Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл — ирӗкри кайӑк.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Паника пуҫланнӑ ҫӗрте лӑплантарать, ҫынсем пуҫӗсене усма пуҫланӑ ҫӗрте — хаваслантарса кӑмӑла ҫӗклет, ҫыхӑну татӑлнӑ пирки ирӗкри ҫынсем хӑрушлӑха лекни палӑрсан — ҫыхӑнӑва ҫӗнӗрен йӗркелет.
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пӗр-пӗр йывӑрлӑхран хӑтӑлса ирӗкри пӗр-пӗр ҫынна ҫӑлмалла пулсан, Лида, ним пулман пекех, ют «айӑпа» хӑй ҫине илнӗ.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ирӗкри юлташсем, унӑн кӑмӑлне хӑпартас тесе, вӗсен хваттерӗнчи сӗтел-пукансене кам вӑрланине пӗлни ҫинчен, вӑррине асӑрхасах тӑни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кам та пулин хӗрарӑмпа ҫывӑрсассӑн, хӗрарӑмӗ качча кайма ҫураҫса хунӑ хӑрхӑм пулсассӑн, анчах та ӑна ирӗке кӑларма уншӑн тӳлесе ӗлкӗреймен е ирӗке кӑларма ӗлкӗреймен пулсассӑн, вӗсене хаса памалла, анчах вӗлермелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл ирӗкри хӗрарӑм мар; 21. арҫынӗ пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне Ҫӳлхуҫана кӳме ӳкӗнӗҫ парни — хӑйӗн ӳкӗнӗҫ парнийӗ валли така — илсе пытӑр; 22. священник ӑна хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен Ҫӳлхуҫа умӗнче ӳкӗнӗҫ такипе тасатӗ, вара ӑна ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.