Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ак ним айӑпсӑр ача вӑййи вӑрҫӑ енне ҫаврӑнать: ача-пӑча алли курӑна-курӑна каять, пӗчӗк чӑмӑрсемпе ҫапкалани илтӗнет, хаярланса кӑшкӑрашни, унтан йӗни те янӑраса ҫитет: вӗҫен кайӑк концерчӗ ҫапӑҫӑва куҫать…
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурнӑҫ нихҫанхинчен ытла каҫ пулсан тӳсме ҫук йывӑрланса ҫитнӗ; ун чухне, шӑплӑхра, ҫын йынӑшни, йӗни уҫҫӑнрах, хытӑрах илтӗннӗ, — ун чухне инҫетри тусем хушӑкӗнчен сӗм хура мӗлкесем тухнӑ, вӗсем, тӑшман вырнаҫса тӑнӑ вырӑна хупласа, ҫурма ишӗлнӗ стенасем патнелле ҫывхарнӑ, хура ту тӑррисем ҫине уйӑх ҫӗкленсе тухнӑ, вӑл хӗҫпе тирсе пӗтернӗ пӑрахӑҫ питлӗх пек курӑннӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хулан тӑвӑр урамӗсемпе ҫапӑҫусенче ӗшенсе ҫитнӗ выҫӑ салтаксем ушкӑн-ушкӑнпа салхуллӑн танкканӑ; кил-ҫуртсен чӳречисенчен аманнисем йынӑшни, аташса кӑшкӑрашни, хӗрарӑмсем кӗлтуни тата ачасем йӗни илтӗннӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах сасартӑк ушкӑнтан хыттӑн йӗни илтӗнсе кайнӑ: пӗр хӗрарӑм чӑтса тӑрайман.Но вдруг в толпе раздался громкий плач: какая-то женщина не выдержала.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑрҫӑн тертлӗ ҫулӗсем, икӗ йӑмӑкӗ сасартӑк чирлесе пурнӑҫран уйрӑлни, амӑшӗ татӑлса йӗни, ашшӗ вӑрҫӑра пуҫ хунине пӗлтерекен хура хут, 1944 ҫулхи выҫлӑх, апат ҫукран шыҫӑнса кайнӑ ҫынсем, таканлӑ ҫӑпатасемпе уйра крахмал пуҫтарни, вунулттӑри хӗрача саккӑрти тата улттӑри йӑмӑкӗсемпе пӗрле пуҫ ҫӗклемесӗр тырӑ вырни, Канаша вӑкӑрпа тырӑ леҫме кайса асап курни...
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
28. Эсир Турӑ Патшалӑхӗнче Авраама, Исаака, Иакова тата пур пророка та курсассӑн, хӑвӑра ҫавӑнтан хӑваласа кӑларнине курсассӑн, унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Анчах та ҫав чура, усал пулса, хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе 49. хӑйӗн юлташӗсене хӗнеме тытӑнсан, ӗҫкӗҫӗсемпе ӗҫсе ҫие пуҫласан, 50. унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те 51. ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, ҫапла икӗ питлисене айӑпланӑ пек хаяррӑн айӑплӗ; унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 14. Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12. патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сӑваплӑ тумтир тӑхӑннӑ священниксем ӗнтӗ, ҫӗре ӳксе, пире ҫак виҫесӗр инкекре пулӑшсамччӗ, вӑйпах кӗрекен ҫынна тытса чарсамччӗ тесе аслӑ Турра кӗлтунӑ; Турӑ Ҫурчӗ тулли уласа йӗни, куҫҫулӗпе макӑрни илтӗнсе тӑнӑ; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнӑ тесе, пӑлханса чупса ҫитнӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хуларисем трупапа кӑшкӑртни, кӑшкӑрни-ӳлесе йӗни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ, ҫапла ҫапӑҫу пуҫланнине курса, Иуда 32. ҫар ҫыннисене каланӑ: халӗ ӗнтӗ тӑванӑрсемшӗн ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа Израиль ҫӗрӗнче, унӑн мӗнпур кӗтесӗнче кӑшкӑрса йӗни илтӗнсе тӑнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кӗтӳҫӗсем ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрать: ӗнтӗ вӗсен ирӗклӗ ҫӗрӗсене ҫаратса пӗтернӗ; ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрни илтӗнет, мӗншӗн тесен Иордан илемне тустарса хӑварнӑ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Пулӑ хапхи умӗнче ҫухӑрни, ытти хапхасем умӗнче ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрӗ, сӑртсем хӑрушшӑн ишӗле-ишӗле анӗҫ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вавилон енчен йӗни, макӑрни илтӗнет, Халдея ҫӗрӗнчен аркану кӗрлевӗ килсе ҫапать — 55. Ҫӳлхуҫа Вавилона ҫапла тустарать, унӑн мӑнаҫлӑ сассине ҫапла путарать.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Моаври мӗнпур ҫурт тӑрринче, унӑн урамӗсенче пӗтӗм халӑх йӗни илтӗнет: Эпӗ Моава юрӑхсӑр савӑт пек аркатса тӑкрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӑхсем эсӗ намӑса юлни ҫинчен илтрӗҫ — пӗтӗм ҫӗре эсӗ кӑшкӑрса йӗни хупласа хучӗ; вӑйли вӑйлипе пырса ҫапӑнчӗ те, иккӗшӗ те пӗтрӗҫ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ вӗсем ҫине кӗтмен ҫӗртен ҫарсем илсе килнӗ чухне вӗсен ҫурчӗсенчен кӑшкӑрса йӗни илтӗнсе тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана ярса тытасшӑн шӑтӑк алтса хучӗҫ, манӑн ура валли вӑрттӑн таната лартса тухрӗҫ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сион енчен ҫапла каласа йӗни илтӗнет: «ах, пире епле ҫаратрӗҫ! пире тем тӗрлӗ намӑса хӑварчӗҫ, ӗнтӗ хамӑр ҫӗре пӑрахса каятпӑр: пирӗн ҫуртсене аркатрӗҫ».
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.