Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗрентсе (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксене ытларах тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларма сӗннӗ.

Помоги переводом

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef

Халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑлӗ, Коммунистсен партийӗ вӗрентсе ӳстернӗскер, Валерий Чкалов хӑйӗн экипажӗпе, тӗнчере малтанхи хут Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ вӗҫсе каҫса, Тӑван ҫӗршыва чапа кӑларчӗ.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Тӑнласса тӑнлатӑп та… пӗрне-пӗри вӗрентсе мар, ытларах шӳтлесе е нимсӗрех савӑнса калаҫатпӑр.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хӑйӗн ӑсталӑхне ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе пырать.

Помоги переводом

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Учитель вӗрентсе каланисем чылай ҫул иртсен те аса килеҫҫӗ, пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Пӗрремӗшӗ ялти шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чылай ҫул хушши физкультурӑпа географи предметне вӗрентсе спорт енчен пиҫӗхтернӗ пулсан, унӑн мӑшӑрӗ ачасене вырӑс чӗлхине ӑша хывма тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Фестиваль хӑнисем ӳлӗмрен те ҫакӑн евӗр мероприятине ирттерме чӗнсе каланӑ, ҫакӑн евӗр паха наци йӑли-йӗркине ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма сӗннӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Килӗшӳллӗ мӑшӑр тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, вӗрентсе кӑларнӑ, тӗрӗс воспитани панӑ.

Помоги переводом

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

«Творчество чуваш» статйинче юмахсен пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ улшӑнӑвӗсене палӑртнӑ, ҫакӑн йышши хайлавсем ҫамрӑксене вӗрентсе ӳстерес ӗҫри пӗлтерӗшне, чӑваш юмахӗсен сюжет пуянлӑхне, урӑх халӑх юмахӗсем чӑвашсем хушшинче мӗнле сарӑлнине кӗскен ӑнлантарнӑ.

В статье «Творчество чуваш» он отмечает, как сказка меняется с течением времени, отражая мировоззрение народа на разных этапах развития общества. Он также касается таких вопросов, как воспитательная роль сказок, многообразие сюжетов и богатство образов в чувашской сказочной прозе, взаимодействие сказок разных народов.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Унта кӗскерех, ӑс вӗрентсе калакан халӑх сӑмахлӑхӗн илемлӗ тӗслӗхӗсем малти вырӑна тухаҫҫӗ, анчах паттӑр юмахӗсем кӗмен.

поэтому в них прежде всего нашли отражение короткие поучительные рассказы (богатырских сказок нет).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫак ҫулсенче вӑл пиншер ачана вулама-ҫырма вӗрентсе пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ.

Помоги переводом

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

«Ҫапла вара, коммунизм вӑхӑтӗнче пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, ҫав ҫынсем, пӗр йышши ӗҫӗн специалисчӗсем ҫеҫ пулса тӑмасӑр, пӗр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те тума пултараҫҫӗ», — ӑнлантарать И.Маркелов.

Помоги переводом

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

В.И. Ленин та коммунизм обществи ҫынсем хушшинче ӗҫе пайлассине пӗтересси, пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлесси тата ҫав ҫынсем пур ӗҫе те тума пултарасси ҫинчен каланӑ.

Помоги переводом

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Ҫапла вара, коммунизм вӑхӑтӗнче пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, ҫав ҫынсем, пӗр йышши ӗҫӗн специалисчӗсем ҫеҫ пулса тӑмасӑр, пӗр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те тума пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

В.И. Ленин та коммунизм обществи ҫынсем хушшинче ӗҫе пайлассине пӗтересси, пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлесси тата ҫав ҫынсем пур ӗҫе те тума пултарасси ҫинчен каланӑ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Партин ҫӗнӗ Программине кӗртнӗ коммунизм тӑвакан ҫыннӑн мораль кодексӗ ҫӗнӗ ҫынна вӗрентсе ӳстерессишӗн пыракан кӗрешӳре хӑватлӑ хӗҫ-пӑшал пулса тӑрать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунизмӑн пурлӑхпа техникӑ никӗсне туса хурассине тата коммунизмла обществӑн членӗсене вӗрентсе ӳстерессине наукӑпа техникӑ прогресӗсӗр тума май ҫук.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче мӗн пур ҫамрӑксене аслӑ шкултан вӗрентсе кӑларас задачӑна пурнӑҫлама май килмесен те, ҫак тапхӑрта аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсен контингенчӗ виҫӗ хут ытла ӳсет.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑй-хал ӗҫӗпе ӑс-тӑн ӗҫне пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатма пурлӑх енчен тивӗҫлӗ майсем туса хунипе, пурлӑхпа ӑс-тӑн пуянлӑхӗсем ытлӑн-ҫитлӗн хатӗрлессишӗн кӗрешнипе пӗрлех парти ӗҫ ҫыннисен коммунизмла ӑнланулӑхне ӳстерес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлет, коммунизм тӑвакансен нумай пӗлӳллӗ, пур енчен те ҫӳллӗ пусӑмра тӑракан кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлеме иксӗлми пысӑк вӑй хурать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней