Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн калӑн-ха, ҫавӑнпа коммунистсем те вӗсем: пире вӗрентсе пыма тивӗҫлӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Государство влаҫӗн тӑхлан алли — ҫара илмелли ҫамрӑксене вӑрҫа кайма вӗрентсе хатӗрлени, стрэжери тата вӑрҫа хатӗрленес тӗлӗшпе ӗҫлекен фашистла организацисем урса кайсах тискерленни — ҫамрӑксен хулпуҫҫийӗсем ҫине чӑтма ҫук йывӑррӑн килсе выртрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шкулта вӗренекенсем ӑна ӗҫе ӑста тунӑшӑн, тӳрӗ те таса кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, хӑйсене тӑван ашшӗ пек вӗрентсе калаҫнӑшӑн юратаҫҫӗ.Ученики любили его за мастерство, за честность и за отеческое отношение к ним.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫакӑ кирлӗ кадрсене вӗрентсе хатӗрлеме кӑна мар, ҫавӑн пекех республика аталанӑвӗн наука тӗпчевӗсем ҫинче никӗсленнӗ малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗсене тухӑҫлӑрах шырама та май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Пире мӗн ачаран ӗҫе юратма вӗрентсе ӳстернӗ, куншӑн аттене тавтапуҫ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин та вӑл вӗрентсе каланине, хушнине ӑша илчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӑй вырӑнне вӑл те ҫирӗм, те вӑтӑр тимӗрҫӗ вӗрентсе кӑларчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Государство ӑна вӗрентсе этем тунӑ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ҫав чӑмӑрти ҫынсем халӑх хушшинче куллен-кун ӗҫлесе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ кар тӑрса кӗрешме вӗрентсе пыраҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӑл кӗрӳшне вӗрентсе каланисем харама каймарӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тем пекех пысӑк тав хамӑн пӗрремӗш учителе Ефремована, Анна Александровна Чаркована, Мария Марковна Макарована (иккӗшӗ те вӑрҫӑ участникӗсем), Хапӑсри, Калининӑри вӑтам шкул учителӗсене, Хусанти медицина институчӗн профессорӗсене вӗрентсе ура ҫине ҫирӗп тӑма пулӑшнӑшӑн.
Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen
— Тӑванӗсем тем вӗрентсе яраҫҫӗ-ха тата.
Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пуп тусӗ ҫапла вӗрентсе хӑварнӑччӗ: «Таблетка ҫӑтнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен хӑв сисмесӗрех ҫывӑрса каятӑн та кайран тап-таса пуҫпа вӑранса каятӑн», — тенӗччӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн, типсен, пушанать те салансах каять, — вӗрентсе каларӗ Сергей.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑтам пӗлӳллӗ ветеринарсем, зоотехниксем, агрономсем вӗрентсе кӑларнӑ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Мамич-Бердей патӗнче тарҫӑра пурӑннӑ чӑваш ҫынни, Ятламас, кӗслепе сӗрме купӑс тума вӗрентсе хӑварчӗ те ӑна, унтанпа вӑл ку ӗҫе алӑран пӑрахман.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Киреметсене ӗлӗк эп пурне те пӗлеттӗм, ӑна мана аннех вӗрентсе хӑварнӑ, халь манса та пӗтнӗ ӗнтӗ…
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хӑвра валли инкек ан шырӑр, ҫамрӑксем, — вӗрентсе каларӗ тепӗр кӗреҫе сухалӗ те.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах вӑл пире кӑшт вӗрентсе те илчӗ, мӗнле калас, тӑн пачӗ.
20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эс, Тукай ҫӗрпӳ, мана вӗрентсе ан тӑр, — хӑй ӑна палласа илнине халӑхран пытармарӗ вырӑс ҫӗрпӗвӗ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.