Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выльӑх сăмах пирĕн базăра пур.
выльӑх (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан тата хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапса: «выльӑх-и эпир, выльӑх мар-и?» тесе шухӑшласа илет.

И, ударив по груди кулаком, опять подумает: — Звери мы, али нет?!»

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Темиҫе ҫеккунт чуна тертлентерсе тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл витрери шыва ҫӗр чавса вырнаҫтарнӑ выльӑх валашкине ячӗ те, айккарах пӑрӑнса, кӑшкӑрса каларӗ:

Помедлив несколько томительных секунд, он вылил воду в скотское долбленое корыто, врытое в землю, отошел, крикнул:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарйӑран тин сунӑ ӑшӑ сӗтпе выльӑх карти шӑрши ҫапрӗ.

От Дарьи исходил теплый запах парного молока, запах скотиньего база.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тӗнчи пӗтсе килмест-ха вӑл, — килӗшрӗ старик, анчах Григорие ӗненмерӗ, мӗншӗн тесен выльӑх картинчен темиҫе минут каялла ҫеҫ вӑл Аксиньйӑпа иккӗшӗ ҫыр хӗрринче калаҫса тӑнине курчӗ.

— Краю нет, — согласился старик, но не поверил Григорию, так как несколько минут назад видел со скотиньего база его и Аксинью, разговаривавших на пристаньке.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ма ӗҫес мар, сикес мар халь, ара, Выльӑх тӗсӗ те юлман-тӑк картара…

Вот таперя нам попить, погулять, Когда нечего на баз загонять…

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урай тӑрӑх качака путеккисем пӗчӗкҫӗ чӗрнисемпе вӗттӗн кӗптӗртетсе чупрӗҫ, пӳртре уҫҫӑн та хаваслӑн утӑ, ӑшӑ сурӑх сӗчӗпе сивӗ ҫанталӑк варкӑшӗ сарӑлчӗ, выльӑх витинчи шӑршӑ кӗрсе тӑчӗ…

Дробно зацокали по полу крохотные копытца козлят, и свежо и радостно запахло сеном, парным овечьим молоком, морозом, запахом скотиньего база…

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаши икӗ кун хушшинчех хӑйне хӑнӑхма пултарайманнине вӑл пӗлчӗ, ҫитменнине Григорий хӑй те ун йӑли-еккипе кӑмӑлне чухласа ҫитерме ӗлкӗреймерӗ; ҫавӑнпа та ют выльӑх Чистаковка патӗнче вӗлернӗ лаши хӑйне тӳрех, чӗлпӗре кӑшт туртнипех ӑнланнӑ пек ӑнланаймасран шикленчӗ.

Он знал, что конь за два дня не мог привыкнуть к нему, да и сам не изучил его повадок и характера, — боялся, что не будет чужой конь понимать его сразу, с крохотного движения поводьями так, как понимал свой, убитый под Чистяковкой.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка выльӑх йӗрӗ тӑрӑх Дон хӗррипе утса кайрӗ.

Пошел Мишка скотиньей стежкой вдоль Дона.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий выльӑх картине кӗчӗ те асӑрхансарах тинкерсе пӑхрӗ.

Григорий прошел на скотиний баз, осторожно выглянул.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аслӑ Дон Ҫарӗ Германи империне вырӑнта кирлӗ пулнинчен ытлашши юлакан япаласене — тӗштырӑпа ҫӑнӑх, тир-сӑран, чӗртавар, ҫӑм, пулӑ, выльӑх ҫӑвӗпе ытти ҫусем тата вӗсенчен туса кӑларакан изделисем, табак-пирус, выльӑх-чӗрлӗхпе лашасем, иҫӗм ҫырли эрехӗсем, улма-ҫырлапа ҫӗрӗҫӗн ытти продукчӗсем ытларах турттарса тухма правасем парать; вӗсем вырӑнне ӑна Германи империйӗ ял-хуҫалӑх машинисем, хими продукчӗсем, тир-сӑран экстрачӗсем, патшалӑх хучӗсем туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен экспедицие кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе запас материалсем, пустав, пир-авӑр, тир-сӑран, хими, сахӑр завочӗсемпе ытти заводсене кирлӗ оборудовани тата электротехника япалисем парса тӑрӗ.

Всевеликое Войско Донское предоставляет Германской империи права преимущественного вывоза избытков, за удовлетворением местных потребностей, хлеба — зерном и мукой, кожевенных товаров и сырья, шерсти, рыбных товаров, растительных и животных жиров и масла и изделий из них, табачных товаров и изделий, скота и лошадей, вина виноградного и других продуктов садоводства и земледелия, взамен чего Германская империя доставит сельскохозяйственные машины, химические продукты и дубильные экстракты, оборудование экспедиции заготовления государственных бумаг с соответственным запасом материалов, оборудование суконных, хлопчатобумажных, кожевенных, химических, сахарных и других заводов и электротехнические принадлежности.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алексеев хуторне ҫитнӗ чухне малти лавсенчен пӗрин ҫинче Лагутинпа тата Кривошлыковпа пӗрле ларса пыракан Подтелков ҫеҫен хирте выльӑх кӗтӗвӗ ҫӳренине асӑрхарӗ.

