Поиск
Шырав ĕçĕ:
Обер-лейтенант лимон тӗсӗ ҫапнӑ шурӑ замш перчеткисене хывса тавӑрчӗ те хӗҫ аври ҫине ҫакса хучӗ.
XXIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Замш перчеткине тӑхӑннӑ чирлӗ аллине френчӗн кӑкӑр кӗсйи тӗлне тытнӑ, хӑй вӑл штаб автомобилӗ ҫинче пулнӑ.
IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Анна Васильевна ӑна, ҫиелтен пӑлханнӑ пек кӑтартса, анчах вӑрттӑн хавасланса кӗтсе илчӗ (вӑл ӑна урӑхла нихҫан та кӗтсе илмен); Стахов вара шлепкине те хывмарӗ, арӑмне сывлӑх сунмарӗ, сӑмах чӗнмесӗрех, Еленӑна чуптума замш перчетке тӑхӑннӑ аллине тӑсса пачӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл вӑтам пӳллӗ, хӗрлӗ мӑйӗ ҫине тӗреклӗн лартнӑ кӗтеслӗрех пуҫлӑ ҫын, лайӑх гвардейски пуставран ҫӗленӗ кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ, сарӑ пиҫиххийӗ ҫумне замш кобурӑпа пӗчӗк ҫеҫ браунинг ҫаклатса янӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Веткин шӑлаварӗнчен сӑрӑ замш йӗнӗллӗ пӗчӗк те хӳхӗм револьвер туртса кӑларать, ҫакна май кӗсйи те пӗтӗмӗшпех тулалла таврӑнса ӳкет.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кунтах Андрей ашшӗнни евӗрлӗ ҫӳлӗ конторка, замш перчеткесем пур; минералсемпе, рак хуранӗсемпе, кайӑк кӗлеткисемпе, тӗрлӗрен тӑм, тавар тӗслӗхӗсемпе шкап ҫумӗнче, кӗтесре, клеенкӑллӑ плащ ҫакӑнса тӑрать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кантура, ашшӗ урапине, замш перчеткесене, ҫупа вараланса пӗтнӗ шутсене — пӗтӗм ӗҫлӗ пурнӑҫа халӗ телей хупласа хучӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара амӑшӗ Андрюша хулана ларса ҫӳрекен урапана та, ашшӗ ӑна парнеленӗ клеенка плаща та, симӗс замш перчеткине те — ӗҫлӗ пурнӑҫра кирлӗ элле-мелле япаласене пурне те чӗререн курайман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1