Поиск
Шырав ĕçĕ:
Председатель вырӑнӗнче митингра — Луганскри Хӗрлӗ гварди организациленӗ ҫын, вӑлах унӑн начальнике — Пархоменко ларать; вӑл — усӑнса тӑракан уссиллӗ пысӑк арҫын; така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле пусса лартнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Мускав обывателӗсем, Октябрь переворочӗ хыҫҫӑн ӗнтӗ пилӗк уйӑх иртнӗ пулсан та, Совет влаҫне мӗнле йӗркелесе тунине начар ӑнкарнӑ: пур большевиксене те вӗсем комиссар тесе чӗннӗ; ҫак, Питӗртен автомобильсемпе, декретсемпе, тата Тверской урамӗ тӑрӑх уйрӑмах вӑраххӑн, таччӑн, хулпа хул ҫӑт ҫыпӑҫса утса пыракан Хӗрлӗ гварди отрячӗсемпе килсе тулнӑ, килӗшмен япаласене вӗсем — вӑхӑтлӑха ҫеҫ килнӗскерсем тесе шутланӑ; Мускав хӑйӗн чалӑш-чӗлӗш урамӗсемпе Азия йӑлисем тӑрӑх, хӑй купцисемпе, хитре гимназисткисемпе, пысӑк пир-авӑр фабрикисемпе, ирӗк шухӑшлӑ чиновникӗсемпе, вӗҫкӗн те шухӑ кучерӗсемпе, ҫынна ҫиен сӑмахӗсемпе, пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑракан актерӗсемпе, ресторанӗсемпе халиччен мӗнле пурӑннӑ, — малашне те, — хаяр комиссарсене хӑй пурнӑҫӗн авӑрӗнче авӑртса кӑларса, — ҫаплах суту-илӳ туса, улталаса, вӗҫкӗнленсе пурӑнӗ, ялти тӗттӗм халӑха пир-авӑр станокӗсем ҫумӗнче пиҫӗхтерсе кӑларса, вӗсенчен фабрикӑра ӗҫлекен рабочисем тӑва-тӑва хурӗ, ушкӑн-ушкӑн кураксем сырса илнӗ кивӗ чиркӗвӗсен чанӗсене тӗнкӗлтеттерсе ҫапӗ, тесе шухӑшланӑ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ку — гварди артиллерийӗн полковнике Чебышев пулать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Чаплӑ уяв кунӗсенче король тухса ҫӳренӗ чухне, ун хыҫҫӑн пилӗкҫӗр гварди юланучӗ пырать.Во время торжественных выездов короля сопровождает гвардия в количестве пятисот всадников.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлашкинчен тата вӑл императорӑн, ун ҫывӑхӗнчи улпутсен тата гварди ҫарӗн лашисене манран хӑрама пӑрахтарас тесе, час-часах ман патра ҫавӑтса ҫӳресе хӑнӑхтарма хушнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫул ҫинче ҫӗр выртнӑ чух ман икӗ енне гварди салтакӗсене пилӗкҫӗр ҫынна яхӑн хурал тӑратрӗҫ.На ночлеге по бокам моей повозки было поставлено около пятисот гвардейцев.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсенчен пӗри, гварди офицерӗ, ман сулахай сӑмса шӑтӑкне сӑнни вӗҫне чылай тарӑна чиксе янӑ.Один из них, гвардейский офицер, довольно глубоко засунул мне в левую ноздрю острие пики.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ халӗ те, сӑмахран, ӗнер кӑна, Бородино патӗнчи ҫапӑҫушӑн эпӗ гварди чаҫӗсен капитанӗсене бриллиант хӗрессемпе награда панӑшӑн выговор илтем.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вара Наполеон хыҫҫӑн пыракан сирӗн гварди тата ытти корпуссем ерипен пирӗн ҫывӑхран иртсе пычӗҫ, кашниех вӗсенчен хӑйсен салтакӗсенчен ҫуррине пирӗнпе хӑварчӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Гварди капитанне Сеславина Кутузов, юнашар тӑракан Фигнер капитан отрячӗпе пӗрлешсе, Боровскран Мускава каякан ҫул ҫинче, тӑшманӑн флангӗпе тылне хирӗҫ кӗрешме хушать.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Тирпейлӗ Даву «манӑн апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пур, манӑн войскӑсем тата гварди канма пултараҫҫӗ» тесе ҫырса пӗлтернӗ.Расчетливый Даву писал, что он обеспечен питанием и войска его отдохнули, отдохнула и гвардия.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫавӑн пекех тата вӑл Наполеонӑн гварди упранса юлнине, ҫӗне ҫапӑҫу вырӑссемшӗн хӑрушӑ пулнине ӑнланнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Разведкӑна янӑ казаксем Шевардино редучӗ патне икӗ хут пынӑ, унта Наполеонӑн палатки пулнӑ, палаткӑна сыхлакан гварди казаксене хирӗҫ икӗ хутчен тӑнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Маршалсем каллех гварди ҫинчен сӑмах хускатнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мюрат юлашки хут гварди кавалерине ҫапӑҫӑва кӗртме ҫине тӑрсах ыйтнӑ, ҫапӑҫу тата пӗтӗм кампани ӑнӑҫлӑ пулать, тесе сӑмах панӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вырӑс батальонӗсенчен пӗри пӗтӗм ватӑ гварди тӑракан масар ҫине вӑркӑнса кӗнӗ.Один из русских батальонов ворвался на кладбище, где стояла вся старая гвардия.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Гварди кавалерийӗ атакӑна ҫиҫӗм пек кӗрсе кайнӑ, тӗтӗмпе тусан хушшинче курӑнми пулнӑ, противника хӑваланӑ, вӗлерсе, таптаса пӗтернӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӑна итлесе хӑй патӗнчен ӗретӗн-ӗретӗн паттӑр гварди пехоти атакӑна кайнӑ; хӑйсен ҫулӗ ҫинче пӗтӗмӗшпех аркатса, гренадерсем противникӑн войскисен хушшине тапӑнса кӗнӗ те чикнӗ, каснӑ, вӗлернӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫӗнтерӳ пуласси ҫинчен Мюрат шантарсах каланӑ, хӑйне пулӑшма гварди яма ыйтнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кирасирсем каре ҫине тапӑннӑ, гварди полкӗсем, — тесе ҫырнӑ Глинка: йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ утлӑ ҫар тинӗсри утравсем пек пӗр хускалмасӑр тӑнӑ, пырса ҫапнипе вилнӗ пулин те персе тӑнӑ, штыкпа ҫапӑҫнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.