Не доезжая хутора Алексеевского, Подтелков, ехавший с Лагутиным и Кривошлыковым на одной из передних подвод, увидел ходивший в степи табун.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл картишӗнчи выльӑх тислӗкне сиктерме, утӑ тураса пуҫтарма, типсе кайнӑ хыт курӑкпа шур утӑн сӳрӗк шӑршине, ҫӗрӗк тислӗкӗн хӗрхӳ шӑршине килениччен сывлама ӗмӗтленчӗ.

Хотелось убирать скотину, метать сено, дышать увядшим запахом донника, пырея, пряным душком навоза.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, выльӑх картин авса тунӑ ҫатан алӑкӗ ҫумне сӗвенсе тӑнӑскер, шинельне йӳле ярса, ватка хурса ҫӗленӗ салтак шӑлаварӗн кӗсйисене ухтарчӗ.

Иван Алексеевич, прислонясь к плетеным воротцам база, распахнув шинель, шарил по карманам ватных солдатских штанов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗнче вӑйӗ тени тӗрӗс-ха вӑл, анчах ӑна та пӳлме пулать-ҫке, цементлама пулать, вара пӑрӑхсем тӑрӑх ӑна йӑран сапма, выльӑх шӑварма яр, ху патна пӳрте кӗртме те пулать — хайхи тӗнче вӑйӗ пӗтрӗ, ҫынна пайти кӑна юлчӗ…

Стихия — это верно, но можно ее перепрудить, в цемент заковать, а потом уже провести трубы или ручейки и на грядки, и на водопой, и дажеть тебе в хату — и уже нет стихии, а имеется человеку одна выгода…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Мӗншӗн выльӑх кӳлсех килтӗн?» — тесе ыйтрӑм.

«Зачем явилась с худобой?» — спрашиваю.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта харпӑр хӑй колхозӗ ҫинчен калаҫма та, ытти колхозсенче тырпул тухӑҫӗ мӗнле пулни, ӗҫкунӗ пуҫне мӗн чухлӗ тырӑ валеҫни, миҫе ферма пулни, ӑратлӑ выльӑх пурри-ҫукки ҫинчен ыйтса пӗлме те аван пулнӑ.

Тут можно было и поговорить о своем колхозе, и расспросить, как в других колхозах с урожаем, сколько выдано зерна на трудодни, много ли ферм и есть ли племенной скот.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Родионов хушнипе — нумай пулмасть-ха вӑл кавалери командирӗ пулнӑ — лагере ҫар лагерӗ евӗр тунӑ: пилӗк колхозӗ те, полксем пек, ҫыран хӗррине речӗпе ларса тухса, кашни колхоз мӗн кирлине тунӑ: кухня, складсем, тимӗрҫ лаҫҫисем, ремонт тумалли мастерскойсем, выльӑх сарайӗсем, столовӑйсем.

По указанию Родионова — не в далеком прошлом кавалерийского командира — лагерь был раскинут по военному образцу: все пять колхозов, как полки, встали в ряд по берегу, и каждый колхоз обзавелся всем необходимым — кухнями, складами, кузнями, ремонтными мастерскими, кладовыми, сараями для скота и даже столовыми.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Президиума выльӑх пӑхакан Нестерова, ӗне сӑвакан Яблочкинӑна тата Лукерья Ильинишнӑна суйларӗҫ — вӗсем, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, Сергейпе канашлама пуҫларӗҫ, тӗрлӗ саслӑ халӑх ҫаплах сӗрлесе тӑчӗ.

И вот избранные — животновод Нестеров, доярка Яблочкина и Лукерья Ильинишна — уселись за стол и о чем-то разговаривали с Сергеем, а разноголосый говор не смолкал.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫулӑн пӗр енче темӗн талкӑш калча тӑсӑлса выртнӑ, тепӗр енче — выльӑх таптаса пӗтернӗ кукуруза тунисем, тӗссӗрленнӗ хӑмӑл е унта-кунта сӳрепе хуҫӑлса пӗтнӗ хӗвелҫаврӑнӑш тункатисем курӑннӑ.

По одну сторону дороги широким размахом простиралась зябь, по другую — тянулись то редкие, выбитые скотом будылья кукурузы, то жухлая, совсем бесцветная стерня, то редкие, сломанные и приглаженные бороной стебли подсолнуха.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑшшисӗр хӗвел хӗвеланӑҫ еннелле юхакан пӗлӗтсем витӗр хӑюсӑр курӑннӑ та выльӑх таптаса пӗтернӗ курӑка пӗр самант ҫутатса илнӗ…

Нежаркое солнце робко пробивалось сквозь плывущие на запад тучи и лишь на короткое время освещало тусклые поля, серую, вытоптанную стадами траву…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней