Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр ирхине тул ҫутӑласпа гладиаторсене часовойсем кӑшкӑрса вӑратрӗҫ.На заре следующего дня гладиаторы были разбужены криками часовых, призывавших к оружию.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ирхине ирех, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, мана тӗртсе вӑратрӗҫ — тӑр часрах!
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ирӗккӗн салтака каяканнине, ӗнертенпех ӗҫсе супнӑ хыҫҫӑн ҫывӑраканскерне, ыйӑхран вӑратрӗҫ те тем пирки ӑна пӑхса илсе, пурте правленине кайрӗҫ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Проводниксем мана вӑратрӗҫ: — Тавай, халӑха йышӑн! — теҫҫӗ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мана вӑратрӗҫ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫывхаракан ура сассисем тата калаҫса килекен сасӑсем ӑна тӗлӗрсе кайма пуҫланӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Синьора вӑратрӗҫ!
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Энтрие вӑратрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӗсем килчӗҫ те мана вӑратрӗҫ.
LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мулсене хӑвалакансем кӑшкӑрашни капитана тӗлӗнсе хытса кайнӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ.
II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мана вӑратрӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ӑна сӗм ҫӗрле вӑратрӗҫ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ир еннепе ӑна чӳрече умӗнчех илтӗнекен сасӑсем вӑратрӗҫ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кайран, каҫалапа, хӑнасем саланса пӗтсен, эпӗ ун патне пытӑм та: пире «Сидпа» иксӗмӗре тулти шӑв-шавпа пӑшал сассисем вӑратрӗҫ терӗм; мӗн пулса иртнине пирӗн курас килчӗ, алӑка питӗрнӗ, ҫавӑнпа эпир ҫиҫӗмсирен тӑрӑх антӑмӑр, иксӗмӗр те урасене ыраттартӑмӑр, ӳлӗмрен нихҫан та апла тумӑпӑр терӗм.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирхине, тул ҫуталсанах, корольпе герцог ман пата мачча ҫине улӑхрӗҫ те мана вӑратрӗҫ; вӗсен сӑнӗсенчен эпӗ ӗҫ-пуҫ начаррине ӑнлантӑм.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Ку ҫӗр вара кӗскисен шутне кӗмест», — терӗ те тепри, пурте кулса ячӗҫ: ҫав сӑмахсенех вӑл тепӗр хут каларӗ — татах кулса ячӗҫ; унтан виҫҫӗмӗшне вӑратрӗҫ, кула-кула ӑна та ҫавнах каларӗҫ; ку вара кулмарӗ — мӑкӑртаткаласа илчӗ те: «Мана ан кансӗрлӗр», — терӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗчӗк Томми Барнс ҫывӑрса кайнӑччӗ, халӗ ӑна вӑратрӗҫ те, вӑл хӑраса йӗрсе ячӗ; киле, анне патне каяс килет, тек хурах пулас килмест терӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫурма тӗрӗс систерсе калани, тетӗн-и эсӗ?.. — Шубин хыттӑн каланӑ ҫак сӑмахсем сасартӑк Елена туйӑмне вӑратрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Увар Ивановича ыйхӑран вӑратрӗҫ; вӑл аяла анчӗ, Анна Васильевна сӗннине ним чӗнмесӗр итлесе пӗтерчӗ, пӳрнисемпе выляткаласа тӑчӗ те, вӗсемпе пыма килӗшсе, пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тепӗр ирпе, февралӗн 17-мӗшӗнче, таркӑнсене хӑпаракан хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем вӑратрӗҫ.На следующее утро, 17 февраля, первые лучи восходящего солнца разбудили беглецов.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.