Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: ҫак ҫӗре Ҫӳлхуҫамӑр тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне пама хушрӗ, эсир ӑна шӑпа тӑрӑх еткерлӗхе валеҫсе парӑр, 14. мӗншӗн тесессӗн Рувим йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе, Гад йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсен еткер ҫӗрне илчӗҫ: 15. икӗ йӑх тата ҫур йӑх Иордан леш енче Иерихон тӗлӗнче тухӑҫалла выртакан ҫӗре еткерлӗхе илчӗҫ, тенӗ.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 53. вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла; 54. йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла; 55. ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле; 56. пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.