Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Моисей малтанхи чулсем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса тунӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, ирхине ирех тӑрса Синай тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; аллинче икӗ чул хӑма тытса тӑнӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пурне те ҫырса хунӑ, унтан ирхине ирех тӑрса ту айне парне вырӑнӗ туса лартнӑ, Израилӗн вуникӗ йӑхӗн хисепӗпе вуникӗ чул лартнӑ; 5. вара Израиль ывӑлӗсен яш ачисене янӑ та, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе килнӗ, пӑрусем пусса Ҫӳлхуҫа [Турра] канӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем ҫавна ирхине ирех кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пуҫтарнӑ; хӗвел пӑхса ӑшӑта пуҫласассӑн, вӑл ирӗлнӗ.21. И собирали его рано поутру, каждый сколько ему съесть; когда же обогревало солнце, оно таяло.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Эпӗ Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине илтрӗм; вӗсене кала: каҫхине аш ҫийӗр, ирхине тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗр — вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, иккенне пӗлӗр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей тата каланӑ: каҫхине Ҫӳлхуҫа сире апат валли аш парсассӑн, ирхине тӑраниччен ҫимелӗх ҫӑкӑр парсассӑн, пӗлетӗр акӑ: Ҫӳлхуҫа эсир Ӑна хирӗҫ ӳпкелесе каланине илтрӗ: эпир мӗн? эсир пире мар, Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкелетӗр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм [халӑхне] каланӑ: каҫхине эсир хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен Ҫӳлхуҫа илсе тухнине пӗлетӗр, 7. ирхине вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне куратӑр, Вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкеленине илтрӗ: эпир мӗнех ӗнтӗ, мӗншӗн пире ӳпкелетӗр? тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вениамин — ҫӑткӑн кашкӑр: ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫпала тупӑшне тӑпӑлтарӗ.27. Вениамин, хищный волк, утром будет есть ловитву и вечером будет делить добычу.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ирхине, тул ҫутӑлсассӑн, ку ҫынсене хӑйсене те, вӗсен ашакӗсене те кӑларса янӑ.3. Утром, когда рассвело, эти люди были отпущены, они и ослы их.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ирхине фараонӑн чунӗ шикленсе ӳкнӗ, вӑл вара Египетри мӗнпур асамҫӑпа мӗнпур ӑсчаха чӗнтерсе илтернӗ те вӗсене хӑйӗн тӗлӗкне каласа кӑтартнӑ; анчах ҫав тӗлӗке фараона никам та ӑнлантарса парайман.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иосиф ирхине вӗсем патне пынӑ та курнӑ: акӑ вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ.6. И пришел к ним Иосиф поутру, увидел их, и вот, они в смущении.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Лаван ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн мӑнукӗсене, хӗрӗсене чуптуса вӗсене пилленӗ.55. И встал Лаван рано утром и поцеловал внуков своих и дочерей своих, и благословил их.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ирхине ку Лия иккенни курӑннӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иаков ирхине ирех тӑнӑ та, пуҫ айне хурса выртнӑ чулне илсе, ӑна палӑк туса лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ирхине ирех тӑнӑ та пӗрне-пӗри тупа тунӑ; вара Исаак вӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем ун патӗнчен кӑмӑллӑн тухса кайнӑ.31. И встав рано утром, поклялись друг другу; и отпустил их Исаак, и они пошли от него с миром.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ирхине тӑрсассӑн, вӑл: мана ярӑр ӗнтӗ, [эпӗ] хамӑн хуҫам патне [каям], тенӗ.Когда же встали поутру, то он сказал: отпустите меня [и я пойду] к господину моему.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, 28. вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.