Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗнче (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Влаҫ Хосе Эваристо де Урибуру аллине куҫнӑ, президент вырӑнӗнче вӑл 1898 ҫул вӗҫлениччен пулнӑ.

Власть перешла в руки Хосе Эваристо де Урибуру, который пробыл на посту президента до конца 1898 года.

Луис Саэнс Пенья // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%83%D ... 1%8C%D1%8F

Чӑвашла сӑвӑ ҫырас йӗркен пӗрремӗш условийӗ тата унӑн никӗсӗ — вӑл логикӑллӑ ударенисем, тепри — сӑмахсен вылявӗпе аллитераци, чӑваш сӑввинче аллитераци — пирӗн сӑвӑсенчи рифма вырӑнӗнче; анчах рифма чӑваш сӑвви йӗркин вӗҫӗнче мар, малта е варринче пулать…»

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Элизабет Борн йышӑннӑ ӗҫе пӑрахса кайма хут ҫырнӑ, Макрон президент ӑна йышӑннӑ, хӑйӗн вырӑнӗнче вӑл тепӗр кунхине Габриэль Аттале (унӑн иккӗмӗш правительствинче вӑл ҫутӗҫ министрӗ пулнӑ) ҫӗнӗ премьер-министра лартиччен ӗҫленӗ.

8 января 2024 года Элизабет Борн подала прошение об отставке, принятое президентом Макроном, и оставалась на своём посту до назначения, которое последовало на следующий день, новым премьер-министром Габриэля Атталя, министра просвещения в её втором правительстве.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Рур облаҫӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ транспорт ҫулӗ вырӑнӗнче хальхи вӑхӑтра Рейн йышӑнать.

Важнейшей транспортной артерией Рурской области в настоящее время является Рейн.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Вӑл чиста калаҫма та пултарнӑ, ӑсӗ те вырӑнӗнче пулнӑ, анчах кӑмӑл-туйӑмӗсем пач ҫухалнӑ.

Помоги переводом

Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457

Сон юханшывӗн айлӑмӗнчи Дхаб (Dhaba locality) вырӑнӗнче 79,6 ± 3,2 пин ҫул каярахран пуҫласа 65,2 ± 3,1 пин ҫул каярах таран, ~74 пин ҫул каярахпа пулса иртнӗ Тоба вулкан вут-хӗм сирпӗтнӗ хыҫҫӑн та, Леваллуа чул индустрийӗ ним улшӑнмасӑр юлнӑ.

В долине реки Сон каменная индустрия Леваллуа в местонахождении Дхаба (Dhaba locality) оставалась неизменной в период с 79,6 ± 3,2 тыс. л. н. до 65,2 ± 3,1 тыс. л. н., даже после извержения вулкана Тоба ~74 тыс. л. н.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче, кулленхи тӗллевсене пурнӑҫласа, нимрен хаклӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн курӑмлӑ тӳпе хыврӗ, хывать те.

Каждый на своём рабочем месте, выполняя, казалось бы, повседневные задачи, вносил и вносит вклад в достижение заветной Победы.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Вӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн кашниех ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче.

Помоги переводом

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Хура Ҫимун та, халӗ Хумкка вырӑнӗнче хурал тӑраканскер, вӑхӑта сая ямарӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен ҫурчӗ вырӑнӗнче бригада хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ иккен.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юратмастӑп эпӗ хамӑрӑн тӗп ҫурт вырӑнӗнче кӗлпе кӑмрӑк сапаланса выртнине, — терӗ вӑл председателе.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хальхи пушар каланчи вырӑнӗнче.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун вырӑнӗнче тепӗр стражник пулсан, аллипе сӗлтӗччӗ те, тепӗр пӑрахут ҫине ларса, Атӑлкассине таврӑнӗччӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь унӑн вилӗ тӑпри вырӑнӗнче пулӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир хӗр чухне ҫӳренӗ йывӑҫ клуб вырӑнӗнче кирпӗчрен ҫӗкленӗ икӗ хутлӑ Культура керменӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Эсир кунта мӗн пасарти пек пуҫтарӑннӑ, камит кӑтартакан ҫук! — сӑмах илттерет ӗҫ вырӑнӗнче ӑнсӑртран нумай тиражлӑ хаҫатсен редакторӗсем иккӗн-виҫҫӗн пӗрле тӗл пулсан.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Патша вырӑнӗнче пулнӑ мар-и?

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӗске те ӑнланмалла пулса тухнӑ вӗсем: «Юсавсӑр ӗҫ хатӗрӗ — ултавлӑ та хӑрушӑ!», «Кашни ӗҫ вырӑнӗнче — асӑрханулӑх!», «Электросварщиксемпе монтажниксемшӗн пилӗк ҫыххи — пурнӑҫ тусӗ!..»

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виҫӗ эрнене яхӑн вӑхӑт иртнӗ ҫӗре Ирина ӗҫ вырӑнӗнче хӑйне килти пекех туйма тытӑнчӗ: стройкӑри ҫитменлӗхсене урайӗнче выртакан ҫӳп-ҫап пекех асӑрхама-курма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй ӗҫ вырӑнӗнче пӑтӑрмаха кӗрсе ӳксе шар курнӑран вӑл асли каланине чӗри ҫумне ҫывӑха илчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней