Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выльӑх сăмах пирĕн базăра пур.
выльӑх (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑхсене эмеллетчӗ те — выльӑх пекех вилчӗ! — тесе ӑсатрӗ ветеринар виллине унӑн хваттер хуҫи, ҫӗвӗҫӗ Медников, ырханкка, турӑ амӑшӗн пур акафисчӗсене те пӑхмасӑрах калама пӗлекен, сӑваплӑн пек курӑнакан ҫын.

— Скотов лечил — скотом и подох! — проводил труп ветеринара его квартирохозяин, портной Медников, тощенький, благочестивый человечек, знавший на память все акафисты божией матери.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Софрон усӑллишӗн ҫеҫ мар, тата кӑмӑла килентерекеннишӗн те тӑрӑшнӑ: пур канавсем хӗррине те хӑва лартса тухнӑ, йӗтем ҫинче капансем хушшине сукмаксем хывса, вӗсем ҫине хӑйӑр сапса тухнӑ, ҫил арманӗ тӑррине ҫӑварне карса пӑрахнӑ, хӗрлӗ чӗлхеллӗ упа евӗрлӗ ҫил хӳре туса лартнӑ, кирпӗчрен тунӑ выльӑх карти тӑррине Грецири евӗрлӗ фронтон туса лартнӑ та, ун айне ҫапла ҫырса хунӑ: «Ҫак выльӑх картине Шепилофка ялӗнче пин те сакӑрҫӗр хӗрӗхмӗш ҫулта тунӑ».

Кроме полезного, Софрон заботился еще о приятном: все канавы обсадили ракитником, между скирдами на гумне дорожки провел и песочком посыпал, на ветряной мельнице устроил флюгер в виде медведя с разинутой пастью и красным языком, к кирпичному скотному двору прилепил нечто вроде греческого фронтона и под фронтоном белилами надписал: «Пастроен вселе Шипилофке втысеча восем Сод саракавом году. Сей скотный дфор».

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Ҫак ӗҫе пурнӑҫламалли план турӗҫ, ҫынсене тӑратса тухрӗҫ, унтан, выльӑхсене станцие хӑваласа кайнӑ чухне, ҫамрӑк гвардеецсем, Олег ертсе пынипе, хуралҫӑсем ҫине тапӑнчӗҫ, вӗсене вӗлерсе пӗтерсе, пилӗкҫӗр пуҫ выльӑх ҫеҫенхире ӑсатса ячӗҫ.

Разработали план действий, расставили людей, и, когда скот гнали на станцию, молодогвардейцы набросились на охрану, перебили её, а пятьсот голов скота разогнали по степи.

Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Манӑн ытлашши выльӑх апачӗ пур пирки тата ҫанталӑк уяр пулнипе колхозра выльӑх апачӗ аран ҫитнипе, пӗр енчен манран ытлашши утта йышӑнма ыйтатӑп.

Как я имею излишний корм и как в колхозе от засухи кормов внатяг имеется, то прошу принять с одной стороны от меня лишок сена.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Выльӑх? — пӗр сӑмахах ик-виҫӗ хутчен асӑнчӗ Никита: — ма-ха выльӑх тесе ятлаҫмалла, сударь? вӑхӑчӗ ҫавӑн пек вӗт-ха халь? аван мар ун пек ятлаҫма.

Скотина! — повторял слуга: — и что ругаетесь скотиной, сударь? ведь теперь время какое? нехорошо ругать.

4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Професси тӑрӑх унта пуринчен ытларах плантаторсем, анчах кунтах эсир выльӑх ӗрчетсе пурнакансене те, сунарҫӑсене те, выльӑхпа суту-илӳ тӑвакансене те тата ытти тӗрлӗрен коммерсантсене те, чурасемпе сут туса пурнакансем таранах, тупма пултаратӑр.

Большинство из них — плантаторы по профессии и призванию, хотя здесь же вы встретите и скотоводов, и охотников, и торговцев скотом, и всяких других коммерсантов, вплоть до торговцев невольниками.

LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Аван выльӑх, маттур выльӑх! — тет вӑл.

— Славная скотинка, славная скотинка! — говорил он.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Сӑрт тӑрринче выльӑх пӑхакансен ҫурчӗпе ытти хуралтсем лараҫҫӗ, сӑрт тӑрринчи тӳрем вырӑнта выльӑхсене хупмалли картишсем тунӑ.

