Поиск
Шырав ĕçĕ:
вырӑнӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене, 34. така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава, 35. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, 36. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене, 37. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне, 38. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава, 39. пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 40. картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине, 41. сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Парнелӗх илсе пынӑ пӑхӑрӗ ҫитмӗл талант та икӗ пин те тӑватҫӗр сикль пулнӑ; 30. ҫак пӑхӑртан вӑл Турӑ ирӗкне кӑтартакан кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре лартнӑ юпа тӗпӗсене тунӑ, пӑхӑртанах парне вырӑнӗ тата ун валли пӑхӑр решетке тунӑ, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑт-сапине тунӑ, 31. тата пӗтӗм картиш юписен тӗпӗсене, картиш хапхи юписен тӗпӗсене, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнӑ мӗнпур шалчана пӑхӑртан тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ, 5. каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Парне вырӑнӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тунӑ: чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем; унӑн пур хатӗр-хӗтӗрне те пӑхӑртан тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр; 11. пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус; 12. пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк; 13. ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; 14. пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тата пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке ту, ҫав ала евӗрлӗскерӗн тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ пӑхӑр ункӑ ту; 5. ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе хурса ҫавӑр, вӑл аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитмелле пултӑр.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.