Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илмелӗх (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кравать илмелӗх укҫи ҫук-и ҫӑмарта хуҫин? мӗншӗн ачана урайне вырттарнӑ? — пӑскӑртрӗ Укҫине аппана хаяр фельдшер.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ кӗнекесем ҫинче вуласа хӑшпӗр ҫамрӑксем билет илмелӗх укҫа пулмасан, пароход ҫине юнга вырӑнне ӗҫлеме кӗрешни ҫинчен пӗлнӗччӗ.

Читал я в книгах, что некоторые юноши, не имея денег на билет, нанимались на пароход юнгами.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Япалисем хаклӑ пулин те мӑшӑрӗ валли парне илмелӗх пур.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Анчах ҫак «чӗкеҫе» эпир Совет влаҫӗн пирвайхи кунӗсем ҫинчен аса илмелӗх, пирӗн ирӗклӗ, коммунистла ӗҫ ҫинчен аса илмелӗх упраса пурӑнӑпӑр.

А эту «ласточку» мы сбережем как память о нашем свободном коммунистическом труде.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан вӑл каялла чакаланса тухать, хӑй пӗтӗм тусан, — ҫавӑнтах Хохол патне пырса пӗр шкалькӑ эрех илмелӗх ыйтать.

Потом вылезает, весь в пыли, и просит у Хохла на шкалик водки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Паян вӑл ҫӑкӑр тупатех, анчах ыран ҫӑкӑр илмелӗх укҫа юлмасть.

Сегодня он ещё купит хлеба, но на завтра денег, наверное, не останется.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Тата ҫӗнӗ вырӑна куҫса каякансене, ҫӗнӗ вырӑнта акман анасене йӗркелесе яракансене патшалӑх ура ҫине тӑрса вӑй илмелӗх пулӑшу пама тӑрӑшнӑ, налук тӳлессинчен вӑхӑтлӑха хӑтарнӑ.

Помоги переводом

Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/

Хӗн-асапа тӳсеймесӗр ӗҫес тесен те, чӗрӗк эрех илмелӗх укҫу ҫук.

На чекушку — с горя выпить — денег не наскребешь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Мӗн каламалли, кӑмӑл тусамччӗ, Ливси! — терӗ ӑна хирӗҫ сквайр, — Гокинс паян унтан ытларах илмелӗх те ӗҫ тунӑ.

— Еще бы, сделайте милость, Ливси! — отозвался сквайр, — Хокинс сегодня заслужил кое-что и побольше.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Каретӑсем ҫинче ларса ҫӳреме пултарнӑ чухне, манӑн ыйткаласа упаленсе ҫӳремелле, стакан эрех илмелӗх укҫашӑн кивҫене кӗмелле.

Я должен пресмыкаться в нищете и выпрашивать гроши на стаканчик, когда я мог бы разъезжать в каретах!

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Хӑҫан та хӑҫан хам пурлӑха ҫав усал Мордкӑран тӳлесе илмелӗх укҫа ӗҫлесе илӗп, ҫавӑн чухне тин таврӑнӑп.

— Как только заработаю денег, чтобы выкупить свое добро от этого проклятого Шиндера.

II // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Ҫӑкӑрпа чей валли ӗҫлесе тупма вӑхӑтӑм пулнӑ пулсан, атӑ илмелӗх ӗҫлеме вӑхӑтӑм ҫукчӗ, вара эп, кивҫен ыйтса, ырлӑх обществисен умӗнче пуҫӑма таяттӑм.

Зарабатывая на хлеб и чай, я не имел времени заработать на сапоги и обращался в благотворительные общества с покорнейшими просьбами о ссудах ..

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темиҫе ҫул иртсен тин эпӗ коньки илмелӗх укҫа ӗҫлесе тупрӑм.

Только через несколько лет я сам заработал себе на коньки.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӑкӑр ӗҫлесе илмелӗх вӑйӑмӑр-халӑмӑр ҫителӗксӗр-и пирӗн?

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каймалӑх та, сӗнксе илмелӗх те пур-ха вӑхӑчӗ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӳхентертӗн — тӑкӑнать, — самантлӑха, сывлӑш ҫавӑрса илмелӗх, каллех тӑп чарӑнса тӑчӗ Кӗҫени.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Табак, раки илмелӗх тупатӑн, йӳнӗ тӑракан оланка туянатӑн, урӑх нимӗн те ҫук!..

Заработаешь на табак, на ракию да на опанки — и бац!..

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫынна палласа илмелӗх тул ҫутӑлса ҫитнӗ вӑхӑтра вӑл ял хӗрринчи улма-ҫырла сачӗн карти патне ҫитсе тӑчӗ.

На заре, когда уже легко было различить человеческую фигуру, он подошел к хлеву, стоявшему среди сливовых деревьев на краю села.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл килтех юлнӑ та, амӑшӗпе пӗрле, Мигеле тӳлесе илмелӗх укҫа пухас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗҫленӗ.

Она осталась жить в миру и вместе с матерью мужественно боролась и работала, чтобы скопить денег на выкуп Мигеля.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Хӑшӗн-пӗрин тата ҫӑкӑр илмелӗх те укҫи ҫук килӗсенче.

А у кого и на хлеб ни копейки нет дома.

Семянников заводӗнчи пӑлхав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней