Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫхинехи кӑвак сӗмлӗхре Тисса пӑшӑлтатни, чугун ҫул обходчикӗн таканлӑ йывӑр атти айӗнче чул кӑчӑртатни илтӗнет.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Казармӑри уҫӑ форточкӑран зуммер нӑйлатни илтӗнет, вара дежурнӑйӑн ҫирӗп сасси янӑраса каять:Через открытую форточку казармы послышался настойчивый зуммер, а потом и строгий голос дежурного:
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Витере лашасем кукалени илтӗнет, тикӗтленӗ ут таврашӗпе тислӗк, лаша тарӗн шӑрши сӑмсана кӗрет.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тисса енчен ҫеҫ шыв хыттӑн ҫатлатни илтӗнет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Таҫта инҫе-инҫе, ту ҫинче, пӗччен кӗтӳҫӗ шӑхлич калани илтӗнет.Где-то далеко в горах стонал одинокий голос пастушьей дудки.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мускавра та урӑхла пулатчӗ: пурте, шӑппӑн калаҫкаласа, залра, ӗҫме-ҫиме лартнӑ сӗтел умӗнче, кукамая кӗтсе тӑратпӑр, Гаврило апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерме ун патне кайнӑ ӗнтӗ, — сасартӑк алӑк уҫӑлса каять, кӗпе чӑштӑртатни, урасем кӑштӑртатни илтӗнет, вара йӑлмакланӑ курман-илтмен хӑмӑр кӑвак хӑюллӑ калпакпа, (сывлӑхӗ еплине кура) ӑшшӑн кулса е чалӑшшӑн салхуллӑ пӑхса, хӑяккӑн утакан кукамай ярӑнса тухать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳречерен хула шавлани, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра ҫерҫисем чӗвӗлтетни илтӗнет.Из окна слышался городской шум и чиликанье воробьев в палисаднике.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай кунтан-кун вӑйсӑрланса пырать; шӑнкӑрав шӑнкӑртатни, мӑкӑрти Гаша сасси, алӑксене шалтлаттарни унӑн пӳлӗмӗнче час-часах илтӗнет, вӑл ӗнтӗ пире кабинетӗнче Вольтер кресли ҫинче мар, ҫывӑрмалли пӳлӗмре, чӗнтӗрсемпе тыттарнӑ минтерлӗ вырӑн ҫинче, йышӑнать.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана анне сасси илтӗнет:
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур енче те кайӑксем, хаваслӑн юрласа, явӑнса ҫӳреҫҫӗ, тӗпек пуҫлӑ тӑрисем ҫӳлтен ӳкнӗ пек хӑвӑрт ярӑнса анаҫҫӗ; йӗпе тӗмсем хушшинче пӗчекҫӗ кайӑксем кӑштӑртатни илтӗнет, раща варринчен чӑпар куккукӑн уҫӑмлӑ сассийӗ юхса килет.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрхенчӗ чӑлаха, — илтӗнет вӑйсӑр, нишлӗ сасӑ, ыйткалакан кашни сӑмахне каламассерен сӑхсӑхать, пилӗк таран авӑнса пуҫ таять.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен инҫетре ҫиҫӗм ҫиҫсе илет, вӑйсӑррӑн кӗрлени илтӗнет, вӑл ерипен вӑйлансах, ҫывхарсах пырать, кассӑн-кассӑн пӗтем тӳпене янӑратса кӗмсӗртетет.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кил хуҫин ӑшаланчӑк арӑмӗ чӗриклетекен хапхана уҫать, шухӑшлӑ пек курӑнакан ӗнесене урама хӑваласа кӑларать те ыйхӑллӑ кӳршӗ арӑмне сӑмах хушать, урамра кӗтӳ тӑпӑртаттарса пыни, мӗкӗрни, макӑрни илтӗнет.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лупас айӗнче апат валашки умне кӑкарнӑ пирӗн лашасем тӑраҫҫӗ, вӗсем васкамасӑр чӑмлани илтӗнет.Под ними виднеются наши лошади, привязанные около кормяг, и слышно их мерное жевание.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӗриленсе тата аташса выртнӑ чух вӑл ҫӗрӗпех чӑлӑм куҫ хупмасӑр ман вырӑн патӗнче ларчӗ, халь, эпӗ ҫырнине пӗлсе, хӗрачасемпе пӗрле диванлӑ пӳлӗмре ларать, мана ҫывӑрмалли пӳлӗмрен хӗрачасене нимӗҫсен юмахӗсене каласа пани тата лешсем ӑна итленӗ май каҫса кайса кулни илтӗнет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кабинетра пулса иртекен ӗҫсенчен кирлӗреххи тӗнчере урӑх нимӗн те ҫук пек туйӑнатчӗ мана; ҫак шухӑша кабинет алӑкӗ патне пурте яланах пӑшӑлтаткаласа та чӗрне вӗҫҫӗн пыни те ҫирӗплетет; шалта аттен хулӑн сасси илтӗнет тата, пӗлместӗп темшӗн-ҫке, мана яланах илӗртӳллӗ туйӑнакан сигара шӑрши тухать.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ пирӗн ҫуртра ӗҫлекен хӗрарӑм мунчала тытса турилккесем ҫума каять, акӑ буфетра савӑт-сапана шӑкӑртаттарни илтӗнет, сӗтеле вырнаҫтараҫҫӗ, пукансем майлаштарса лартаҫҫӗ, Мими те акӑ Любочкӑпа Катенькӑна (Катенька — Мимин вуникӗ ҫулхи хӗрӗ) садран илсе килет, анчах апат хатӗрри ҫинчен килсе пӗлтерекен дворецки Фока курӑнмасть-ха.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пичче патӗнче калаҫни класс пӳлӗмне илтӗнет.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлӗмре шӑпах; вӑл тикӗссӗн сывлани тата сунарҫӑллӑ сехет ҫапни кӑна илтӗнет.В комнате тихо; только слышно его равномерное дыхание и бой часов с егерем.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗттӗмре партизансем пӗр-пӗрне чӗнни илтӗнет.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.