Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗрке сăмах пирĕн базăра пур.
йӗрке (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлт чӗрсе пӗтеретчӗ: виҫӗ йӗрке хӑваратчӗ те ик-виҫ сӑмах хушса эпӗ темиҫе страницӑра калас тенӗ шухӑша вунӑ йӗркере уҫса паратчӗ.

Полностью зачеркивал: оставляя три строки и добавляя два-три слова, ту мысль, которую я хотел раскрыть на нескольких страницах, он раскрывал в десяти строчках.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

14. Ҫак парне ҫумне ирсерен тырӑ парни хуш: ефан улттӑмӗш пайне тата ҫӑнӑха ирӗлтерме гинӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗ хуш; Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни памалли йӗрке ҫакӑн пек, вӑл ӗмӗрлӗхе пымалли йӗрке.

14. А хлебного приношения прилагай к нему каждое утро шестую часть ефы и елея третью часть гина, чтобы растворить муку; таково вечное постановление о хлебном приношении Господу, навсегда.

Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ.

14. И установил он, по распоряжению Давида, отца своего, череды священников по службе их и левитов по стражам их, чтобы они славословили и служили при священниках по уставу каждого дня, и привратников по чередам их, к каждым воротам, потому что таково было завещание Давида, человека Божия.

2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла; 6. вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур; 7. [кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ; 8. ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 9. вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.

5. И возьми пшеничной муки и испеки из нее двенадцать хлебов; в каждом хлебе должны быть две десятых ефы; 6. и положи их в два ряда, по шести в ряд, на чистом столе пред Господом; 7. и положи на [каждый] ряд чистого ливана [и соли], и будет это при хлебе, в память, в жертву Господу; 8. в каждый день субботы постоянно должно полагать их пред Господом от сынов Израилевых: это завет вечный; 9. они будут принадлежать Аарону и сынам его, которые будут есть их на святом месте, ибо это великая святыня для них из жертв Господних: это постановление вечное.

Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан та, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 30. сире хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫылӑхӑртан тасатмашкӑн, сире Ҫӳлхуҫа умӗнче таса тумашкӑн сире ҫакӑ кун тасатаҫҫӗ; 31. ку — сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр: ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.

29. И да будет сие для вас вечным постановлением: в седьмой месяц, в десятый [день] месяца смиряйте души ваши и никакого дела не делайте, ни туземец, ни пришлец, поселившийся между вами, 30. ибо в сей день очищают вас, чтобы сделать вас чистыми от всех грехов ваших, чтобы вы были чисты пред лицем Господним; 31. это суббота покоя для вас, смиряйте души ваши: это постановление вечное.

Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке, 10. сире ӑна тасатнӑ япалана тасатманнинчен, таса маррине тасинчен уйӑрма пӗлччӗр тесе 11. тата Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ мӗнпур йӗркене Израиль ывӑлӗсене вӗрентме тесе панӑ, тенӗ.

Это вечное постановление в роды ваши, 10. чтобы вы могли отличать священное от несвященного и нечистое от чистого, 11. и научать сынов Израилевых всем уставам, которые изрек им Господь чрез Моисея.

Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрсем шӳлкеме ҫакса ҫӳренӗ, ун хӗррине пӗр йӗрке шурӑ хуртпуҫҫи тирсе тухнӑ.

Помоги переводом

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫынсем ялта йӗрке пултӑр тесе ыйтнӑ.

Помоги переводом

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри Тӗрӗслевпе шутлав палати туса ирттернӗ ӗҫсем йӗрке пӑсакансен йышне самай сахаллатма витӗм кӳнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Кун пек пулсан, йӗрке пӑсакансен шучӗ сахалланма пултарасси те куҫ кӗретех пулассине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Кун пек чухне те тепре чухне кӗтменлӗхсем сиксе тухаҫҫӗ, кун йышшисене 579 тупса палӑртнӑ, мӗнпур йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсенчен 16,8 процент пулать ку тесе палӑртнӑ ертӳҫӗ.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Чӑваш Енри Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ, кӑтарту 26,1 процента ҫити пӗчӗкленни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Палӑртмалла, тӗрӗслевсем 741 пулнӑ, 4013 йӗрке пӑснӑ тӗслӗх тупса палӑртнӑ, 2022 ҫулта пурӗ 4912 пулнӑ пулсан, пӗлтӗр ку кӑтарту ылмашӑннӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ Светлана Аристова.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Строфари юлашки йӗрке, инверси меслечӗпе пуплев вӗҫне пырса вырнаҫнӑскер, мӗне пӗлтерет-ши?

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫакӑ вӑл, пирӗн шутпа, диалектика законӗпе пыракан йӗрке — унта хисеплӗх пахалӑха куҫать (акӑ философа савӑнтаракан тӗслӗх!).

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Поэзи пирки каланӑ шухӑша вӗҫлес тесе, Хусанкай сӑввинчен тепӗр йӗрке илӗпӗр:

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тепӗр хут ҫирӗплетрӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне: ялта та ҫирӗп йӗрке пулмалла.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫарта ҫеҫ мар, ял ҫыннисем хушшинче те хурҫӑ дисциплина, йӗрке пулмалла, асли каланине итлемеллех.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Макӑрнипе мӑнтӑрланаймӑн, йӗрсе йӗрке тупаймӑн.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь урӑхла йӗрке, вӑрҫӑ законӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней