Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫран (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1885 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Даймлер пӗрремӗш мотоцикла («Daimler Reitwagen») патентленӗ, пысӑках мар двигателе вӗсем йывӑҫран хатӗрленӗ кустӑрсемпе рама ҫине вырнаҫтарнӑ пулнӑ.

В августе 1885 Даймлер запатентовал первый мотоцикл («Daimler Reitwagen»), установив небольшой двигатель на деревянную раму с деревянными же колёсами.

Готлиб Даймлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%B5%D1%80

«Кӗтӳҫӗ» йывӑҫран тунӑ кӑлая «ҫу хуранне» кӗртме тӑрӑшать.

«Свинопас» целился деревянным самодельным шаром в «масло».

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл ача-пӑчасем йывӑҫран тунӑ кинжалсемпе хӗҫпӑшалланаҫҫӗ те, хӑйсене партизансем вырӑнне шутласа, пур шӑтӑк-ҫурӑксене те кӗрсе тухса ҫӳреҫҫӗ.

Эти ребятишки лазили по пещерам с деревянными кинжалами, воображая себя партизанами.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Итлетчӗ-итлетчӗ те Олег ҫавӑн пек калавсене, вара хӑй валли йывӑҫран сӑнӑ тӑватчӗ, ман пата чупса пырса: — Сывпул, анне! Эпӗ ҫапӑҫма каятӑп! — тетчӗ.

Наслушается, бывало, Олег таких рассказов, выстрогает себе саблю, подбежит ко мне: — Мамочка, прощай! Я сейчас воевать иду!

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хуҫалӑх пайне тӗкӗнмелле мар апат-ҫимӗҫ запасӗ хатӗрлеме тытӑнма, тырӑ усрама йывӑҫран ещӗксем тума тата ҫӗрулмипе купӑста усрама нӳхрепсем алтма хушса приказ патӑм.

Хозяйственной части приказано было приступить к созданию неприкосновенного продовольственного запаса, к изготовлению деревянных ящиков для зерна, к рытью погребов для картофеля, капусты.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах вӑл чӗрӗ мар-мӗн, ӑна йывӑҫран тунӑ.

А она не живая, а это из дерева.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ пӗлместӗп-ҫке-ха, те чӗрӗ вӑл, те ӑна йывӑҫран тунӑ.

Потому что я не знал, она живая или она деревянная.

Дзыгӑ ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсем йывӑҫран та ҫирӗпрех.

Они ещё крепче, чем деревянные.

Эпӗ хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пичче пӗр йывӑҫран хулӑ хуҫса илчӗ.

И ветку отломил от дерева.

Эпир вӑрансан епле хӑраса ӳкни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.

Он, бывало, прежде всего зайдет в конюшню посмотреть, ест ли кобылка сено (у Ивана Ивановича кобылка саврасая, с лысинкой на лбу; хорошая очень лошадка); потом покормит индеек и поросенков из своих рук и тогда уже идет в покои, где или делает деревянную посуду (он очень искусно, не хуже токаря, умеет выделывать разные вещи из дерева), или читает книжку, печатанную у Любия Гария и Попова (названия ее Иван Иванович не помнит, потому что девка уже очень давно оторвала верхнюю часть заглавного листка, забавляя дитя), или же отдыхает под навесом.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Палуби вара чӑн-чӑнниех, ӑна йывӑҫран, ансӑр та вӑрӑм хӑмасенчен тунӑ, хӑми, хушшисене чӳпӗкпе мӑкланӑ, сӑмала сӗрсе питӗрнӗ.

Палуба совсем настоящая — деревянная, из узких, длинных дощечек, пазы между ними проконопачены и залиты смолой.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Йывӑҫран тунӑ вокзал ҫурчӗн тепӗр енче темле хӑрӑлти сасӑпа мӗкӗрни илтӗнсе каять.

За деревянным зданием вокзала раздается густой хриплый рев.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Гусев ҫирӗп йывӑҫран лаша уринчен кая мар чукмар касса кӑларчӗ.

Гусев вырезал из крепкого дерева дубину, без малого с лошадиную ногу.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗтесрен кӗтеселле, йывӑҫран йывӑҫ хыҫнелле чупкаласа Гусев позицие тишкерет: уҫӑмлӑ — арсенала тӳп-тӳррӗн тапӑнса, хапхаран ярса илсе хуптӗрлемелле.

Выглядывая из-за углов, перебегая за деревьями, Гусев осмотрел позицию, — ясно: арсенал надо было брать в лоб, в ворота.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йывӑҫран тунӑ ҫӑмӑл Буратинона ҫил хӑй аллине ҫавӑрса илчӗ, ҫавӑра-ҫавара вӗҫтерсе кайса айкинелле ывӑтса ячӗ.

Ветер подхватил лёгонького деревянного Буратино, закружил, завертел его «двойным штопором», швырнул в сторону.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Манӑн халӑх тӗлӗнмелле, Йывӑҫран тунӑ ухмахсем.

Мой народец странный, Глупый, деревянный.

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Йывӑҫран тунӑ ачасем иккӗшӗ те унта ирӗккӗнех кӗрсе кайма пултарнӑ.

Так что оба деревянных мальчика могли бы свободно туда прыгнуть.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратинона йывӑҫран тунӑ, ҫавӑнпа вӑл шывра путма пултарайман.

Буратино был деревянный и поэтому не мог утонуть.

Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Ӑна типӗ йывӑҫран тунӑ, эпӗ ӑна вучаха ывӑтӑп та, манӑн ашсем те часах пиҫсе ҫитӗҫ, — терӗ.

 — Он сделан из сухого дерева, я его подкину в огонь, моё жаркое живо зажарится.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Карло атте, анчах эпӗ ҫап-ҫара вӗт, мана йывӑҫран тунӑ, шкулта ачасем мана мӑшкӑласа пӗтереҫҫӗ, — тет Буратино.

— Папа Карло, но ведь я — голенький, деревянненький, — мальчишки в школе меня засмеют, — сказал Буратино.

Буратино хӑйӗн ҫӑмӑлттай шухӑшӗсене пула чут ҫеҫ пӗтмест. Карло ашшӗ илемлӗ хутсенчен унӑн валли тумтир ҫыпӑҫтарса тӑвать тата саспаллисен кӗнекине илсе парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней