Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Нимӗн ҫинчен калаҫмалли те ҫук пирӗн, — Ваҫиле пӑрӑнса иртме хӑтланчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑрани майӗпен иртме пуҫларӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Музея кӗрсен экспонатсем умӗнче чарӑнмасӑр иртме ҫук.
Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr
Вӗсем килсе курнин тӗп ҫитӗнӗвӗ предпринимательсемпе тата предприятисен ертӳҫисемпе контакт йӗркелени пулса тӑнӑ, ҫавна пула Пишпӳлек производителӗсен хӑйсен продукцине Раҫҫей Федерацийӗн чиккинчен иртме хушма майсем ҫуралӗҫ.
Пишпӳлек районӗн ют ҫӗршыв рынокӗсене тухмалли вӑй-хӑват пур // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ur-3492488
Регион ведомствинче студентсене социаллӑ пулӑшу паракан учрежденисен ӗҫ-хӗлӗ, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан, ҫемье воспитанийӗ пама пулӑшакан центрсем, кадрсем мӗнле кирли, производство практики мӗнле иртме май пурри ҫинчен проект кӑтартса каласа пани ҫинчен каласа панӑ.
Пушкӑрт Республикинче кӑҫал 2300 шкул ачипе студент профтурсен шайӗнче пысӑк предприятисене ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3479947
Ҫуран та, утпа та иртме ҫук!
Шурти вутӑлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Эпӗ ответ иличчен мӗн чухлӗ вӑхӑт иртме пултарать? — тесе ыйтрӗ Завьялов.
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Питӗ шел, Павлик, анчах военкоматран пӑрӑнса иртме ҫук, урӑхла май килмест, — мӗн май килнӗ таран ҫемҫереххӗн калать Завьялов.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Павлик алӑкран хӗсӗнсе кӗрет, малалла иртме хӑяймасть, алӑк патӗнчех тӑрать, ҫапах та ӗнтӗ алӑкне хупма ҫук.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл алӑк патӗнче тӑрать, малалла иртме те хӑймасть, хӑй именчӗклӗн мӑкӑртатать:
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тӗрлӗ йывӑрлӑхсем урлӑ иртме тӳр килнӗ пулин те Владимир Анатольевич хӑйӗн тӑван тӑрӑхне тата ӗҫтешӗсене пӑрахса телейне ют ҫӗртре шыраман, вӑрӑм укҫа хыҫҫӑн тухса кайман.
Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420
Вӑл Завьяловран пӑрӑнса иртме тӑрать.
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пурпӗрех мучи иртме памасть ӑна.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пурте хӗрсех калаҫаҫҫӗ, аллисемпе хӑлаҫланаҫҫӗ, тӗккелесе, маларах иртме тӑрӑшаҫҫӗ.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хирӗҫ пулас мар тесе, аякранах пӑрӑнса иртме тӑрӑшаҫҫӗ.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫавӑнпа та пушар — ҫӗр айӗнчи хулара пулса иртме пултаракан чи хӑрушӑ япала.Поэтому пожар – это самое страшное, что может произойти в подземном городе.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Хӑрушӑ самантра ансӑр та пӳлсе хунӑ ҫул пушар техникине иртме кансӗрлеме пултарать.В опасный момент узкая и загроможденная дорога может помешать проезду пожарной техники.
Хӗллехи сезона дача мӗнле хатӗрлемелле // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... le-3432032
Хӗрарӑмсене маммографи пӗрремӗш хут 40 ҫул тултарсан, унтан вара икӗ ҫулта пӗрре иртме сӗнеҫҫӗ.
Раевкӑри тӗп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ маммографпа 8 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/syvl-kh/2023-09- ... rn-3431104
Анчах ҫакна асӑрхаттармасӑр иртме ҫук: ман шутпа, Чапаев хӑйсен ирӗкӗпе фронта пынӑ тӑватӑ ҫынна дивизие илесшӗн мар пулни, паттӑр начдив кӑмӑлӗпе килӗшсе тӑмасть.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Унтан мала иртме юраман ӑна.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.