Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑлмака сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлмака (тĕпĕ: йӑлмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулӑна-сулӑна каякан хӗрарӑма пилӗкӗнчен ыталаса, нӳрӗ стенаран тыткаласа, йӑлмака пусма картлашки тӑрӑх антӑм та тӗттӗмре кӗҫҫе ҫапнӑ алӑкӑн хӑлӑпне хыпашласа тупрӑм, шалалла кӗме хӑяймасӑр, тӗттӗм шӑтӑк анинче чарӑнса тӑтӑм.

Придерживаясь липкой стены, обняв женщину за талию, едва удерживая расползавшееся тело ее, я спустился по скользким ступеням, нащупал войлок и скобу двери, отворил ее и встал на пороге черной ямы, не решаясь ступить дальше.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Йӑлмака нимӗн те лекмен пулсан, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленет-и вӑл?

Поднимется ли с земли петля, когда ничего не попало в нее?

Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Кайӑк валли серепе лартман пулсан, ҫӗр ҫинче йӑлмака лекет-и вӑл?

5. Попадет ли птица в петлю на земле, когда силка нет для нее?

Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.

18. Тогда побежавший от крика ужаса упадет в яму; и кто выйдет из ямы, попадет в петлю; ибо окна с небесной высоты растворятся, и основания земли потрясутся.

Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Михха, мӑйӗнчи йӑлмака кӑларса пӑрахнӑ пекех туйӑннипе, ирӗклӗн сывласа ячӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туять вӑл: ҫак самантра эрех ӗҫни пуҫа йӑлмака чикнипе пӗрех.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Эсӗ пуҫна ҫӑлатӑн та манӑн пуҫа йӑлмака чйкмелле-и?» — терӗ вӑл, вара ҫак самантпа усӑ курса юлма, пичӗкери укҫана ҫуррине хӑй валли хӑварма, ыттине Пӑкачава ҫитерсе пама, самозванецӑн шанчӑклӑ ҫынни пулма шутларӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисен мӗншӗн инкек тӳсмелле, пуҫа йӑлмака чикмелле?

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗ тӗттӗмре Эрнепи ӳчӗ патне илсе пынӑ хушӑра вӑл часрах кӗсьерен пекӗ кӑларчӗ, Эрнепи йӑвантарса янӑ каска пуканӗ ҫине хӑпарса тӑрса алла кӗнӗ йӑлмака пӗрре кассах татса пӑрахрӗ, Эрнепи ун аллинчен вӗҫерӗнсе ҫӗре персе анчӗ.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл йӑлмака карланки тӗлӗнчен икӗ аллине ярса тытрӗ те — чӗтресе ҫакӑнса тӑрать, ваза пирки те манмасть.

Она взялась за петлю у горла обеими руками и, задрожав, повисла, не теряя из вида вазу.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗр минут иртичченех йӑлмака кӗрсе ларчӗ те унран хӑйне пӑшал ҫекӗлӗпе тӗплӗн ҫыхса лартрӗ.

Менее чем через минуту он сидел в петле, крепко привязав себя к ней ружейным погоном.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шурӑ пысӑк курӑксен йӑлмака аврисене хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе, Агриппина пӗр чӑнкӑрах ҫыран хӗррине чаваланса хӑпарчӗ.

Волоча за собой скользкие плети кувшинок, вылезла на обрывистый бережок.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ватӑ ҫын, шӑлавар кӗсйинчен хутлатмалли пекӗ кӑларса, йӑлмака касса ячӗ, ӑна чӑмӑртаса, тӑнӑ ҫӗртен аяккалла вӑркӑнтарчӗ:

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр, те шикленсе, те пикеннӗ лӑп-лапа часрах вӗҫне ҫитерме, кӑн-п пӑхса илчӗ йӑлмака; тутӑр чӑмӑртаннӑ вырӑна аллипе тайтарса пӑхрӗ…

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах Лукьяныч ӗхлетет, йӑлмака йӗркеллӗ салтать, — кантри кирлӗ пулма пултарать-ҫке, Лукьяныч ӑна татса пӗтересшӗн мар.

Но Лукьяныч долго пыхтит и распутывает тугие узелки, — веревочка пригодится, он ее хочет сохранить в целости.

Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Красавка макӑрчӗ, пӗтӗм тӑватӑ урипе тӗреленчӗ, пуҫне пӑркаларӗ, мӑйӗнчи йӑлмака татасшӑн пулчӗ.

Красавка мычала, упиралась всеми четырьмя ногами, мотала головой, протестовала против петли на шее.

Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Томилина палласа та илмелле мар; тӗрӗссипе пичӗ ҫук та унан, пит вырӑнӗнче хӗҫпе чалӑшшӑн ҫурса антарнӑ темле хӗрлӗ те хапасӑр йӑлмака ҫеҫ юлнӑ.

У Томилина лицо было неузнаваемо; да, собственно, и лица-то не было, а так, нечто красное и бесформенное, наискось стесанное сабельным ударом.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелков, пуҫне хӑюллӑн та мӑнаҫлӑн каҫӑртса, пукан ҫине улӑхса тӑчӗ, кӗре ӳтлӗ хулӑн мӑйӗ айӗнчи кӗпе ҫухине вӗҫертрӗ те хӑех, пӗр ҫӳҫенмесӗр, супӑньленӗ йӑлмака мӑйне тӑхӑнчӗ.

Подтелков мужественно, гордо подняв голову, взобрался на табурет, расстегнул на смуглой толстой шее воротник сорочки и сам, не дрогнув ни одним мускулом, надел на шею намыленную петлю.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Леш енчен, кӑвакал аҫи евӗрлӗ ҫыран ҫывӑхӗнчи йӑлмака ӑшӗнчен вак-тӗвек пулӑсене хураллакан ҫуйӑн вӑркӑнса тухрӗ те хӳрипеле шыва ҫапса хӑварчӗ.

На той стороне утиный кряк, возле берега в тине взвернул и бухнул по воде омахом охотящийся на мелочь сом.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна каличчен луччӑ йӑлмака кӗретӗп… —

Лучше я сам в петлю полезу, чем сказать это… —

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней