Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турӑ пире кунта айван ачасем туса ярать, каялла ӑслӑ стариксем пулса пымашкӑн ыйтать, апла пулас тесен, вӗренес пулать!Бог посылает нас сюда глупыми детьми, а назад требует умными стариками, значит — надо учиться!
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ҫак пӑнчӑра вара эпӗ чертеж искусствине вӗренес ӗҫ чарӑнса ларчӗ.Но на этой точке и остановилось моё изучение чертёжного искусства.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗренес тетӗн пулсан — верен!
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пӳрнисене ҫапла килӗшӳллӗ вылянтарни, ытла та ирӗклӗн ларни, ҫӳҫне силлентеркелени тата пирӗн хӗрарӑмсем унӑн талантне пысӑка хуни манра фортепьяно калама вӗренес кӑмӑл ҫуратрӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Аслӑ шкула кӗме апла хатӗрленмелле мар, улпутӑмсем; эсир пурте кӑвак ҫухаллӑ мундирсем тӑхӑнассишӗн кӑна ӑнтӑлатӑр; ҫиелтен ҫеҫ вӗренкелетӗр те студент пулма пултаратпӑр, тесе шутлатӑр; ҫук, улпутӑмсем, предмета тӗплӗн вӗренес пулать, т. ыт. те, т. ыт. те.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне эпӗ ырӑ савнӑ Карл Иваныччӗ, ун чухне кирлӗччӗ эпӗ; халь вара, — хушса хучӗ вӑл, витлесерех кулса, — халь ачасем пысӑкланнӑ ӗнтӗ: вӗсен пикенсе вӗренес пулать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ каллех хулпуҫҫисене хускаткаларӑм, мӗншӗн тесен эпӗ йытӑлла кӑна ишме пӗлетӗп, ытти тем те пӗр брассене, крольсене пӗлмен: тахҫанах вӗренес теттӗмччӗ, кашни ҫулах тепӗр ҫуллана хӑварса пынӑ.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Халӗ ҫав ҫара пӗр кӑлтӑксӑр тыткалама вӗренмелле кӑна ӗнтӗ, ку ӗҫе вӗренес тесен, аслӑ микадо Хирохито салтакӗсем мӗн каланине итлени усӑллӑ пулӗ!
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗренес пулать… тӗрӗс, тӗрӗс, чукча чӗлхине вӗренесех пулать».
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет тесе урӑх ыйтмасть ӗнтӗ Чочой.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Аха, ӑнлантӑм, — шухӑшларӗ Чочой: — вӗренес тени вӑл арҫын ачасемпе хӗрачасем учитель ятлӑ ҫынна итлени пулать».
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Нихҫан та шкулта пулса курман вӑл, вӗренес тени мӗне пӗлтернине те пӗлмест.Он никогда не бывал в школе, он совсем не знает, что значит учиться.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Мӗне пӗлтерет-ха вӑл вӗренес тени? — самаях пӑлханса хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ вӑл.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Екатерина Ивановна унӑн нумай вӗренес пулать, тесе шутлать.Екатерина Ивановна считает, что ему надо очень много заниматься.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачан вӗренес пулать.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Сан вӗренес пулать.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӗнекере ҫапла ҫырнӑ: вӑл, ӳт-пӳне пиҫӗхтерес тесе, выҫӑ пурӑнма вӗренес тесе, вунсаккӑрта чухнех хӑйне тӑватшар-пилӗкшер талӑк ҫимесӗр пурӑнма вӗрентнӗ.
Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Манӑн комсомолецсене пулӑшас килчӗ тата хамӑн та кӑмака тума вӗренес килчӗ, тетӗп эпӗ ӑна.Я скажу ей, что очень хотел помочь комсомольцам, что хотел сам научиться делать печь.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫуртсем туса пӗтермелле, поляр тилли тытма хӗллехи сунара хатӗрленмелле, хӗлле валли морж, нерпа какайӗ хатӗрлесе хумалла, вӗренес те пулать…
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Пӗлетӗн-и, Кэукай, сан ӳкерчӗксемпе ҫеҫ мар, сӑмахпа та каласа пама вӗренес пулать.— Видишь ли, Кэукай, тебе не только рисунками надо учиться рассказывать, но и словами.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.