Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йышӑнасси (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суйлав умӗнхи «ҫырав» тӗллевӗ — регистрациленӗ суйлавҫӑсен списокне тӳрлетесси, мӗнле майпа сасӑлама май пурри ҫинчен каласа парасси, килте сасӑлама заявка йышӑнасси, ыйтусем ҫине хуравласси.

Задача предвыборной «переписи» – уточнить список зарегистрированных избирателей, рассказать, какими способами можно проголосовать, принять заявку на голосование на дому, ответить на вопросы.

Обходчике кӗтсе илӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3641600

Ҫул тӑршшӗпе, тейӗн, Татьяна пӗрле пурӑнакансенчен ытти учительсем мӗнлерех кӑмӑллӑ ҫынсем пулнипе кӑсӑкланса пычӗ, ӑна мӗнле йышӑнасси пирки шутларӗ, ҫӑмӑл мар ӗҫре тӗллевлӗ-ятарлӑ пӗлӳ ҫуккипе пултараймасран та шикленчӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Интереслӗ самантсенчен пӗри Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫейре спортсменсен ҫӗнӗ юридика организациллӗ пӗрлешӗвӗсем - клубсем, лигӑсем йышӑнасси ҫинчен каланӑ, вӗсем студентсене пӗрлештерӗҫ.

Одним из интересных моментов Глава Башкирии назвал то, что в России сейчас будут приниматься новые юридические организационные формы объединений спортсменов - клубы, лиги, которые будут объединять студентов.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... an-3486534

Кун пек калаҫса кайсан, ҫынна вут тӗкес, вӗлерес тата тем те пӗр тӑвас ирӗклӗхе йышӑнасси патне те ҫитме пулать, тетӗр!

Помоги переводом

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче 8-11-мӗш классенче вӗренекенсемпе колледж студенчӗсем валли «Пуласлӑх кочӗ» программин тӳлевсӗр курсне заявкӑсем йышӑнасси вӗҫленет.

30 сентября завершается прием заявок на бесплатные курсы программирования «Код будущего» для учащихся 8–11-х классов и студентов колледжей.

Шкул ачисемпе колледж студенчӗсем валли "Пуласлӑх кочӗ" программӑн тӳлевсӗр курсне заявкӑсем йышӑнасси вӗҫленет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3446020

Канашлу культура министрӗ Светлана Каликова Шупашкар Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӗрленӗ Раҫҫей» фестивале йышӑнасси ҫинчен пӗлтернипе вӗҫленчӗ.

Помоги переводом

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Ҫавӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑнасси килнӗ Ярабаевӑн, Илья Семеновича фермӑра шута илмен ӗнесем вӑрттӑн тытма хушать, анчах лешӗ унӑн сӑмахне хӑлхана та чикмест: «Ултавпа инҫетех каяймӑн — ун вырӑнне пирӗн ӗнесен ӑратлӑхне лайӑхлатасчӗ, выльӑх апачӗ ытларах хатӗрлесчӗ», — тет.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Элӗк тӑрӑхне килмессерен кашнинчех граждансене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑнасси йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ҫапла, ху пӗтсе пынине туйса тӑрасси — чи йывӑр япала, анчах хӑвӑн йӑмшаклӑхна, хӑвӑн ҫитменлӗхӳсене тӗпӗ-йӗрӗпе йышӑнасси — пушшех те йывӑртарах…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мӗн тери аван, мӗн тери лайӑх вӑл, ҫутҫанталӑкӑн чӗрӗлӗх парнисене чӗрепе туйса илсе йышӑнасси, ӑна куҫ туллин ытамласа нихӑҫан манӑҫми асӑмра упрасси.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.

Кто займет новую должность — пока неизвестно.

Вӗренӳ министрӗн ҫамрӑксен политикипе ӗҫлекен ҫум пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34223.html

Ял хуҫалӑхӗнче авиахими пысӑк вырӑн йышӑнасси ҫинчен вӑл вӑрҫӑчченех калаҫнӑ…

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӗп ыйтусенчен пӗри – Вӑрнар тӑрӑхне холера кӗресрен тата сарӑласран кирлӗ мерӑсем йышӑнасси – пулчӗ.

Помоги переводом

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Адашевпа воеводӑсем тутар княҫӗсемпе хулана вырӑс воеводине мӗнле илсе пырасси тата халӑх воеводӑна пӑхӑнса тӑма пулса тупа тунине мӗнле йышӑнасси ҫинчен канашласа ларнӑ хушӑра воевода палатине Шигалей чапарӗ кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь йышӑнасси пирки эп нимех те калама пултараймастӑп.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та чи кӑткӑс ӗҫ вӗсемшӗн Хусан княҫӗсене йышӑнасси мар, вӗсем валли парне хатӗрлесси мар, Ту енчи ҫӗр-шыв тӗлӗшӗнчен тухса тӑнӑ теветкел ыйтӑва татса парасси пулчӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗт йышӑнасси тата унӑн пахалӑхне тӗрӗслесси унӑн тивӗҫӗ пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Анчах унӑн ку туйӑма йышӑнасси килмерӗ, тӗрӗссипе, вӑл унран хӑрарӗ.

Помоги переводом

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн тӗллев, ҫакнашкал кашни проекта ырласа йышӑнасси.

Помоги переводом

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

— Пирӗн тӗллев, ҫакнашкал кашни проекта ырласа йышӑнасси.

Помоги переводом

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней