Поиск
Шырав ĕçĕ:
вырӑнаҫтар (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
40. Эй Сион, йышӑн пӗтӗм йышна, шурӑ тумтир тӑхӑннӑскерсене, Ҫӳлхуҫа саккунне вырӑна килтернӗскерсене хӑвӑн патна вырӑнаҫтар.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27. пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28. пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29. Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар».
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ, этем ывӑлӗ, кирпӗч ил те ӑна хӑвӑн умна хур, ун ҫине Иерусалим хулине ӳкер; 2. ӑна хупӑрласа ил, ӑна хирӗҫ тӗрексем ларт, ун тавра тӑпра хӳме купаласа ҫавӑр, ӑна хирӗҫ тапӑр вырӑнаҫтар, йӗри-тавра ӑна хирӗҫ хӳме ишмелли сӑпрай лартса тух; 3. ху валли тимӗр хӑма ил те ҫавна хӑвӑнпа хула хушшине тимӗр хӳме вырӑнне тӑрат, хула ҫине пӑх, ӑна хупӑрласа илмелле, хупӑрласа ил ӑна.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн тивӗҫлӗ тӑву ҫине, Хӑвна валли Ху ҫурт тунӑ вырӑна, Хӑвӑн аллусем пултарнӑ сӑваплӑ вырӑна, эй Патшамӑр, илсе кӗр ӑна, ҫавӑнта вырӑнаҫтар ӑна!
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1