кӗсьере пӑртак укҫа пулсанах театра каймасӑр чӑтаймастӑп.Как только грош заведется в кармане — никак не утерпишь не пойти.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Эпӗ вара, сана ӳкернӗ пир патӗнчен ниҫта каймасӑр, ӗмӗрӗпех пӑхса тӑрӑттӑм, сана чуптӑвӑттӑм.Я бы не отходил от холста, я бы вечно глядел на тебя и целовал бы тебя.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хӑйсене хисеплесех каймасӑр калаҫнипе ачасем йывӑра илсе урӑх калаҫми те пулчӗҫ.Они замолчали, обиженные таким несерьезным к ним отношением.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Эпӗ ниҫта каймасӑр операционнӑй чӳречи айӗнче тӑтӑм-ҫке, алӑсем пӗр вӗҫӗмсӗр хӑлха патӗнчеччӗ: ку вӑл Сергей кӑшкӑрса ярсан хуплама».
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Карчӑк, хай патне ыткӑнса пынӑ Мишаткӑна алла ытамласа илсе, унпа пӗрле кухньӑна кӗрсе кайрӗ ҫеҫ — Дон леш енчен каллех винтовкӑсемпе ҫунтара пуҫларӗҫ те хӗрлӗармеецсем мелеховсен картишӗнчен тухса каймасӑр та пеме чарӑнмарӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫук, кала эсӗ мана, мӗн ҫинчен ыйтса пӗлчӗ вӑл санран? — тӗпчерӗ Аникей, Нюшка патӗнчен каймасӑр.— Нет, ты мне скажи, о чем он тебя спрашивал? — не отступая от Нюшки, яростно твердил Аникей.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.