Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хушӑрах ҫанталӑк ӑшӑтни каллех ҫил кассӑн-кассӑн вӗрнипе пӑсӑлӗ, ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.При этом потепление опять будет сопровождаться с порывами ветра до 17 метров в секунду.
Ҫанталӑк тата икӗ хутчен ӑшӑтса илӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30419.html
Эпӗ те баржа хӗррине чупса пытӑм та, — Петруха пуҫне ывӑта-ывӑта, ун ҫине хӑйӗн япалисене хурса, шыв юххи майлӑ чалӑшшӑн, хӑйӑрлӑ ҫыран патнелле, ҫил вӗрнипе авӑнса шыва сарӑ ҫулҫӑсем тӑкса тӑракан тӗмӗсем патнелле ишсе кайнине куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Малтанах ҫынсем тупӑ сасси ҫил фронт енчен вӗрнипе лайӑх илтӗнет пулӗ тесе шутланӑ, анчах ҫил пачах урӑх енчен пулнӑ, — пӗр талӑк хушшинче фронт нумай ҫывхарнӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫил вӗрнипе типӗ курӑксем ҫеҫ чӑштӑртатаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Йытӑ вӗрнипе будкӑри хуралҫӑ хӑй вырӑнӗнчен тухнине те илтет Зафар; нимӗн те тӑваймӑн, каяс пулать.Зафар слышит, как сторож поднялся на это рычание в своей будке; ничего не поделаешь — надо уходить.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫак самантра ҫил вӗрнипе тетрадь уҫӑлса кайрӗ.
Марусьӑн малтанхи отметки // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Унӑн кӗске сенкер платйи ҫил вӗрнипе ҫулӑм пек вӗлтлетсе тӑрать.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫеҫенхирте курӑксем типнӗ ӗнтӗ, армути те хуралсах кайнӑ, унта-кунта ҫеҫ кипке татӑкӗсем пек хура ҫулҫӑллӑ будяксем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ те «перекати-поле» текен курӑк чӑмӑрккисем ҫил вӗрнипе кӑлтӑртатса каяҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Сехечӗн маятникӗ ҫил вӗрнипе вӑчӑраран кайса ҫакланнӑ та, сехет ҫӳреме чарӑннӑ, вӑл чарӑннӑранпа мӗн чул вӑхӑт иртни те паллӑ мар.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫил ҫинче вӗсем ҫӳҫенсе чӗтресе илеҫҫӗ, ҫурӑмӗсемпе ҫиле хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ҫил вӗрнипе вӗлкӗшекен кӗписене аллисемпе ярса тытаҫҫӗ, анчах каймаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пӳлсе, хӑйсем Канева, Тарас Шевченкопа Аркадий Гайдар масарӗсене курма кайни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, Ольга Ивановна питӗ лайӑх ҫын, анчах та вӑл пӗрмаях, кам та пулин ҫухаласран е шыва ӳкесрен хӑраса, ниҫта та ямасть, тесе тата вӗсем хӑйсем пӑрахут ҫине пӗрремӗш хут ларса кураҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн пурте интереслӗ, тесе каласа параҫҫӗ.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫил вӗрнипе тинӗс шывӗ хӑш-пӗр ҫӗрте тӗксӗмрех курӑнса тӑрать.Море, кое-где покрытое матовыми полосками от веяния ветерка.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫак кӑвак инҫетре мачтӑсемпе пӑрахутсен трубисем курӑнаҫҫӗ, ҫил вӗрнипе, ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ.На этом лазурном фоне высились мачты и трубы пароходов, от дуновения ветерка развевались флаги.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑйсӑр ҫил вӗрнипе тусем ҫинчен уҫӑ, кӑшт йӳҫӗрех сывлӑш юхса килет.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ун виллине темиҫе кун иртсен кӑна, ӑшӑ ҫил вӗрнипе, вӗри хӗвел хӗртнипе Карпат тӑвӗсем никам хӑпарса курман тӑррисенчи юр ирӗлме пуҫласан, тӗттӗм те улах ту хушӑкӗсем уҫӑлма пуҫласан кӑна тупрӗҫ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫил тата ытларах ҫӗкленет: лашасен ҫилхисемпе хӳрисем, Василий шинелӗ тата кӳме ҫиттийӗ асар-писӗр ҫил вӗрнипе пӗр еннелле варкӑшма тытӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫил вӗрнипе йывӑҫсем кашлаҫҫӗ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
…Ҫав хӑрушӑ кунсенчен пӗринче, ирхине, шурӑмпуҫ хӑпарма кӑна тытӑннӑ вӑхӑтра, Ильсеярпа Бикмуш мучи Актуш тулашса вӗрнипе вӑранса кайрӗҫ.
XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Йытӑ вӗрнипе вӑраннӑ Фатыма та юлхавлӑн карӑнса илчӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сервантес хаяр ҫил вӗрнипе, хӑйӗн ашакӗ ҫинче пушшех авӑнса ларнӑ.Сервантес ещё ниже согнулся на своём муле, под резким ветром.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл вӗрнипе Поликей ачи-пӑчисем ҫухӑрашни тата та вӑйлӑланчӗ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.