Поиск
Шырав ĕçĕ:
илтӗнместчӗҫ (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ун патне ҫӗрле уйӑх ҫути ҫутатнӑ чухне, ҫӑварни умӗн, ҫанталӑк ӑшӑтса ярсан пырса тухрӑм; чӳречери тӑваткӑл форточкӑран, ӑшӑ пӑспа пӗрле, урамалла тӗлӗнмелле сасӑ янраса тухатчӗ, темле пит вӑйлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ҫӑварне хупса юрланӑ пек туйӑнатчӗ; сӑмаххисем илтӗнместчӗҫ, анчах юрӑ сассине хӗлӗх сасси йӑлӑхтарса пынипе ӑна итлеме кансӗрлет пулин те, юрри мана ытла та палланӑ тата пит те ӑнланмалла юрӑ пек туйӑнса карӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Будкӑра никам та ҫукчӗ, арҫын сассисем тулта та илтӗнместчӗҫ, сухаҫсем пурте йӑранраччӗ ӗнтӗ, сарлака путмар ҫинче Давыдов пӗчченех йӑвӑланса выртатчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗррехинче тулта та, пӳртре те питӗ шӑпчӗ: карета кустӑрмисен шавӗ те, алӑк сассисем те илтӗнместчӗҫ; малти пӳлӗмре сехет меллӗн шаккатчӗ те саркайӑксем юрлатчӗҫ, анчах ку пӗрре те шӑплӑха пӑсмастчӗ, пурнӑҫ чарӑнса ларманнине ҫеҫ систеретчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницы:
- 1