Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑннипе каласан, эпӗ курнӑ пурнӑҫ пирӗн тӗрмери пурнӑҫ пекех пулнӑ; вӑл — йывӑр пусмӑр айӗнчи пурнӑҫ, пӗр вырӑнта пӑвса пӑрахма, пӗтерсе хума тӑрӑшакан, анчах тепӗр вырӑнта ҫӗршер хунав ярса тухакан пурнӑҫ, вилӗмрен вӑйлӑрах пурнӑҫ пулнӑ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мересьевпа Стручков опытлӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ та, вӗсем ун ҫинчен лайӑх пӗлсе тӑнӑ: ҫак пауза мӗн тери пысӑкрах пулать, ҫак шӑплӑх мӗн тери вӑрӑма пырать, тӑвӑл ҫав тери хаяр та вӑйлӑрах пулмалла, тесе шутланӑ вӗсем.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Сашӑран пӗр-икӗ ҫул аслӑрах пулмалла, тата унран чылай вӑйлӑрах, анчах Саша ҫивчӗ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнипе, ӑна вӗҫертмен.Он был, по-видимому, двумя годами старее Саши и гораздо его сильнее, но Саша был увертливее.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Кирила Петровича та, паян Андрей Гавриловича ӑсатнӑ пекех, ӗмӗр асра пултӑр тесе ӑсатмалла пуль-ха, ӑсатӑвӗ вӑйлӑрах та пуянрах пулӗ те ӗнтӗ, тата ытларах хӑнасем пулӗҫ — турӑшӑн вӑл пурӗпӗр мар-и?
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тискер кайӑк комбинезона тата вӑйлӑрах качаласа туртрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Е унӑн кӑштах каялла чакса нимӗҫсен кивӗ окопӗсенче, айлӑмӑн ку енче, лайӑхрах оборона йышӑнмалла, — пек кун туни ӑслӑрах пулнӑ пулӗччӗ, — е хӑйӗнчен вӑйлӑрах тӑшманпа хирӗҫле ҫапӑҫӑва кӗрсе хӑйӗн резервра тӑракан пӗртен-пӗр ротине те ҫапӑҫӑва кӗртмелле.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хырӑм выҫҫи пур йӗркесенчен те вӑйлӑрах пулнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Атьӑр, кам вӑйлӑрах, пӗрремӗш юн тумламӗччен.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫав вӑхӑтрах империализм коммунизма хирӗҫле буржуаллӑ идеологие вӑйлӑрах та вӑйлӑрах сарма пикенчӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Нацисемпе конфессисен ҫыхӑнӑвне тата та вӑйлӑрах ҫирӗплетесси те Халӑхсен ассамблейин ӗҫӗ.
Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Шыва хирӗҫле малалла талпӑнсассӑн, Пӗрмай вӑйлӑрах ишмелле юхӑмран.Если вперед устремляться против течения, все время надо плыть сильнее течения.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Имҫам ҫамрӑк ҫумкурӑка вӑйлӑрах витерет тата ҫанталӑк уяр 15-25 градус ӑшӑ пулмалла.
Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
ЧПУн энергетикӑпа электротехника факультечӗн студенчӗ, каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ Дмитрий Вязов хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тӗрлӗ кӑтартупа паллаштарсан хӑнасем алӑ пиртен те вӑйлӑрах ҫупрӗҫ пулӗ.
Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Лилия Валерьевна Чӑваш Енри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ вӑхӑтрах халӑх ташшисене кӑмӑлланӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ чух вара ҫак туртӑм тата вӑйлӑрах ҫирӗпленнӗ.
Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Канат туртассипе салапайкассисем хыркассисенчен вӑйлӑрах пулчӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Тӑван ҫӗршыв та вӑйлӑрах пулӗ, ҫавӑншӑн пурте пӗрле тӑрӑшар.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Раҫҫей спортсменӗсен унта пулмаллах, мӗншӗн тесен эпир пуринчен те вӑйлӑрах!Российские спортсмены должны быть там, потому что мы сильнее всех!
Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Вӗсем нумай тӑрӑшрӗҫ пулин те 17-ри Сергей Широбоков /Удмурт Республики/ пуринчен те вӑйлӑрах пулчӗ.
Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Коллективсем пӗри тепринчен вӑйлӑрах.
«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
«Маншӑн трактор-комбайн вӑл - чун киленӗҫӗ, ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче кунӗн-ҫӗрӗн хирте ирттермелли те пӗртте пӑшӑрхантармасть. Пирӗн ӗҫ яваплӑ. Ӑшӑ, уяр кунсемпе усӑ курса хир ӗҫӗсене вӑхӑтра вӗҫлеме тӑрӑшмалла. Ӳркенмесен ялта та пурӑнма аван. Ҫӗр вӑл, ҫын пекех, хӑйне юратнине, пӑхнине кӗтет. Ху тӑрӑшнин тухӑҫӗ аван пулсан вара чун тата та вӑйлӑрах хӗпӗртет», - тет Юрий Анатольевич.
Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21