Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрманӗ (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманӗ Казански урамран тухсанах пуҫланнӑ.

Лес начинался сразу же за Казанской улицей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Енчен санӑн аннӳ Хӑвалӑх вӑрманӗ ҫумӗнчи кивӗ те лӑпкӑ масартан тӑрса тухас пулсан, кунта вӑл сан ачусене хӑйӗн мӑнукӗсем тесе йышӑнас ҫук…

И если бы встала твоя мать из заброшенной могилы, на тихом кладбище под лозищанским лесом, то здесь в детях твоих она не признала бы своих внуков…

X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Унӑн куҫӗ умне хыр вӑрманӗ, вӑрмантан аялтарахра шупка хӑвасемпе хупланнӑ юханшыв, юханшыв ҫумӗнче ларакан улӑм витнӗ чухӑн пӳртсем тухса тӑнӑ.

И рисуется перед ним сосновый лес, под лесом речка с бледною лозой, над речкой — бедные соломенные хаты.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Саншӑн хурӑн кати те, юманлӑх та, хыр вӑрманӗ те ҫук, пӗлместӗн эсӗ: ӑҫта ӳсет ҫирӗк, ҫамрӑк, хӗрлӗ ӳтлӗ ҫирӗкрен хӗлле ҫӗмрен йӗппи евӗр тем вӑрӑмӑш туясем туса вӗсене юр кӗрчӗсем ӑшне пемеллине те пӗлместӗн эсӗ.

Для тебя нет березовой рощи, нет дубравы, нет соснового бора, не знаешь ты, где растет ольха, не знаешь и того, что из молодой краснотелой ольхи можно зимою смастерить юлу — длинную стреловидную палку, — и пускать ее под снежные сугробы.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑрманӗ ҫаплах малалла тӑсӑлса пычӗ, хӑйӗн сукмакӗпе вӑл Таньӑна чуллӑ сӑмсах патнелле илсе кайрӗ, — ҫав сӑмсахри капмар чулсене ҫил илсе пырса купалать.

А лес уходил все дальше, ведя ее по своим тропинкам к мысу, где были рассеяны огромные камни.

XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Пӗр ирхине, шурӑмпуҫ килес умӗн, эпӗ пӗчӗкҫеҫ пушӑ кимӗ тупрӑм та шарлак урлӑ ишсе ҫырана тухрӑм — ҫыранӗ пирӗн утравран икҫӗр ярдра кӑна — унтан кипарис вӑрманӗ хушшипе юхакан пӗчӗк ҫырма тӑрӑх пӗр миля ытларах тӑвалла улӑхрӑм — кӑшт ҫырла пухма ҫук-ши кунта тетӗп.

Как-то утром, перед зарей, я нашел пустой челнок, перебрался через перекат на берег — он был от острова всего в двухстах ярдах — и поднялся вверх по речке среди кипарисового леса на милю или около того — посмотреть, не наберу ли я там ягод.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑрманӗ ҫӑра мар, эпӗ пуля ан лектӗр тесе, час-часах каялла ҫаврӑнса пӑхатӑп; Гарри Бака тӗлленине икӗ хут куртӑм, унтан вӑл каялла, хӑй ӑстан килнӗ, ҫавӑнталлах кайрӗ, шлепки хыҫҫӑн васкарӗ пулас; хам ҫапла шухӑшлатӑп, курасса курмарӑм.

Лес был не густой, и я то и дело оглядывался, чтоб увернуться от пули; я два раза видел, как Гарни прицелился в Бака из ружья, а потом повернул обратно, в ту сторону, откуда приехал, — должно быть, за своей шляпой; так я думаю, только этого я не видал.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Юханшывӗ кунта питӗ сарлака, икӗ енӗпе ӳсекен вӑрманӗ те ҫав тери ҫӑра, ҫав тери ҫӳллӗ, ҫӑлтӑрсен ҫутинче вӑл стена пек курӑнать.

Река тут была страшно широкая, и лес по обоим берегам рос густой-прегустой и высокий-превысокий, стена стеной, насколько я мог рассмотреть при звездах.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Масарӗ те, ҫулӗсем те картта ҫинче ҫук, вӑрманӗ пур.

Дорог и кладбища на карте нет, а лесок значится.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Вӑрман патӗнче, ав, икӗ ҫул хӗресленеҫҫӗ, масар пур, вӑрманӗ тата.

 — И еще скрещение двух дорог у леска, кладбище и сам лес.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑрманӗ ку пысӑк, чӑн-чӑнниех, ҫул хӗррине лартса тунӑ пекки мар.

Их здесь много — почти настоящих, смешанных и не таких прилизанных, которые мы видели прежде.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн кашниннех харпӑр хӑй вӑрманӗ пур, вӗсем пӗр евӗрлӗ мар пулин те, пӗрпеклӗх пуррине унта пурпӗр туятӑнах — пысӑк вӗсем, илемлӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр…

И, хотя у каждого был свой лес, не похожий на любой другой, в них было что-то общее — манящее, могучее, бескрайнее.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хутӑш вӑрман, хыр вӑрманӗ, шӗшкӗ вӑрманӗ, юман, ӑвӑс, хурӑн, чӑрӑш…

Смешанный, сосновый, ореховый, дубовый, осиновый, березовый, еловый.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ик айккипе те лартнӑ хыр вӑрманӗ тӑсӑлать.

По сторонам стоял сосновый саженый лес.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чӑн-чӑн хыр вӑрманӗ.

Настоящий, сосновый лес.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Уй-хире, улӑхӗ, вӑрманӗ — Кирек ӑҫта та пирӗн сукмаксем.

Сотни тропок, лесов, дорог — Все, что было когда-то пройдено.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Камед йывӑҫҫисен вӑрманӗ кичеммӗн курӑнать.

Лес состоял из камедных деревьев мрачного вида.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Горизонта хӗвелтухӑҫ енчен камед йывӑҫҫисен вӑрманӗ хупӑрлать, ун хыҫӗнчен Годем сӑрчӗн контурӗ ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе ларать.

На востоке горизонт заслоняла опушка камедного леса, за которым вздымался на семь с половиной тысяч футов величественный контур горы Готем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эвкалипт йывӑҫҫисен вӑрманӗ куҫ умӗнчен таҫта ҫитичченех пӗр пек колоннӑсен ӗречӗпе тӑсӑлса каять.

Чаща эвкалиптов представлялась глазу бесконечным рядом одинаковых колонн, уходящих вдаль.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эсӗ унта мӑйракасен вӑрманӗ куртӑн-им?

— Ты увидел там целый лес из рогов?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней