Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурне те чӗрене илсен, пурӑнас та ҫук тесе ирттернӗччӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл вӗсемпе вӗреннӗ чухне темиҫе лекци-калаҫу та ирттернӗччӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Ӗҫре эпир шашка турнирӗ ирттернӗччӗ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Сӑмах май, нумаях пулмасть вӑл халӑхпа «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗччӗ, халӑхӑн ыйтӑвӗсене хурав панӑ май хӑй те ача чух космонавт пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.
«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere
Неофит игумен яла виҫӗм кунах килнӗччӗ-ха, ӗнер ял халӑхне пуҫтарса хӗрес тӗнӗ пирки проповедь те ирттернӗччӗ, анчах кайнипе кайманнине никам та пӗлмен-ҫке.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хитре вӑрҫӑ туса ирттернӗччӗ вӑл ҫулхине.
6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
2021 ҫулта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ (ЧНӐӲА) Шупашкарта «1921 ҫулхи хресчен пӑлхавӗ «Ҫар коммунизмӗн» Чӑваш Ен территорийӗнчи политика кризисӗ» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗччӗ.
Тутарстанри Акрелте выҫлӑх ҫулӗсенче вилнӗ ҫынсене халалласа палӑк лартнӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/32478.html
Ҫак вӑхӑтра Арск хулинче темле шавлӑ уяв ирттернӗччӗ, Шур Атӑл тӑрӑх мӑрсасемпе сунара кайса килнӗччӗ, юр ирӗлме пуҫласан пулас-ха, хыҫлӑ ҫунасем ҫине тиенсе Хусан йӗри-тавра катаччи чупнӑччӗ.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хусанти учительсен семинарийӗнче студентсемпе вӑтам шкулсенче вӗренекенсен пухӑвне ирттернӗччӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иртнӗ ҫура та Романовсен династийӗ виҫҫӗр ҫул тултарнӑ ятпа Хусанта пысӑк маневр ирттернӗччӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аса илтеретпӗр, ҫак кӗпере юсамалли проекта хатӗрлес тӗлӗшпе ҫулталӑк маларах аукцион ирттернӗччӗ.Напомним, что годом ранее был проведен аукцион на создание проекта по ремонту этого самого моста.
Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере 83,6 миллионпа юсама хатӗр подрядчика шыраҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31317.html
Темле пӗҫерте-пӗҫерте пӑрахакан е сулчӑлатакан-лӗпсӗрлетекен пушӑлӑхра пурӑнса ирттернӗччӗ хӗр ҫав вӑхӑта.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте черчен танлаштаруллӑ: эпир сӗм тайгара ҫӗр ирттернӗччӗ — питех хӑрушӑ пулманччӗ пире; Маринкӑшӑн килӗ ҫывӑхӗнчех, каҫ анчах пулин те, сехре хӑппи тупӑнать…
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Чӑнах та, темиҫе ҫул ӗлӗк, хӑйӗн минералоги классификацийӗ енӗпе ӗҫленӗ чухне, пичче пӗртте апат ҫимесӗр хӗрӗх сакӑр сехет ирттернӗччӗ, ҫитменнине тата ҫав наука диетине унпа пӗрлех пӗтӗм кил-йышӗсен те чӑтса ирттермелле пулчӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак таранччен уйрӑлса пӗччен пурӑнса та пӗр тумлам куҫҫуль кӑлармасӑр тӳссе ирттернӗччӗ, халӗ ҫулталӑк хушши пухӑннӑ куҫҫулӗ тапса тухрӗ те чарма ҫук юхма пуҫларӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Фабипе Муций пӗрремӗш хут Валерие савӑк халӑх уявӗнче курчӗҫ; ҫав уява чапа тухнӑ Лукреция Борджиан ывӑлӗ Эркола — Феррара герцогӗ хушнипе ирттернӗччӗ, ҫавӑнта Франци королӗн XII Людовикӑн хӗрӗ — герцогиня Парижран ятарласах хӑнасем чӗннӗччӗ.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ку вӑхӑт ҫынсем тӗлӗнмелле ӗҫсене ӗненекен вӑхӑтчӗ: нумаях пулмасть хулара магнетизм вӑйне кӑтартас енӗпе опытсем туса ирттернӗччӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Польшӑри ялта та вӑл пӗрре ҫавӑн пек туса ирттернӗччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Виҫӗ уйӑх маларах Андрей килтен, ҫемьерен уйрӑлса каяс йывӑрлӑха пӗрремӗш хут тӳссе ирттернӗччӗ.Три месяца назад Андрей впервые пережил тяжесть разлуки с домом и семьей.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫапла калаҫса вӗсем арман патне те ҫитрӗҫ; ҫак арман патӗнче ӗнтӗ Огнянов хӑрушӑ каҫ ирттернӗччӗ.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1
- 2