Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртсан (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Утмӑл-ҫитмӗл пин перекет кассинче выртсан, чӗлхе те лайӑх ҫаврӑнать…

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫывӑрма выртсан, хӑрушӑ тӗлӗксем курса хӑраса вӑранса каякан пулчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр арҫын ҫумне выртсан, тепринпе ырӑ курса пурӑнасси пулмӗ тесе, хӑйӗн шӑпине парӑнчӗ Сантӑркка, хирӗҫ тӑмарӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗтел ҫинчен пӗр пусне те илмерӗ Роза, кӗлетрен хӑй мӗнле тухнине те туймарӗ вӑл, пӳрте кӗрсе выртсан та тул ҫутӑличчен ҫывӑраймарӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑрма выртсан, вырӑн ҫинче канӑҫ тупаймасӑр чылай асапланчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха киле ҫитсе ҫывӑрма выртсан, ун чӗрине ҫӗнӗ ҫуйлӑхпа салху ярса илчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ҫывӑрма выртсан, вӑл ача ҫуратса ӑна кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантарас килнине туйрӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Выртсан та вӗсенчен уйрӑласшӑн пулмарӗ вӑл.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫӑвара шыв тулса тӑпра тӗттӗмлӗхне выртсан мӗн кӗтӗ-ши?..

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунӗпе хӗвел ҫинче хӗрсе ларнӑ шкул стенисем ҫывӑрма выртсан та пире канӑҫ памастчӗҫ, пӑчӑ аптӑрататчӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хӑвӑрӑн ҫӗрсе выртсан та ҫын мулне хапсӑнатӑн.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ӗнтӗ киле таврӑнса ӑшӑ вырӑн ҫине кӗрсе выртсан та ҫывӑраймӗ, шухӑшпа пурӗ пӗр уйра, трактористсемпе пӗрле пулӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑрма выртсан, мӗн пӗчӗкрен юратакан вырӑна, сарлака кантӑк янаххи ҫине хӑпарса ларчӗ, пин-пин сӑлтӑр чупакан хура тӳпене сӑнарӗ, тарӑн шухӑша путрӗ…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл киле, епле те пулсан каярах юлса, хӗрсем ҫывӑрма выртсан тин таврӑнма тӑрӑшнӑ, пӳлӗм алӑкӗ патне пырсан та, вӗсен сассисем илтӗнмеҫҫӗ-ши тесе вӑрахчен итлесе тӑнӑ.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паллах, больницӑна кайса выртсан юрать ӗнтӗ.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ют арӑмсем килсе выртсан, ыталаса илеттӗн ӗнтӗ.

Помоги переводом

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ун пек пулсан, эсӗ каҫ выртсан «Паттӑрсем ыйӑха парӑнмаҫҫӗ» ятлӑ романа вула.

Помоги переводом

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Хам эпӗ вилсе выртсан та ҫураймастӑм вал карягана…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Выртсан — выртсах кайӑн тата, — терӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫумӑр ҫапса ӳкернӗ, ҫил лӑскаса тӑкнӑ тырӑ ҫӗр ҫумне айсарӑм улӑм пек выртсан, комбайнерсен помощникӗсем ӑна, ураран ӳкнӗ тырра, сенӗкпе хӑпартса пынӑ, комбайнсем вара хӗвел пек хуллен шуса, хушӑран каялла та чакса, метр хыҫҫӑн метр вырнӑ.

Помоги переводом

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней