Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑйӗпе (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав пушар таҫти ҫӳлтисен асамлӑ вӑйӗпе сиксе тухман паллах.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак вырӑна композитор хӑйӗн ӑс-хакӑл вӑйӗпе пултарулӑхне тӗрӗслес тенипе ҫеҫ мар, хӑйӗн чун-чӗринче Тӑван ҫӗршывпа мухтаннин, уншӑн мӑнаҫлӑ пулнин туйӑмӗ пархатарлӑн капланса ҫитнипе ҫырни лайӑх курӑнать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аня шӑлне ҫыртрӗ те, мӗнпур вӑйӗпе сулса, мана питрен ҫупса ячӗ, унтан, хӑвӑрт ҫаврӑнса, килне чупса кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Ҫакӑнта ҫитменнисем, — тӑнлавне пӳрнепе пӑраласа кӑтартрӗ Герасим Федотович, — алӑ е хулпуҫҫи вӑйӗпе мухтанаҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Нарспи» — прогрессивлӑ шухӑшсемпе тулнӑ произведени, унӑн прогрессивлӑ содержанийӗ юрӑхсӑр шухӑшсене хӑйӗн вӑйӗпе путарса тӑрать.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫакӑр! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк урайӗнче выртакан Асмантее мӗнпур вӑйӗпе тапса.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Саншӑн Емелькка Пугачев, маншӑн вӑл — государь-император! — мӗнпур вӑйӗпе кӗтмен ҫӗртен кӑшкӑрса ячӗ тыткӑнри вырӑс.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хайхи тыткӑнрисен умӗпе унталла-кунталла темиҫе хутчен утса иртрӗ те мӗнпур вӑйӗпе сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара урисене хӑй ҫине туртса илчӗ те леш этеме хырӑмӗнчен пур вӑйӗпе тапрӗ.

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пур вӑйӗпе туртса ыткӑнтарса янӑ ҫӗмрен, шӑхӑрса, малти мӗлкесем енне вӗҫрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вара алӑка пур вӑйӗпе пырса тӗкрӗ те хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мемориала ял ҫыннисем хӑйсен вӑйӗпе тата пӗрле пухнӑ укҫапа тунӑ.

Помоги переводом

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Иртнӗ ҫулта ниме бюджечӗ вӑйӗпе Шӑхаль ялӗнчи палӑка юсанӑ.

Помоги переводом

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Промышленноҫ производствин таварӗсене тиесе ӑсатнин тата организацисен хӑйсен вӑйӗпе кӳнӗ услугӑсен калӑпӑшӗ 540 млн тенкӗрен (2021 ҫулхин 109 процент) иртнӗ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Упӑшкине мӗнпур вӑйӗпе ыталаса илчӗ.

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Вун икӗ ҫулхи Иван ҫак тискерлӗхе сирес, ашшӗне ӗрете кӗртес тесе, малтанах ашшӗпе амӑшӗ хушшине кӗрсе тӑнӑ, унтан ашшӗн амӑшӗ ҫине тум-хаяррӑн урса ывтӑнтарнӑ «тимӗр» чышкӑллӑ аллине ярса тытнӑ та пур-ҫук вӑйӗпе хыҫалалла пӑрса лартнӑ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ула Тимӗр, паян эсӗ те ҫак шуйттансен тыткӑнӗнче пулмаллискерччӗ, анчах, сан хута кӗрсе, вӗсен сана тамӑкалла астарас ҫулне ҫак эсӗ тӑнӑ тӗлте Турӑ хӑйӗн курӑмсӑр асамлӑ вӑйӗпе пӳлсе хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тумалла? — хурав шырама талпӑнтаракан «педаль» ҫине мӗнпур ӑстӑн вӑйӗпе пусса, алла ӑнсӑртран лекнӗ пӗчӗк турат хуҫса илсе ҫыртса лартрӗ вӑл.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук, хӗрӗм, ку юратни мар, ку юратӑвӑн астаракан вӑйӗпе теттепе вылянӑ пек выляни ҫеҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр хӗрлӗ киккириклӗ чӑпар автан кӑна, ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытма юратаканскер, Ванюк ҫывӑракан чӳрече ҫумӗнчи карта ҫине вӗҫсе улӑхрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе ку-ку-ре-ку-ук! тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней