Поиск
Шырав ĕçĕ:
Икӗ эрне те иртмерӗ, родниковцӑсем чарӑннӑ вырӑнта пӗчӗк хуторсем пулса та ларчӗҫ: кунта ҫатан ҫавӑрса, тул енчен хӑмӑшран ҫыхнӑ матӑсемпе витсе тухнӑ столовӑйсем пулнӑ; кунтах тӑрӑхла ҫӗр пӳртсем, дзот пекскерсем, ларса тухнӑ, — анчах вӗсенче тупӑсемпе снаряд ещӗкӗсем вырӑнне тӑварланӑ ҫимӗҫ пичкисем, пуснӑ така тушкисем, ҫӑнӑх, кӗрпе миххисем выртнӑ; кунтах хӑвӑрт туса лартнӑ тимӗрҫ лаҫҫисем ларнӑ, унта купи-купипе Хумаринскран илсе килнӗ кӑмрӑк выртнӑ; кунтах ӗне витисем, лаша витисем, сурӑх картисем, сысна витисем, чӑх витисем пулнӑ…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пусӑ тулли ҫын, лобогрейкӑсем ҫунаттисене пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрса пыраҫҫӗ, вӗсене тӑватӑ лаша е мӑшӑр самӑр вӑкӑр кӳлнӗ, — хӑвалакансем е йӗнер ҫинче, е вӑкӑрсен йывӑҫ сӳсменӗ ҫинче ларса пыраҫҫӗ, унтах пӗр лаша кӳлнӗ урапа кайӑк йӑви пек курӑнса каять, ҫав йӑвара е трактор бригадин бригадирӗ, е участокри агроном ларать; лере ҫеҫенхир тӑрӑх ҫип ҫапнӑ пек тӑсӑлса вӑкӑр лавӗсем пыраҫҫӗ — урапа ещӗкӗсем ҫинче типӗ тырӑ йӑлтӑртатса выртать, ҫав тырӑ ҫинче ачасем лараҫҫӗ, ҫӳҫӗсем хӗвелпе шуралса кайнӑ, вӗсем вӑкӑрсене хӑваласа пыраҫҫӗ; тепӗр енче унталла та кунталла грузовиксем вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ, ҫил сирейми тусан ҫӗклеҫҫӗ, — вӑл вӑрҫӑри тӗтӗм карри пек курӑнать, ун айне пытанса пӗр дивизи ҫапӑҫӑва кӗме пултарнӑ пулӗччӗ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Володьӑпа Ваня, — вӗсене халь каменоломньӑна кӗртмен-ха, — иртен пуҫласа каҫченех шахта картишӗнче ҫитӗннисене пулӑшса кун ирттереҫҫӗ: продовольстви, патрон ещӗкӗсем, ҫӑнӑх миххисем пушатаҫҫӗ; матроссем лифт ҫине йӑтаҫҫӗ, пичкесем кустарса пыраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак кунсенче тар ещӗкӗсем турӑм; кашни ещӗкне пӗр-ик кӗрепенкке таран тар кӗме пултарать.Все эти дни делал ящички для пороха; в каждый такой ящичек должно войти от одного до двух фунтов.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл чылайччен пӗремӗк ещӗкӗсем ҫине пӑхрӗ, кӑштах шухӑшласа тӑрсан, ҫулсем нумай иртнине пула кӑвакарма тытӑннӑ вӗтӗ пӗремӗк ҫине кӑтартрӗ те унӑн хакне ыйтрӗ:
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ут таврашӗсем чӑнкӑртатнӑ, ещӗкӗсем кӗмсӗртетнӗ; тупӑсем, хӳрисене пӑркаласа, ҫӗре шӑршланӑ пекех, аялалла тинкерсе пӑхнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Ҫук, ӑҫтан пурӑнан кунта! — тет ырхан хӗрарӑм, тӗксӗм стенасемпе тырӑ ещӗкӗсем ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса.— Нет, куда же тут жить! — заявляет тощая дама, брезгливо оглядывая мрачные стены и закрома.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Вӗсенчен иккӗшӗнче пушанса юлнӑ тырӑ ещӗкӗсем лараҫҫӗ.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Чӳречесем ҫине ӳксе йӑлтӑртатать, тӗттӗмре чупакан салтаксен мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӗрлӗ ялав татӑкӗсем, заряд ещӗкӗсем, лафетсем, урам урлӑ йӑвантарса вырттарнӑ конка вагонӗсем курӑнаҫҫӗ.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Подъездсенче хӑйӑр ещӗкӗсем, тимӗр клещесем, ломсем, витресем.В подъездах появились ящики с песком, железные клещи, ломы, ведра.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саньӑна эп кашни кун ҫыру ҫырма пултӑм, анчах кашни кун ҫырмаллӑх нимӗнех те ҫукчӗ: ӗлӗкхи пекех эпӗ Кира патӗнче пурӑнаттӑм, нумай вулаттӑм та ӗҫлеттӗм, ӗҫлемелли вырӑнӑм майлах та марччӗ, коллекци ещӗкӗсем тӗпелтех тӑратчӗҫ, карттӑна та рояль ҫинчех ҫырмалла пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Секретарь самолетсем, самолет ещӗкӗсем ҫине пӑхрӗ.Секретарь посмотрел на самолёты, потом на ящики из-под самолётов.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Патрон ещӗкӗсем хӑнтӑртатнипе, мотор ӗҫленипе, хыҫалта оруди шӑтӑк-путӑксем ҫийӗпе сиккелесе кӗмсӗртетнипе, Ваня ҫав минӑсем епле вӗҫсе килнине те, вӗсем епле ҫурӑлнине те илтмерӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
пӑхӑр гильзӑллӑ тата снарячӗсем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ йӗрсем тунӑ, йӗркипе хурсӑ тухнӑ патронсем курӑнакан тӑваткал йывӑҫ ещӗкӗсем, паллах, пушар сарайӗ пулнӑ;
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948