Поиск
Шырав ĕçĕ:
Артистка евӗрлех чиперрӗн курӑнать вӑл паян.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ветеринар ӗҫӗ те медицинӑра вӑй хуракансенни евӗрлех, унӑн та кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ ҫук.
Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/
Ҫавна евӗрлех пулса тухать-ха ку!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Вӑрҫӑ пуҫлансанах ҫанталӑк та пӑсӑлчӗ: халӑх куҫҫулӗ юхнӑ евӗрлех, кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр тӑкать.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ивановӑн килти пӳлӗмӗ Чӗмпӗрти евӗрлех: ҫавнашкалах пӗчӗк те тирпейлӗ, таса та хӑтлӑ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Таня умӗнче хӑй евӗрлех тумланнӑ хӗрсем чаплах мар ҫи-пуҫлӑ салтаксемпе, командирсемпе ташлаҫҫӗ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Гимнастеркӑна эсӗ пушара васканӑ евӗрлех якатнӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Вӑрҫа каяканӗ, яш каччӑ, катаччи чупнӑ евӗрлех, тур лаша кӳлнӗ, пӗккине тутӑрсемпе илемлетсе пӗтернӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Парамуншӑн вӑл ҫулталӑк евӗрлех вӑрӑм, ҫулталӑк евӗрлех мӗшӗлти.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ӑна, Парамуна, темех кирлӗ мар, вӑл хӑнӑхнӑ, унӑн хырӑмлӑхӗ те кашкӑрӑнни евӗрлех пуль, талӑкне виҫҫӗ ҫисен те пӑсӑлмасть, иккӗ ҫисен те аптрамасть…
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Микулан ытти юлташӗсем те халӑх ҫинче ҫавӑн евӗрлех калаҫаҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хӑвна ӗлӗкхи евӗрлех мӑрса пек тыт.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ытти мӑрсасем те ун евӗрлех шутларӗҫ — хулана чун туртмарӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫамрӑк княҫпа тавлашнӑ хыҫҫӑн Иван Васильевич хӑйне чылайччен пусмӑрласа пурӑннӑ темле чиртен сывалнӑ евӗрлех туйрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӑмӑртарах пысӑк сӑмси тӑтӑшах ӗҫекен ҫыннӑнни евӗрлех хӗрелсе кайнӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Юрату та ҫавӑн евӗрлех сивӗнӗ-ши?
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ҫапах та вӑл халь те тӗкӗр евӗрлех.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Филипп Петрович та, Иван Сергеевич евӗрлех, пенсионер.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Ҫӗмӗрен евӗрлех сиксе тӑчӗ мишавай.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Йытӑ евӗрлех пулса кайрӗ, вырт тесен — выртать, тӑр тесен — тӑрать…
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.