Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Пире Христоса асаплантарнӑ пек асаплантарни ӳссех пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ илекен лӑпланӑҫ та ӳссех пырать.5. Ибо по мере, как умножаются в нас страдания Христовы, умножается Христом и утешение наше.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн тивлетне панӑшӑн эпӗ Туррӑма сирӗншӗн яланах тав тӑватӑп; 5. Иисус Христос урлӑ эсир пур ырӑлӑхран та пуйрӑр: хӑватлӑ калаҫакан, пурне те ӑнласа илекен пултӑр, — 6. Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑша тӗреклӗ вырӑнаҫнӑ, 7. ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килессе кӗтсе тӑракансенӗн, ҫитмен ырӑлӑх пӗртте ҫук; 8. Вӑл сире вӗҫне ҫитичченех тӗрек парса тӑрӗ, вара эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче айӑпсӑр пулӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса тепӗрне качча илет пулсан, аскӑн ӗҫ тӑвать; упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсене уйӑрса яма ирӗк панӑ; малтан апла пулман; 9. Эпӗ сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать, тет.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир нумай акатӑр та — сахал пуҫтарса илетӗр; ҫиетӗр те — тӑранса кураймастӑр; ӗҫетӗр те — ӗҫсе тӑранаймастӑр; тӑхӑнатӑр — ӑшӑнаймастӑр; ӗҫлесе илекен шӑтӑк енчӗк валли кӑна ӗҫлесе илет.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кирек хӑш чӳк вырӑнӗ ҫумӗнче те саклат хывса илнӗ тумтир ҫинче лараҫҫӗ, айӑпа юлнисенчен шыраса илекен иҫӗм эрехне хӑйсен туррисен ҫурчӗсенче ӗҫеҫҫӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑнтан пӗтӗм Израиль килне хыпса илекен вут тухӗ, терӗ.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мӗскӗнӗн ҫӑкӑрӗ — унӑн пурӑнӑҫӗ вӑл; ҫавна туртса илекен — юнӗҫен вӑл.21. Хлеб нуждающихся есть жизнь бедных: отнимающий его есть кровопийца.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Куҫ тӗлне пулнӑ ӑссӑра ӗҫе илекен — йӗркипех амантакан тӗкӗрҫӗ пек.10. Сильный делает все произвольно: и глупого награждает, и всякого прохожего награждает.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хуйха ӳкнӗ ҫынна юрӑ юрласа паракан — сивӗ кунра ҫири тумтирне сӳсе илекен пек, суран ҫине тӑвар сапакан пек.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12-13. Турӑ — тӳррипе сут тӑвакан [хӑватлӑ та вӑрах тӳсӗмлӗ] тӳре, Вӑл тата — Хӑй енне ҫаврӑнманнисенчен кашни кун хытӑ шыраса илекен Турӑ.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вара Далидӑна хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса парса каланӑ: ман пуҫӑма ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ тӗкӗнсе курман, эпӗ мӗн аннерен ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ; ҫӳҫӗме кассан, ман вӑйӑм сӳнет; ун чухне эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав арӑма Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ, каланӑ ӑна: акӑ эсӗ хӗсӗр, ача ҫуратмастӑн; анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; 4. эппин, асӑрхан — эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи; 5. акӑ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн, ун пуҫне ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ача мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ пулӗ, вӑл Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма пикенӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫынна вӗлерсе айӑпсӑр юн тӑкасшӑн сӗрев илекен — ылханлӑ!25. Проклят, кто берет подкуп, чтоб убить душу и пролить кровь невинную!
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Левит хӑйӗн чун-чӗри туртнипе Израиль [ывӑлӗсен] ҫӗрӗнчи пӗр-пӗр вырӑнтан, хӑй пурӑнакан пӗр-пӗр килтен Ҫӳлхуҫа суйласа илекен вырӑна пырсассӑн, 7. унта Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑракан хӑйӗн пӗтӗм тӑван левичӗ пекех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турришӗн ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 8. вӗсем пурте пӗр тан пайпа усӑ курса пурӑнччӑр, ҫав левит хӑй ашшӗн пурлӑхне сутса килнӗ пулсассӑн, вӑл ӑна хӑйнех пултӑр.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫулталӑкра виҫӗ хутчен арҫынсен пурин те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй суйласа илекен вырӑнта Ҫӳлхуҫа умне тӑмалла: тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗнче, ҫичӗ эрне уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче; никамӑн та Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа пымалла мар, 17. кашнийӗн аллинче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура парне пултӑр.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акнӑ вӑрлӑху ӳстерсе панипе [хӑвӑн] хирӳнтен ҫулсерен кӗрекен мӗнпур ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне уйӑрса ил, 23. ӑна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче Вӑл Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑнта ҫи; тыррун, эрехӳпе йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхусен малтанхи пӑрӑвне, вак выльӑхусен малтанхи путекне ҫавӑнта [илсе пыр], ҫапла вара санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, ӗмӗрех хӑраса тӑма вӗренсе ҫитмелле пултӑр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.