Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Нимӗҫсем пире Сталинградшӑн тавӑрасшӑн, питӗ вӑйлӑн тапӑнса кӗреҫҫӗ. Анчах эпир чакас вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. Кӗтсех тӑр, атте, часах нимӗҫсене кунта та аркатса тӑкатпӑр», — тесе ҫырать вӑл ашшӗне.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫамрӑксем, кӗсменсемпе вӑйлӑн ишсе, перевоз патне васкарӗҫ; вӗсем ӗнтӗ ҫыран хӗрринех ҫитнӗччӗ, ҫав вӑхатра тулли кимӗсене Атӑл варринчен капланса килекен хум вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унӑн хӗрӳллӗхӗ ыттисем ҫине те куҫрӗ пулас, унтан та кунтан «Тӗрӗс!» тесе кӑшкӑрнисем илтӗнсе кайрӗҫ, вара пурте вӑйлӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Иминь-Гирей маттурланса юхан шыв урлӑ каҫма тӑчӗ, анчах ӑна ҫийӗнчех вӑйлӑн пырса ҫапрӗҫ.
12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Самаях вӑйлӑн тустарчӗҫ вырӑссене, Сафана Арска тарса пытанма ҫавсем пулӑшрӗҫ.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Рояль хӗлӗхӗсем вӑйлӑн хумханса илеҫҫӗ те йӑвашшӑн лӑпланаҫҫӗ…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Халӗ ӗнтӗ сунарҫӑ шӗшкӗ тӗмӗсем хушшине тинкерсе пӑхрӗ — унта сарӑхнӑ ҫулҫӑ вӑйлӑн силленсе илчӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑтакас айлӑмне аннӑ ҫӗре ҫанталӑк улшӑнчӗ: ҫурҫӗр ҫинчен ҫил вӑйлӑн вӗре пуҫларӗ, тӑман тухрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шӗнерпуҫӗнчи шкулта раштав кунӗсенче ёлка тума вӑйлӑн хатӗрленчӗҫ, унта Михаил Николаевич кашни эрнерех хӑйӗн сӗрме купӑсӗпе учительсене юрлаттарма ҫӳрерӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӳртре шӑп пулчӗ, гитарӑн диссонансӗ кӑна вӑйлӑн янраса кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Таҫта тепӗр тӗлте — шӑп пасар варринчех — малалли сӑмахсем вӑйлӑн янраса кайрӗҫ: «Нам не нужно златого куми-и-ра, Ненавистен нам царский чертог!»
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унӑн ӗмӗт татӑлӑвӗ хӑйӗн сӑнарне питех те вӑйлӑн хирӗҫ тӑрать…
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Биче тыткаларӑшӗпе сӑн-сӑпачӗ преступленипе ҫыхӑнманнине кӑтартаҫҫӗ пулин те — калаҫу пынӑ вӑхӑтра ӑна тӑнланӑ май эпӗ хире-хирӗҫлӗхсемпе уҫҫӑнах, вӑйлӑн тулнӑ ҫак шанманлӑха мӗнлерех сирсе ярасси пирки уйланатӑп.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫыран хӗрринчен ҫутӑ вӑйлӑн сирпӗннӗрен Дэзи питне уҫӑмлӑн куратӑп.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Бутлер сигарине вӑйлӑн ӗмрӗ те кӗлне чӗр куҫҫи ҫинчен силлерӗ, унтан ӗҫ пур тесе васкавлӑн кайрӗ.Бутлер усиленно затянулся сигарой, стряхнул пепел с колен и ушел, сославшись на дела.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑйлӑ, туйӑмлӑ ҫак сӑн-пит Гезӑн флегматик сассипе мӗнле майлӑн тата ҫав тери вӑйлӑн килӗштереет — ҫакна ӑнланаймастӑп, шухӑшӗсен унӑн сӑмахӗсенче сисӗнекен куҫӑмӗ те ҫав тери сапӑр туйӑнать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горн тимлӗхне питех те вӑйлӑн ҫупса яни вичкӗнлетрӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ыйха путнӑскере Шау пӗр вӑхӑт шанмасӑртарах тӗсесе ларчӗ, унтан тимӗр савӑтран вӑйлӑн сыпкӑмларӗ те ҫуртана сӳнтерчӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн асӑмӗ вӑйлӑн ӗҫлет ахӑр, мӗншӗн тесен пичӗ пӗрре тӑсӑлать, тепре куласшӑн, унтан пӗркеленчӗксемпе витӗнсе эпӗ камне тӗшмӗртесшӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Килсе кӗнӗ хӗре тимлӗн тӗсенӗ хыҫҫӑн Дигэ аялалла пӑхать, тӑчӗ, анчах Галуэй ӑна вӑйлӑн, кӑнттаммӑн тӗртсе каялла лартрӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.