Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кашнийӗн витӗрех электрохӗм шуса иртнӗ пек, пурте, хавхаланса, пӗр шухӑш-кӑмӑлпа (вӗсен ун пек пӗрлӗхӗ питӗ кирлӗ ӗҫсем тунӑ чухне тӑтӑшах палӑрса каймастчӗ), класс руководительне хайсене кирлӗ ҫулпа утма хистеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Каярахпа Дед Мороз хӑйӗн тупписене нимӗҫсен сӑмси умнех илсе тухса лартса перетчӗ, ҫавӑнпа пӗр снаряд та ахаль сая каймастчӗ.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унӑн калавӗсем мана кӑмӑла каймастчӗҫ, Хумма ӑсӗ мӗнле ҫулпа кайни те кӑмӑла каймастчӗ, анчах эпӗ вӑл мӑнастире каятех ӗнтӗ тесе шутлаттӑм.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнекеҫӗ те мана ҫавӑн пекех тӗреклӗн тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, анчах ҫакӑ мана питех кӑмӑла каймастчӗ; Уҫӑпӑн тӗреклӗхӗ — урӑхлаччӗ, вӑл ытларах кӑмӑла каятчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пурӑнӑҫа час-часах мухтани тата ҫав кӗленчелле куҫҫулӗ мана кӑмӑла каймастчӗ, — ман кукамай пурӑнӑҫа ӗненмеллерех, ҫӑмӑлтарах, ҫавӑн пек йӑлӑхтармасӑрах мухтатчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӳррипе каласан, хулара пурӑнма питех интереслӗ марччӗ; ватӑ хуҫа арӑмӗ, ӗлӗкхи пекех, мана юратса каймастчӗ; ҫамрӑкки мана шанмасӑртарах пӑхатчӗ; чӗкеҫ шатрисем тухнипе тата пушшех хӗрлӗрех пек пулса кайнӑ Викторушка, темшӗн кӳреннӗскер, пурин ҫине те мӑкӑртатса ҫеҫ ҫӳретчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӑт, ачам, япала, — тетчӗ вӑл, — пӗр уйӑх малтанрах эпӗ ӑна юрпа переттӗм, вӑл ман кӑмӑла каймастчӗ, халӗ тенкел ҫинче ларса, ун ҫумнелле пӑчӑртанатӑн та, — унтан хакли никам та ҫук!
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫи каллех Кунавинӑра пурӑнатчӗ, эпӗ ун патне ҫӳреместӗм, вӑл та хулана пырсан, ман пата пырса каймастчӗ.Дед снова жил в Кунавине, я не ходил к нему, да и он, бывая в городе, не посещал меня.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана вӑл ытларах кӑмӑла килсе пыратчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата кӑмӑла та каймастчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсем иккӗшӗ те ман кукаҫейӗн ҫиленчӗк туррине, хӑй патне хӑраса ҫеҫ пыма хушакан турра пуҫҫапса пурӑнатчӗҫ; ун ячӗ вӗсен ҫӑварӗнчен те каймастчӗ, — ятлаҫнӑ чух та вӗсем: — Асту! Турӑ кӑтартӗ-ха сана, вӑл сана путсӗре, кукӑртса лартӗ-ха!.. — тесе юнатчӗҫ пӗрне-пӗри.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем епле калаҫни пурте мана кӑмӑла каймастчӗ; кукамайпа кукаҫейӗн хитре чӗлхине итлесе вӗренсе ӳснӗскер, эпӗ малтанах пӗрлештерме май ҫук сӑмахсене пӗрлештерсе хунисене ӑнланса илейместӗм, сӑмахран, «хӑрушӑ кулӑшла», «вилес пекех ҫиес килет», «хӑрушӑ савӑнмалла» тенисем мана ҫакӑн пек туйӑнатчӗҫ: кулӑшли вӑл хӑрушӑ пулма пултараймасть, савӑнӑҫли — хӑрушӑ мар, ҫынсем пурте виличченех ҫинӗ пек туйӑнатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫак ҫынсем кукамайӑн хурӑнташӗсем пулни мана та кӑмӑла каймастчӗ: эпӗ сӑнаса пӑхнӑ тӑрӑх, хурӑнташсем вӗсем пӗр-пӗриншӗн ют ҫынсенчен те усалтарах пулаҫҫӗ: пӗр-пӗрин ҫинчен лайӑх мар, кулӑшла япаласем ют ҫынсенчен ытларах пӗлсе тӑрса, вӗсем пӗр пӑрне кӑшласа ҫӳреҫҫӗ, ытларах вӑрҫаҫҫӗ, ытларах ҫапӑҫаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ ман кӑмӑла каймастчӗ тата мана хӑрататчӗ, эпӗ хуҫа хӑратса каланине асра тытаттӑм.Это не нравилось мне и пугало меня, — я помнил угрозу хозяина.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑй илтнӗ пӗр сӑмах та, пӗр ӗҫ те — ан тив, вӑл ҫав тери пӗчӗккӗ пулнӑ пултӑр — уншӑн ахаль иртсе каймастчӗ.Ни одно услышанное слово, ни одно событие, пусть самое малое, не проходило для него бесследно.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсемшӗн ку канни те, выляса киленни те пулнӑ, ҫитменнине вӑхӑт малтанхи пекех нумай каймастчӗ ӗнтӗ.Это было для них отдыхом, развлечением, удовольствием и теперь отнимало не так уж много времени.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Федор Орел бригадир — япӑхах ҫын мар, анчах вӑрҫӑччен итлесех каймастчӗ, сӑмах ҫаптарма юрататчӗ, — терӗ атте.— Бригадир Федор Орел ничего человек, но до войны был непослушен, речист, — сказал отец.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сергейӗн вилнӗ амӑшӗ, шофёрсене шухӑ пулнӑшӑн юратсах каймастчӗ пулин те, Петровпа яланах кӑмӑллӑ калаҫатчӗ.Даже покойная мама, недолюбливавшая шоферов за лихость, и та всегда была почтительна с Петровым.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ытти апат-ҫимӗҫе ҫитернӗ чух вара ӗҫ ӑнсах каймастчӗ.
Ирхипе кӑнтӑрлахи апат // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Нумайӑш кулӑшла япаласене ӑнлансах каймастчӗ пулас вӑл, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: халап калаканӑн куҫӗсем йӑл кулӑпа ҫиҫсе илнине те, куҫ хӗррисем пӗркеленнине те, вӑрӑм мӑйӑхӗсем сиккеленине те курма пултарайман вӑл.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑрҫӑри ҫӗнтерӳсен мухтавне пайлас тӗлӗшпе акӑлчансемпе американецсем хушшинче темиҫе хутчен тытӑҫу пулса иртиччен акӑлчан чӗлхине пӗлекен ҫынсем кирли сисӗнсех каймастчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.