Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑс сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑс (тĕпĕ: вырӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20 — 30 ҫулсенчи малта пыракан вырӑс поэзийӗн лайӑх енӗсене тытса пырса, Огарев халӑх пурнӑҫне тӗрӗс сӑнласа кӑтартнӑ, малта пыракан вырӑс интеллигенцийӗн ӑс-тӑнӗпе революциллӗ туртӑмне илемлӗ майсемпе ҫутатса панӑ.

Помоги переводом

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Кунсӑр пуҫне, унӑн художествӑллӑ хӑйне евӗрлӗхӗ — вырӑс театр культурин хӑватлӑ витӗмӗнче, вырӑс шкулӗн витӗмӗнче.

Помоги переводом

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вара ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ — вырӑс обществин 1812 Ҫулхи вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи тата декабристсен малтанхи вӑрттӑн союзӗсем пуҫланнӑ ҫулсенчи пурнӑҫне, вырӑс ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, паттӑрлӑхне, ҫемье ыйтуне, уйрӑм ҫыннӑн историри рольне, обществӑ умӗнчи тивӗҫне «халӑх шухӑшӗн» ҫутипе, Толстойӑн истори, философи, нравственноҫ тӗлӗшӗнчи шухӑшӗсен, ӑнланӑвӗн, вӗрентӗвӗн ҫутипе кӑтартса пани, ӑнлантарни, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

2. Тӗнчери хутшӑнусенче усӑ куракан чӗлхесен шучӗ — 7, вырӑс чӗлхи ҫав шута кӗрет, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсем, вырӑсли кирлӗрех тесе, ачисене чӑвашли вырӑнне вырӑсла калаҫтараҫҫӗ (анчах ача ик чӗлхе пӗлни вырӑс чӗлхине кӑшт та пӑсмасть!).

Помоги переводом

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Алексеюшка, Матвей вырӑссемпе пӗрле кӗтӳ кӗтсе пурӑннӑ, вырӑс юррисене маттур юрлать… тата кӗсле чаплӑ калать…

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫман эпӗ, пӗр вырӑс ҫыннине те вӗлермен.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патшалӑхӗнче вырӑс тӗнӗ — христос тӗнӗ сарӑлать, эппин, чиркӳсемпе мӑнастирсене те ҫӗр кирлӗ.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян эп чӑваш мар, вырӑс, чӑн-чӑн вырӑс тесе те ӗнентерме хӑтланса пӑхрӗ, хуҫапа вырӑсла шакӑртаттарса калаҫрӗ, ҫавах усси пулмарӗ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑнта Япанчана аркатса тӑксан, Хусаншӑн вырӑссемпе тан ҫапӑҫсан вара пирӗн ҫылӑхсем йӑлтах каҫаҫҫӗ, Тукай мӑрса, вара эпир вырӑс патшине хӑюллӑнах куҫран пӑхма пултаратпӑр. — хӑпартланса калаҫрӗ Акпарсӗ те.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ӗҫ калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх пӗр вӑхӑтра пулса иртмелле: Шигалейӗн хӑйӗн ҫыннисемпе Новоград Свияжскине тухса килмелле, вырӑс воеводин, вырӑс стрелецӗсемпе пищальникӗсен ҫав хушӑра Хусана пырса кӗмелле.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс вӑл санӑн тимӗрҫӳ, Тукай мӑрса, таркӑн вырӑс.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку этем вырӑс пекех яка калаҫать, тепӗр ҫӗрте пулсан ӑна никам та чӑваш тесе калас ҫук, — теҫҫӗ вара вӑл мӗнле куҫарса панине итлесе тӑракан вырӑссем.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс саламатне сахал мар тутанса пӑхрӗҫ ун чухне, халь ӑна ҫыхса пӑрахтарнӑ сотник пек ҫар пуҫӗсен куштанлӑхне сахал мар курчӗҫ, ҫапах та киле чиперех таврӑнчӗҫ, вырӑссене нумайччен ырӑпа асӑнса пурӑнчӗҫ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллах ӗнтӗ, вырӑссемпе юнашар ытти вырӑс мар йӑхсене сасартӑк таҫта хӑваласа яма ҫук.

Конечно, живущих рядом с русскими других нерусских племён не прогонишь куда-либо.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вырӑс хушшине лекни вырӑса тухтӑр, ҫармӑса килни ҫармӑспа хутӑшса кайтӑр.

Попал к русским — будь русским, к черемисам угодил — с ними смешайся.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тукай патне ҫитрӗн пулсан, каймастӑн ӑсначчӑт, — вырӑссем патӗнче пурӑннӑран калаҫӑва хутран-ситрен вырӑс сӑмахӗсем хушкаларӗ кил хуҫи.

Помоги переводом

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарри хӑй те вырӑс сотникӗсемпе вырӑс усламҫисемсӗр ӗҫкӗ ӗҫсе курман.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таврари сунарҫӑсен ытлашши тир тупӑнчӗ — вӗсем ӑна сутма вырӑс пасарне каяҫҫӗ, килте тыткалама тимӗртен тунӑ ӑпӑр-тапӑр кирлӗ — ӑна никамран та мар, ялсем тӑрӑх ҫӳрекен вырӑс ӑстисенчен илсе юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс воеводипе вырӑс элчине мӗншӗн хупса усратӑн, вӗсене ма кӑларса ямастӑн? — кайма тӑнӑ ҫӗртен ыйтрӗ Шигалей.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс халӑхӗ умне тухса тӑракан историлле заданисене татса пама чӑвашсен ӑна чӗререн парӑнса пулӑшмалла, нумай асап курнӑ питӗ ӑслӑ вырӑс халӑхӗ вӗсен паттӑрла ӗҫӗсене, мӗн тери вӑй-хал хунине ӑнланӗ тата тивӗҫлипе хаклӗ.

Помоги переводом

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней