Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрками (тĕпĕ: вӑрка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн малтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ пекрех пулчӗ пулас: вӑл ӗнтӗ унта куҫма питӗ аван хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, ӑшӗ те вӑрками пулнӑччӗ ун, анчах вилме тӳр килмерӗ-мӗн, каллех чӑн-чӑн пурнӑҫа, бомбӑсемпе траншейӑсем патне, салтаксем патне, юн патне таврӑнма тӳр килсе тухрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ; унтан вӑл, мӗншӗн савӑннине чухламасӑрах, хӑй чӗре юлнӑшӑн савӑнчӗ, унтан вара — хӑраса ӳкрӗ, бастионран хӑвӑртрах тулса каяс килчӗ ун.

Самое первое впечатление его было как будто сожаление: он так было хорошо и спокойно приготовился к переходу туда, что на него неприятно подействовало возвращение к действительности, с бомбами, траншеями, солдатами и кровью; второе впечатление его была бессознательная радость, что он жив, и третье — страх и желание уйти скорей с бастиона.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Анчах ак ватӑ учительница сӑмах пуҫларӗ те, ҫынсем пурте ун еннелле пӑхма тытӑнчӗҫ, Рада ӑшӗ тинех ытла вӑрками пулчӗ.

Но как только старшая учительница, начав свою речь, привлекла внимание публики к себе, у Рады стало легче на душе.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хам ҫапла лӑпкӑнах та сыхланса ҫеҫ калани мана хама та килӗшрӗ, ҫак самантран пуҫласа ӑшӑм та ним чухлӗ те вӑрками пулчӗ.

Мне самому понравилось, что я так спокойно, осторожно ответил, и с этой минуты все мое волнение как рукой сняло.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней