Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йывӑрччӗ ун чух ӗмӗрхи пурнӑҫ йӑлисене пӑрахса ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмашкӑн.Как тяжело было им отступать от своих вековых укладов, и как страшно вступать на путь новое жизни.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӑна строевой казаксен ретне илни нумаях пулмасть пулин те, унӑн хӑюллӑ, ӑслӑ пит-куҫӗнчен, хӑйне хӑй пӗр шиксӗр, лӑпкӑ тыткаланинчен вӑл ӗнтӗ казаксем тата ялан хӗҫпӑшал ҫакса ҫӳрекен ытти пур ҫынсем те хӑйсене паттӑррӑн та мӑнкӑмӑллӑн тыткалас йӑлисене пӗтӗмпех хӑнӑхса ҫитме ӗлкӗрни, вӑл ӗнтӗ казак тата чӑн-чӑн казаксенчен нихӑш енӗпе те кая мар пулнине ӑнланни курӑнать.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Варенька портретне сӗтел ҫине хӑй патне илсе пырса лартнӑ, пӗрмаях ман пата ҫӳрет, ҫемьеллӗ пурнӑҫ — тӑрмӑш ҫинчен, мӑшӑрлану — пӗлсе тумалли пысӑк пусӑм пулни ҫинчен калаҫкаласа ларать, час-часах Коваленкосем патӗнче пулкалать, анчах хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йӑлисене ним те улӑштармасть.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пӗри те ҫӗнтереймен; нимӗҫ ҫине тӑни, тен, Обломовсен кутӑнлӑхӗпе тӳрленейми йӑлисене ҫӗнтерсе ҫиеле тухнӑ пулӗччӗ, анчах нимӗҫ хӑй енчен те йывӑрлӑх тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа ку та, лешсем те ҫӗнтерме пултарайман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна валли ятарласах ҫӗлетнӗ мундир ҫинчен те ӗмӗтленнӗ вӗсем, вӑл палатӑра советник пулнине те ӑсра сӑнарланӑ, амӑшӗ ӑна губернатор та тӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫаксем патне мӗнле те пулин йӳнӗрех хакпа, тӗрлӗ чеелӗхсемпе, вӗренӳпе хисеп ҫулӗ ҫинчи чулсемпе чӑрмавсенчен вӑрттӑн ҫаврӑнса иртсе, вӗсен урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса ҫитесшӗн тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, чунпа ӳт-пӗве халтан ямасӑр, ҫӑмӑллӑн, ача чухнех турӑ пиллесе панӑ самӑрлӑха чакармасӑр, ахаллен, йӑлисене тытса пырса, мӗнле те пулин аттестат илмелле, унтан Илюша пур наукӑсемпе искусствӑсене те вӗренсе тухнӑ, тесе ҫырнӑ пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Александра Викторовна пирӗнпе пурӑнма юлать пулсан, унӑн ҫав институтра хӑнӑхнӑ йӑлисене чирлӗ шӑла туртса кӑларнӑ пек тӑпӑлтарса пӑрахмалла.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хамӑр шкул йӑлисене тӗрӗс тытатӑн.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ манӑн савнине хӑтарма пулнӑ ҫыннӑн чӑрсӑр ҫиллине тата унӑн юнӗҫен йӑлисене те аса илсе пыратӑп.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чун-чӗремӗрӗн хӑвачӗпе ҫӳллӗшне авалхи тӗнӗмӗрте куратчӗ, мӑн асаттесен таса йӑлисене хисеплетчӗ.
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
— Апат ҫиместӗн-и? — ыйтрӗ Савельич, хӑйӗн йӑлисене ҫирӗп тытаканскер.— Не изволишь ли покушать? — спросил Савельич, неизменный в своих привычках.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Мӗншӗн тесен, хам пурӑнса курнӑ тӑрӑх, хам сӑнанипе пӗлетӗп эпӗ унӑн кӑмӑлӗпе йӑлисене, — терӗ вӑл, тамӑк кулли пек куллипе йӗкӗлтесе ахӑрса.— А потому, — отвечал он с адской усмешкою,— что знаю по опыту ее нрав и обычай.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах снайпер йӑлисене пӑрахман.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл кашни надзирателех тӗплӗн «хыпашлать», унӑн йӑлисене, унӑн вӑйлӑ тата хавшак енӗсене, кашни хӑш енчен ытларах хӑрушӑ пулнине, унпа мӗнле лайӑх усӑ курмаллине, унӑн сисӗмлӗхне пӑрса ямаллине, мӗнле улталамаллине палӑртса астуса юлать.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав ҫулталӑк хушшинче «Атте» сӑмах ҫумӗнчи кавычкӑсем тухса ӳкрӗҫ, ҫав ҫул-талӑк хушшинче тӗрлӗ ҫулсенчи икӗ арестант чӑнах та ашшӗпе ывӑлӗ пулса тӑчӗҫ, ҫав ҫулталӑк хушшинче эпир пӗр-пӗрин йӑлисене, юратнӑ сӑмахӗсене, калаҫас манерӗсене те йышӑнтӑмӑр.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Майор Стручков хӑйӗн йӑлисене ҫирӗп тытса пычӗ: вӑл нумай ҫирӗ, кашни пӗчӗк сӑлтав пиркиех ахӑлтатса кулчӗ, кулӑшла анекдотсене ҫав тери ӑста каласа пачӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Библире те несӗлсен ырӑ йӑлисене ҫичӗ сыпӑк таран лайӑх пӗлмелле, унсӑрӑн турра юрӑхлӑ ҫын пулаймӑн тени пур.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Эпӗ сывлӑш таврашсен йӑлисене пӗлетӗп ӗнтӗ, эсӗ те питӗ аван пӗлетӗн.Уж мне ли не знать все повадки духов, да и тебе они тоже известны.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том вӗсен йӑлисене пелнӗ, ҫавӑнтан мӗн пулассине те лайӑхах чухланӑ.Том знал повадки летучих мышей и понимал, как они могут быть опасны.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑн Этмен шкулӗнчи «Шӑнкӑрав», «Этмен», «Хавас», «Шанчӑк», «Хунав», «Сӑр каччисем», «Елӗм» фольклор ушкӑнӗсем «Вӑйӑ», «Ҫӑварни», Выртмара», «Салтак юррисем» тата ытти чӑваш йӑлисене кӑтартрӗҫ.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html