На вершине стояли дом животноводов и другие постройки, а площадка холма была разделена загонами.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Выльӑх апачӗ туса илес тӗлӗшпе ӗҫлекен бригадӑпа пӗрле Авдотья кунӗ-кунӗпе выльӑх апачӗн пусӑ ҫаврӑнӑшӗ уйӗнче, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсенче, шурлӑхсемпе шыв илекен вырӑнсенче ҫӳресе ирттернӗ.

Целые дни Авдотья вместе с кормодобывающей бригадой проводила на полях кормового севооборота, на выпасах, болотах и поймах.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пирӗн колхозра халӗ те выльӑх апачӗн хисепӗ выльӑхсен йышӗ ӳснинчен юлса пырать.

 — У нас в колхозе и сейчас кормовая база отстает от поголовья.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Выльӑх апачӗ акса тӑвас тӗлӗшпе ятарласа ӗҫлекен бригада уйӑрмалла пирӗн, унӑн хӑйӗн планӗ пултӑр, выльӑх апачӗ тӑвассишӗн тӑрӑштӑр ҫав бригада.

И обязательно надо создать специальную кормовую бригаду, чтоб имела свой план об этом и свою заботу.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах эпир выльӑх апачӗ мӗнле тӑвассине япӑх палӑртнӑ, выльӑх апачӗ планӗнче йӑнӑш тунӑ.

А корма мы плохо предусмотрели, в кормовом плане дали ошибку.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

План тӑрӑх темле ҫавӑркаласа шутласан та, тем-тем шухӑшласа пӑхсан та, выльӑх апачӗн ресурсӗ выльӑх йышӗ ӳсессинчен юлать.

Как ни верти, как ни прикидывай, согласно плану, а кормовая база отстает от поголовья.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Выльӑхсен йышӗ выльӑх апачӗн ресурсӗсемпе пӗр пек ӳссе пыманни ӑна тахҫантанпах пӑшӑрхантарнӑ.

Давно уже тревожил ее вопрос о том, что запланированный рост поголовья не увязан с ростом кормовой базы.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗрре, каҫ умӗн, фермӑра чылай вӑхӑта юлса, вӑл выльӑх пӑхакансемпе пулас выльӑх кӗтӗвӗсем тата фермӑсем ҫинчен калаҫу тапратрӗ.

Однажды под вечер, засидевшись на ферме, она разговорилась с животноводами о будущих стадах и фермах.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ ун пек тӑвас пулсан, выльӑхсем февральтех вилме пуҫлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тулли норма пама выльӑх апачӗ февральччен те аран-аран ҫеҫ ҫитет.

— А если я это сделаю, то падеж начнется в феврале, потому что кормов при полном рационе хватит только-только до февраля.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Выльӑхсене апат тупса парас тивӗҫлӗх ун ҫинчех выртать; анчах ку каҫхине вӑл выльӑх ямалли ҫарансене ҫав тӗрлӗ тӑрӑшса суйларӗ, ӑна Гленарван ӑшӑ кӑмӑлӗпе тав турӗ.

Поиски корма для животных лежали на его обязанности, но в этот вечер он выбирал пастбище с такой заботливостью, что Гленарван тепло поблагодарил его.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тем пысӑкӑш коршунсем, выльӑх пуснӑ кунсенче саладеро патне пӗтӗм тавраран вӗҫсе килекенскерсем, картиш ҫинчех ҫавӑрӑнса ҫӳреҫҫӗ; тин ҫеҫ выльӑх ӑшӗнчен кӑларнӑ юнпа вылянса тӑракан хырӑмлӑха час-часах вӗсем меҫник аллинчен тенӗ пекех тӑпӑлтарса каяҫҫӗ.

Огромные коршуны, со всех сторон слетающиеся в такие дни к саладеро, кружатся над двором и часто чуть ли не прямо из рук мясника вырывают ещё горячие, наполненные пульсирующей кровью внутренности животного.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта ӗҫлекенсем — саладероссем выльӑх илме корралсене ҫӳреҫҫӗ; выльӑхсене вӗсем ласопа тытаҫҫӗ.

Работники боен — саладеросы — отправляются в коррали за животными; они ловят их при помощи лассо.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Саладерора выльӑхсене пусаҫҫӗ, сӗткенлӗ ҫаран ҫинче мӑнтӑрланнӑ выльӑх кунта меҫник ҫӗҫҫи вӗҫне тӑрӑнать.

Саладеро — это бойня, где откормившийся на тучных лугах скот поступает под нож мясника.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней