Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эх, ачамҫӑм, тутлӑскерӗм! ытах та кӑмӑлна кайрӑм пулсан, ҫӳрем эппин санпала, мӗнпур вӑйӑм ҫитнӗ таран ҫӳрем… эх! ытах та чӗреме вут тиврӗ пулсан, кӗл пулса вӗҫиччен ҫунам!
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Анне, эх, тӑван аннемҫӗм, ҫавсене пурне те курса тӑма вӑйӑм ҫук!
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Унтан сӗтел ҫинчен сиксе антӑм та, вӑйӑм ҫитнӗ таран: — Анне! — тесе кӑшкӑрса ятӑм.И прямо соскочил со столика и закричал со всей силы: — Мама!
Инзол ятлӑ йытӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вилӗ патӗнчен те упаленсе урӑх ҫӗре кайса выртма та вӑйӑм ҫитессӗн туянмасть.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Ют тӗнчене лекесси — халӗччен пулман вӑйӑм; ларатӑп ав диван кӗтесӗнче, — кӗтетӗп: ҫав хӗрарӑм, юлашкинчен, хӑҫан кӗрет-ши, хӑҫан?..
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мана ку кулянтарать, эпӗ хӑратӑп, анчах — ҫӗнтерме вӑйӑм ҫитмест.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах вӑл аса илме пачах та вӑйӑм хумарӗ.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫак шухӑшсем ытла та кӑмӑллӑ пулнӑран, ман вӗсем ҫинчен хамӑн тусӑма пӗлтерес килчӗ, анчах, эпир пӗр-пӗрне кирек мӗн ҫинчен те пӗр пытармасӑр калӑпӑр тесе шантарнӑччӗ пулин те, ҫакна тума темшӗн ман вӑйӑм ҫитес ҫуккине туйрӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑлханнипе ман пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ; эпӗ вӑйӑм йӑлтах пӗтсе ҫитичченех пуҫпа тӗрткелешнине, асар-писӗр тапкаланнине астӑватӑп; сӑмсам такам пӗҫҫине темиҫе хут тӑрӑннине, тахӑшӗн сюртукӗ ҫӑвара ҫакланнине, такамсен урисем ҫывӑхрах тапӑртатнине, Сен-Жером хӑй ҫине сапнӑ violette духин тата тусанӑн шӑршине астуса юлтӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑрӑ-хурахла выляма пӑрахсан, эпир ҫӳле хӑпартӑмӑр, кӗрешме тата тӗрлӗрен гимнастикӑллӑ хӑтланусемпе пӗр-пӗрин умӗнче мухтанма пуҫларӑмӑр, Иленька тӗлӗннипе пирӗн ҫине хӑюсӑррӑн кулса пӑхса тӑрать, хӑйне ҫавӑн пек туса пӑхма сӗнсен, вӑйӑм ҫук ман, текелет.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ вӗсене хирӗҫ нимӗн те калама пултараймастӑп, калаҫма вӑйӑм та ҫук.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Паллӑ ӗнтӗ, ман урасем таканлӑ мар, хытӑ чупма вӑйӑм та ҫук.Конечно, ноги у меня неподкованные, и шибко бежать я не в силах.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ну, шаларах кӗрес пулсан, манӑн ишме вӑй ҫитмест, хӗрӗм, вӑйӑм ҫитмест.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Манӑн вара ӑна аллӑмсем ҫине ҫӗклесе илсе ҫӗршыв ҫийӗн, тусем урлӑ йӑтса каяс килетчӗ, кирек ӑҫта та, вӑйӑм та ҫитнӗ пулӗччӗ… ҫитетчех… —
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑвах пӗлетӗн, ман мӗнпур вӑйӑм сухалта.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗрре ку пулӑсене калать: «Пулӑсем, эсир пӗлместӗр-и-ха, сирӗн пурнӑҫ пӗтсе килет: ҫынсем, пӗвене татса ярса, сире йӑлтах тытса пӗтерес теҫҫӗ. Ав лере, тӑвӑн тепӗр енче, лайӑх пӗве пур. Эпӗ сире ҫавӑнта куҫма пулӑшӑттӑм та, анчах ватӑлтӑм: вӗҫме вӑйӑм ҫук», — тет.
Чарлан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ӑна хирӗҫ утса пырасси маншӑн хӑрушӑ, анчах унтан пӑрӑнмашкӑн вӑйӑм ҫук манӑн.Мне страшно идти ей навстречу, но не в моих силах избежать ее.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑйӑм ҫитнӗ пулсан, эп сана юнӑм ӑшшипе ӑшӑтнӑ пулӑттӑм, шурӑхнӑ питӳ-куҫу тӑрӑх шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑртатса анӑкан куҫҫульна, тумлам-тумламӑн суйласа, тӑванла чуптуса шӑлӑттӑм, канӑҫ кӳмен хӗн-хурлӑ ӗҫӗнте ӗшеннӗ алӑ-урана пӑртак та пулин хевтепе йӑл илтермешкӗн асамлӑ ҫуват хывтарӑттӑм сана.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Вӑйӑм ҫитмест тесе, элле, ҫитмест тесе…
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавӑнпа та Коля амӑшӗ кӳршӗри хӗрарӑмсем умӗнче ӳпкелешсе: «Ывӑлӑма вӗрентсе ӳстерме манӑн вӑйӑм ҫитейӗ-ши» тесен, лешсем пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.