Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялпа ял ҫӗршӗн вӑрҫни, лашасем чӗвен тӑни, хура тур лашапа чӑлт шурӑ лаша пӗр-пӗринпе симӗс улӑхра кӗрешни…
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тимӗр тӑлӑ сасси янӑранӑ кунта, йынӑшни, ылханса вӑрҫни илтӗннӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Темле арҫынна вӑл: «Ах, Сережа! Ҫара пуҫӑн ма тухрӑн? Сивӗ-иҫ! Ах, Сережа…» — тесе ачашшӑн вӑрҫни кӑна илтӗнчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
— Хамӑр тӳпене парӑр! — каллех янӑраса кайрӗ кӑшкӑрнӑ сасӑ; вара ҫакӑн хыҫҫӑнах тем те пӗр каласа вӑрҫни илтӗнчӗ.— Порция! — снова послышался крик, а за ним на этот раз последовало крепкое ругательство.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эпӗ сӗтел хушшинчен тӑрса тухас патнех ҫитсеттӗм — ҫав самантра ҫенӗкре такам шавлани, такама вӑрҫни илтӗнчӗ; унта те таз, те пушӑ витре сак ҫинчен шанкӑртатса ӳкрӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Халиччен вӑрҫманнине халь вӑрҫни пӗрре те килӗшмест, тӑвансем.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӗрсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑнтӑрлахи ӗҫсем ҫинчен, Урасмет кампа-кампа вӑрҫни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Катӑк тута тесе вӑрҫни пит кӳрентерчӗ Мӗкӗтене.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах шалтан Артур ӑна хаяррӑн вӑрҫни ҫеҫ илтӗнчӗ:
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑйӗн пӗр сехет ҫурӑ тӑсӑлнӑ сӑмахне пӗтернӗ чухне хытӑ алӑ ҫупни тата шпионсемпе большевиксене вӑрҫни илтӗнчӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Мӑшӑрӗ хӑйне Мишӑпа танлаштарса темӗн те пӗр каласа вӑрҫни килӗшмест ӑна.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Боецсем хӑйсемех ун пек вӑрҫни совет партизанне тивӗҫлӗ мар тесе шутлатчӗҫ.Сами бойцы считали, что сквернословие недостойно советского партизана.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗнер вӑрҫни ҫинчен аса илсен, упӑшки ҫапла асӑрхаттарчӗ:Только сейчас они вспомнили о ссоре, и муж наставительно заметил:
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хай картишӗн ҫуррине ҫитме те ӗлкӗрмен, хӗвелтухӑҫӗнчи флигельтен ассӑн сывлани мар, ун ҫине тарӑхса вӑрҫни илтӗнме пуҫланӑ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавӑнпа та Шурсухал вӑрҫни питех те кая юлнӑ ӗнтӗ.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Урӑхла кирек мӗнле вӑрҫни е усасӑр пулать.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Италире малалла вӑрҫни сире хӑвӑра пӗтерсе хурӗ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— «Эпӗ ӗнер Петроградран килтем те мана эсир, ҫӗтӗк-ҫатӑксем, пире, кадетсене, пӑхӑнасшӑн мар пулни ҫинчен тата пирӗнпе вӑрҫни ҫинчен жалоба пачӗҫ…»
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Упӑте аллисем пек вӑрӑм аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса, вӑл капитан умӗнче е машинист умӗнче тӑратчӗ, хӑйне кахалланнӑшӑн, е хӑй нимне те шутламасӑр ҫынтан картла выляса илнӗшӗн вӑрҫнисене вӑл ним чӗнмесӗр итлесе тӑратчӗ, — вӑрҫни уншӑн ним те марри, пирвайхи пристаньтех антарса хӑваратпӑр тесе юнанисенчен вӑл хӑраманни палӑратчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.