Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫула май ҫӳревҫӗсем тем пысӑкӑш выльӑх кӗтӗвӗсене тӗл пулса иртеҫҫӗ; меслетсӗр шӑрӑх тӑнипе ҫиме пултараймасӑр халтан кайнӑ выльӑхсем курӑк ҫинче йӑваланаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун пек колхозникӑн шухӑшӗ те сахал: фермӑра выльӑх шучӗ ӳссен-ӳсмесен те — унӑн хӑйӗн выльӑхӗ пур; уйра тырпул пулать-и, пулмасть-и — унӑн хӑйӗн тырри пур…
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чи аталанса ҫитнӗ выльӑх йӑхӗн — этемлӗх йӑхӗн — ытти выльӑхсемпе кӗрешсе пӗтес мар тесен, вӗлле хурчӗсем пек пӗрлӗхлӗ пулмалла; унӑн пӗр вӗҫсӗр ӗрчеме юрамасть.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Выльӑх вӑл выльӑхах, этемшӗн хӑйне уйрӑм саккунсем пур.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Виҫӗ кун хушшинче Ольховка ҫыннисен нимӗҫ ҫарӗ валли пилӗк пин пӑт тырӑ тата шултра выльӑхпа вак выльӑх темиҫе теҫетке пуҫ памалла.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫӗрлесенче выльӑхӗсем епле тӑнине тӗрӗслеме, ура айне тӑккаланнӑ утӑ таврашне пуҫтара-пуҫтара сырлӑха хурса пама темиҫе хутчен те выльӑх картине тухса пӑхатчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хупахри шӑв-шав, пӗр яртӑна пӗтӗҫсе, темӗнле капмар пысӑк выльӑх мӗкӗрнӗ пек янӑраса тӑчӗ; ҫӗр тӗрлӗ сасӑ кӑларма пултаракан выльӑх, шӑртланса, суккӑр пек асапланса, ҫак чул шӑтӑкран тухма тӑрӑшать пек, анчах ирӗке тухма ҫулне тупаймасть пек туйӑнать…
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
пассажир турттаракан, вӑл шутра пӗтӗм тӗнчери автобуссене; апат-ҫимӗҫ, выльӑхсене валли апат, хушма апат, выльӑх, эмел препарачӗсене, ҫунтармалли-сӗрмелли материал, вӑрлӑх, удобрени, почта тиевӗсене турттараканнисене;
Йывӑр тиевлӗ машинӑсем вӑхӑтлӑха ҫула тухаймӗҫ // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/11436-jyv-r ... la-tukhajm
«Выльӑх вилни ҫынна макӑртать тӗк хуйхӑрнине ирттермелле. Мӗнле? Шкул пӗтерсен выльӑх тухтӑрне вӗренмелле», — ҫуралчӗ ача пуҫӗнче шухӑш.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
181 ҫухрӑмри казарма, 183 ҫухрӑмри казарма, ПЧ-18, выльӑха искуссвеннӑй майпа тӗвӗлентермелли станци, чугун ҫул больницин территорийӗ, выльӑх самӑртакан «Алатырский» совхоз территорийӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Республикӑра выльӑх апачлӗх культурӑсен лаптӑкӗ, выльӑх апачлӗх тырӑсӑр пуҫне, ҫителӗклех.В республике площадь земель под кормовые культуры, кроме кормового зерна, достаточна.
Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчететпӗр те — рационра силос пулни выльӑхшӑн самаях пӗлтерӗшлӗ.
Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
12. Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ; 13. йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ; 14. вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша каласа та пӗтереймен-ха, тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Навуходоносор патша, итле! эсӗ патшалӑхусӑр тӑрса юлтӑн. 29. Сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарӗҫ. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн!» 30. Ҫапла калани Навуходоносора ҫийӗнчех ҫитнӗ: ӑна ҫынсенчен уйӑрнӑ; выльӑх пек, курӑк ҫинӗ вӑл; ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ, ӗнтӗ ҫӳҫӗ-пуҫӗ арӑсланӑнни пекех, чӗрнисем вӗҫен кайӑкӑнни пекех ӳссе кайнӑ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру. 8. Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра; 9. санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана: 10. вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн, 11. тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах. 12. Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн. 13. Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и?
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вак выльӑхпа шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те унӑн нумай пулнӑ: Турӑ ӗнтӗ ӑна питех те пысӑк пурлӑх панӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пӗтӗм халӑх тата ҫичӗ кун хушши уяв тума йышӑннӑ, вара ҫав ҫичӗ кунне те савӑнӑҫлӑн ирттернӗ, 24. мӗншӗн тесессӗн Езекия, Иудея патши, пухӑннӑ халӑх валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; патшанӑн ҫывӑх ҫыннисем те пухӑннисем валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; ӗнтӗ чылай священник тасалмаллипех тасалса ҫитнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесен шучӗ ултҫӗр пуҫ шултӑра выльӑх тата виҫӗ пин пуҫ вак выльӑх пулнӑ.33. Других священных жертв было: шестьсот из крупного скота и три тысячи из мелкого скота.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла ӗнтӗ Аса вунпиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, виҫҫӗмӗш уйӑхра, пурте Иерусалима пухӑннӑ; 11. ҫав кун вӗсем хӑйсем ярса илнӗ тупӑшран Ҫӳлхуҫана шултӑра выльӑх йышӗнчен ҫичҫӗр, вак выльӑх йышӗнчен ҫичӗ пин парне кӳнӗ; 12. унтан вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан парӑнса шыраса тупма халал хывнӑ; 13. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраман ҫын кирек кам та — ача-и вӑл, ҫитӗннӗ ҫын-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — вилмелле.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.