Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йывӑррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
йывӑррӑн (тĕпĕ: йывӑррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра пӗтӗм чиркӗвӗпе орган кӑшкӑрни чаплӑн илтӗнсе кайрӗ; ун сасси ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ, аслати авӑтнӑ пек йывӑррӑн кӗрлеме тытӑнчӗ, сасартӑк пӗлӗте ҫитес пек хӑпарса кайса, шӗвӗр мачча айӗнче хӗрачан ҫинҫе сасси пек янӑрарӗ, унтан каллех йывӑррӑн кӗрлеме пуҫласа чарӑнса ларчӗ.

В это время величественный рев органа наполнил вдруг всю церковь; он становился гуще и гуще, разрастался, перешел в тяжелые рокоты грома и потом вдруг, обратившись в небесную музыку, донесся высоко под сводами своими поющими звуками, напоминавшими тонкие девичьи голоса, и потом опять обратился он в густой рев и гром и затих.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Алӑк хупӑнсан, вӑл йывӑррӑн утса каллех сӗтел патне пычӗ, вара, пукан ҫине йывӑррӑн ларса, кӗнеке страницисене уҫрӗ, ун ҫине пӑхрӗ, анчах вулама пултараймарӗ.

Когда дверь закрылась, он тяжелым шагом снова подошел к столу и, грузно усевшись на стул, развернул книгу, смотрел в нее, но читать не мог.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Сана вӑл япӑхах ҫитермен, пӑхман пулмалла», — кӳренсе шухӑшларӗ Макар, йывӑррӑн, питӗ йывӑррӑн ҫатан пусми ҫинелле ярса пусса.

«Видать, кормила она и холила тебя неплохо», — с горечью подумал Макар, тяжело, очень тяжело занося ногу на порожек перелаза.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Макар, пичӗпе ун енне ҫаврӑнса, ун ҫине йывӑррӑн та лӑпкӑн пӑхрӗ, сӑмахсене ҫавӑн пекех лӑпкӑн та йывӑррӑн пӑрахса: — Ҫук, сан патӑнта эпир Давыдова мар, Тимофей Рваные шыратпӑр, — терӗ.

Но Макар, повернувшись к ней лицом, посмотрел на нее тяжело и спокойно и, так же спокойно и тяжело роняя слова, ответил: — Нет, мы не Давыдова у тебя ищем, а Тимофея Рваного.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Василий Васильевич пукан ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленчӗ; профессор ура ҫине тӑнӑ чух хӑйӗн кӳпшек, кӑвакрах тӗслӗ, кушаланакан аллисемпе чӗркуҫҫисем ҫине тайӑнни, ҫурӑмне ҫав тери йывӑррӑн тӳрлетни тӑрӑх вӑл юлашки эрнесем хушшинче мӗн тери хавшани уйрӑмӑнах палӑрчӗ.

Василий Васильевич тяжело поднялся со стула, и по тому, как опирался он при этом о колени своими пухлыми синими шелушащимися руками, как тяжело разогнул он спину, стало особенно заметно, насколько подался он за последние недели.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тӗне кӗмен чӑвашсем ула-чӑла ҫи-пуҫа йывӑррӑн хӑнӑхса пынӑ: ваттисем ӑна ҫӗлесе тӑхӑнма чарасшӑн пулнӑ, хатар-синкер пулассипе, инкек-синкек ҫитессипе хӑратнӑ.

Помоги переводом

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн ларнӑ та аллине чӗри тӗлне тытнӑ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн усӑнса ларнӑ та пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те чӗнмен.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Юрать-ха, Зойӑна палламасть вӑл, — сасӑпах калаҫса илнӗ вара Лидия Алексеевна, кивӗ диван ҫине йывӑррӑн выртса.

Помоги переводом

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлташӑм чарӑнса тӑнӑ, анчах урӑх никам та сасӑ паман, ҫапах та инҫех те мар такам тапӑртатнӑ пек, йывӑррӑн сывланӑ пек туйӑннӑ ӑна.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл пирӗнпе, — чирлисемпе, — пӗчӗк ача пекех ахӑлтатса кулнӑ ҫӗртех, сасартӑк кулма чарӑнатчӗ те, тӗксӗмленсе каятчӗ, тем аса илсе, йывӑррӑн сывлатчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Пӳлӗме кӗтӗм те эсир тӗлӗкре калаҫнине, йывӑррӑн сывланине илтрӗм, вара сирӗн ҫамкӑра тытса пӑхрӑм, — пӗҫерет, тарланӑ…

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӑна эпӗ час-часах аса илетӗп те, куҫ умне вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Санюк тухса тӑрать, эпӗ унӑн хурлӑхлӑн йӑлтӑртатакан хура куҫӗсене, шурӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине йывӑррӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫне, унӑн кӑкӑрӗ мӗнле пӑлханса ҫӗкленнине куратӑп.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Иккӗмӗш пилотӑн йӑнӑшне пула самолет 4,8g перегрузка тӳссе йывӑррӑн анса ларнӑ.

Из-за ошибочных действий второго пилота самолёт произвёл грубую посадку с перегрузкой 4,8 g.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

— Пулма пултарать, — калаҫас килмесӗр йывӑррӑн кравать ҫине анса ларчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ларчӗ те йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юр ҫине йывӑррӑн тӑсӑлса ӳкрӗ Ҫӗпритун.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнӗ ҫине йывӑррӑн пырса ларчӗ Роза, куҫӗсем салхуланчӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах та тӑмасть, пуҫ тӑрринчех арман чулӗ евӗр кӗмсӗр-кӗмсӗр туса, аслати сасси йывӑррӑн кусса каять.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тимӗр витнӗ пӳрт тӑрринче тахӑшӗ йывӑррӑн пускаласа ҫӳрет, темскер шырать пулас.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней