Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӑшмана тӗллемесӗр, карабина бруствер ҫине кӑларса хурса, пуҫне страус пек окопалла пытарса пенӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ним тума аптӑранипе пӑвӑнса ҫитнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫӗмӗрӗлсе те пулин пӑрахут малаллах куҫса пынӑ, анчах ҫынсем пӑрахут ҫӗмӗрӗлнисене хӑвӑрт юсанӑ: мӗншӗн тесен Арктикӑри ҫуллахи вӑхӑтсем вӗҫленсе пынӑ, ҫакна пула пӗр куна та сая ямасӑр малаллах куҫмалла пулнӑ.
«Челюскин» пӑрахут ишни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫӗнӗ ҫул трассине шыраса тупса палӑртмалли вӑхӑтсем те иртсе каяҫҫӗ.
Атӑсем илме вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫак вӑхӑтсем ҫинчен Чкалов кайран ҫапла ҫырнӑ:
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Унӑн савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсем сахал пулнӑ-и вара?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Иккӗленӳллӗ вӑхӑтсем иртсе кайсан, эпӗ вара каллех пӗр шухӑшпа: кӑшт ӑша вӑркатса, телейлӗн кӗтсе илес туйӑмпа пурӑнаттӑм.— Минуты сомнения проходили, и опять во мне жило одно: счастливое и чуть грустное чувство ожидания.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Беридзе тайга пирки сӑмах тапратса ячӗ те, сӑнаса, тӗпчесе ҫӳренӗ чухне темиҫе хут та чӑтлӑха лексе унтан тухасса шанмасӑр, пурнӑҫпа сывпуллашнӑ вӑхӑтсем те пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫав вӑхӑтсем ҫинчен каласа панисем сирӗншӗн халь тин ӗнтӗ историри чаплӑ преданисем пулма пӑрахрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем сирӗншӗн чӑн-чӑн пурнӑҫри фактсем пулса тӑчӗҫ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Вӑхӑтсем улшӑнуллӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Эх-ха-хай, ҫав вӑхӑтсем иртрӗҫ ҫав, иртрӗҫ…
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тухсан вӑл, Хвеччис, ҫамрӑксем мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха текелесе, картишӗнче кӑшт тӑнлакаласа тӑчӗ, вара, шалтисем шутсӑрах сас чӗвӗленменнипе лӗкӗрт савӑнса, хапхана сӑлӑп ячӗ (аре, кин кӗртес вӑхӑтсем те ҫитрӗҫ вӗт-ха: хӗрӗ сӑпай, тарават, ӑҫчен.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку пӗрре те ӑнсӑртран мар, мӗншӗн тесен ҫумӑрлӑ вӑхӑтсем ҫывхарса пыраҫҫӗ.В этом не было ничего неожиданного, так как близилось начало дождливого периода.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫумӑрлӑ вӑхӑтсем кунта апрельте пуҫланаҫҫӗ, унччен пирӗн асьендӑна ҫитме тӑрӑшмалла.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах хӑшпӗр ҫӗршывсенче, хӑшпӗр эпохӑсенче эрехпе иртӗннӗ вӑхӑтсем те пулнӑ.Но были эпохи и страны, где чрезмерное злоупотребление алкоголем выходило из рамок пристойности.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫав кӑкӑр тулли те ирӗккӗн тӑсса юрлакан юрӑсене итленӗ хыҫҫӑн пирӗн умма иртнӗ кунсем, хаяр вӑхӑтсем, паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем тухса тӑраҫҫӗ.
Нихҫан ҫухалми йӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Нумай ҫулсем иртсен, ҫитӗнсе ҫитсе хам ачасене ӳстернӗ чух, эпӗ юратнӑ учительницӑна час-часах аса илеттӗм, йывӑр вӑхӑтсем килсе тухсан, вӑл мӗнле канаш пама пултарасси ҫинчен шухӑшлаттӑм.
Осиновые Гаи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Мӗнешкел вӑхӑтсем пулнӑ пирӗн Украинӑра!
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ялти ачасем, хохолсен айванрах шуйттанне те, ултавҫӑ вӑпӑр карчӑкӗсене те лайӑх пӗлекенскерсем, хӑйсем те мӗн астунӑ пеккисене пурне те каласа паратчӗҫ, вара ҫавнашкал вӑхӑтсем пит шавлӑ иртетчӗҫ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав самантсем ӗнтӗ ачашӑн чи телейлӗ вӑхӑтсем пулса тӑчӗҫ; чунтанах кӗвӗҫекен амӑшӗ ҫакна та асӑрхарӗ: каҫхине чӗрене вырнаҫса юлнисем тепӗр кунне те яра кунах ача асӗнчен тухмаҫҫӗ, амӑшӗ ачашланине те халӗ вӑл малтанхи пек уҫӑ кӑмӑлпа йышӑнмасть, ун чӗрҫи ҫинче ларса ӑна ыталать пулин те, темле тарӑн шухӑша кайса Иохимӑн ӗнерхи кӗввине аса илет.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.