Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗркелетпӗр (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗркелетпӗр.

Организуем.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ну, темех мар, часах ӗҫе йӗркелетпӗр

Ну, ничего, скоро поправим дело…

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗнӗ ача сачӗсен, шкулсен строительствине миллиард-миллиард тенкӗ хыватпӑр, хушма вӗрентӳ тытӑмне аталантаратпӑр, культура тата спорт учрежденийӗсен сетьне йӗркелетпӗр.

Помоги переводом

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Профсоюз комитечӗн председателӗ пулнӑ май, тӗрлӗ курав йӗркелетпӗр, хула, республика шайӗнчи конкурссене хутшӑнатпӑр.

Помоги переводом

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

«Ҫак бала ача ҫурчӗсенче, интернатсенче, ют ҫемьесенче ӳснӗ тӑлӑх, инвалид ачасем хӑйсене ӑнӑҫлӑрах, кирлӗ, телейлӗ туйччӑр тесе йӗркелетпӗр», – теҫҫӗ министерство ӗҫченӗсем.

Помоги переводом

Тӑлӑх тата инвалид ачасен балӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Малтанхи кунсенче ушкӑнри ачасене туслаштарас тӗллевпе тӗрлӗ ӑмӑрту, вӑйӑ йӗркелетпӗр.

В первых днях в целях сближения детей в группе организовываем разные соревнования, игры.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Юратнӑ ҫыннӑма савӑнтарӑп унпа. Вӑл та мана сӑлтавсӑрах чечек парнелет. Пӗр-пӗрне савӑнӑҫ кӳме уяв тӑтӑшах йӗркелетпӗр», — терӗ куҫӗ телейпе ҫиҫекен хӗрарӑм.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Чӑваш Ен экономикине аталантарнӑ май эпир социаллӑ политика эффективлӑхне йӗркелетпӗр.

Помоги переводом

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӑна халӑха чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсемпе паллаштарас, кӗнеке вулама явӑҫтарас тата авторсен ӗҫне хак парас тӗллевпе йӗркелетпӗр.

Помоги переводом

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

«Мари Элти хут кӑларакан завод юсава хупӑнчӗ, чӗртаварпа тивӗҫтерменнипе асӑннӑ производство кал-кал ӗҫлейми пулчӗ. Халӗ Вологда хулинчи заводпа хутшӑнусем йӗркелетпӗр, хут унтан илсе килме шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен саккас паракан сахал мар», - тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ Юрий Ефимович.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней