Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртеспе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла иртеспе ҫанталӑк сивӗтме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр эрне иртеспе хӑнӑхса ҫитрӗ те пуҫларӗ ҫак чакак алхасма!

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Кӑнтӑрла иртеспе пирӗн тӗле хӗрсем пычӗҫ.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Давенант Стомадортан ҫыру илнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунран, — Тиррей вара ҫав каҫран пуҫласа малалла мӗн пуласса канӑҫсӑррӑн кӗтет, — кӑнтӑрла вун иккӗ иртеспе яланхи пекех дежурнӑйсем ылмашӑнчӗҫ.

Через несколько дней после того, как записка Сто-мадора была получена Давенантом, начавшим с той ночи напряженно ожидать дальнейших событий, на исходе двенадцатого часа полудня произошла обычная смена дежурств.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Шӑхран станцийӗнче пуйӑс ҫинчен ансан, вӑл ҫуранах утрӗ, кӑнтӑрла иртеспе Экеҫ патнелле ҫывхарса та пычӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫур ҫӗр иртеспе анакан тӗтре хайхи тавралӑха сӗт пек шурӑ мамӑкпа хуплать тейӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну ничево-о, халех кунта килеймӗҫ-ха вӗсем, кӑнтӑрла иртеспе кӑна персе ҫитӗҫ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иркӳлӗмсем иртеспе тухса кайрӑм та унта, шӑпах кӑнтӑр апачӗ тӗлне персе ҫитрӗм — кайран ҫӗрти-ҫӳлтине асӑнса ятларӑм хама ку ухмахлӑхшӑн.

Приехал я туда средь дня и попал как раз к обеду, за что потом ругал себя последними словами.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Уйӑх иртеспе Корчагин аптӑраса ӳкрӗ.

В конце месяца Корчагин почувствовал себя худо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӗл иртеспе хулана гварди ҫарӗн кавалергард полкӗ вырӑнаҫрӗ.

К концу зимы в городке разместился гвардейский кавалергардский полк.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫур ҫӗр иртеспе тин вӑл ҫывӑрса кайре.

Уснул за полночь.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кун иртеспе Обломов тата ытларах ӑссӑрланчӗ.

Остальной день подбавил сумасшествия.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

 — Ҫу иртеспе Севастопольрен каятпӑр.

— В конце лета уедем из Севастополя.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫу иртеспе Расщепей ушкӑнӗ экспедицие кайрӗ.

К концу лета группа Расщепея уехала в экспедицию.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Икӗ сехет иртеспе эпир аран Крестовой Ту тавра ҫаврӑнса тухрӑмӑр, икӗ сехетре икӗ ҫухрӑм!

В два часа едва могли мы обогнуть Крестовую гору — две версты в два часа!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней