Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗрентекенсем ачасене кирек епле хайлавпа е хаҫатри статьяпа мӗнле кӑсӑклантармаллине пӗлеҫҫӗ: малтан пуҫламӑшне вуласа параҫҫӗ, унтан интереслӗ вырӑнта чарӑнаҫҫӗ те малаллине ӑҫта тупмаллине калаҫҫӗ.

Учителя знают, как заинтересовать детей любым произведением или газетной статьей: сначала читают начало, потом останавливаются на интересном месте и говорят, где найти продолжение.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Чӑтаймарӑм — сӑвва вуласа патӑм, пурин куҫӗ те шывланчӗ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Танзеля пирки вуласа пӗлсен ҫак хӗрачапа курнӑҫтарма ыйтнӑ.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫакӑнтах ҫыравҫӑ Кинчерте ҫуралса ӳснӗ А.Святскова, кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑскере, Чӑваш Республикин Писательсен Союзне илни ҫинчен пӗлтерекен йышӑнӑвне вуласа пачӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Авангард» хаҫатра «Тӑван ялшӑн кашнийӗ кар тӑтӑр» материала вуласа тухнӑ хыҫҫӑн алла ручка тытмасӑр чӑтаймарӑм.

Помоги переводом

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Трофимов РФ Президенчӗн саламне вуласа панӑ, культура ӗҫченӗсем юбиляр ячӗпе илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӗсен ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем пирки унта та вуласа пӗлтӗмӗр.

Помоги переводом

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ӑна вӑл сӗтел хушшине пӗрре ларсах вуласа тухнӑ.

Ее она, сев за стол прочитала сразу.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Елчӗк районӗн 2014 ҫулхи аталанӑвне тишкерекен доклада райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Миллин чӑвашла вуласа панӑччӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Ашшӗ-амӑшӗ те, асламӑшӗ-аслашшӗ те унӑн сӑввисене вуласа ҫитӗннӗ.

Помоги переводом

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне вулакан миҫе кӗнеке вуласа тухни ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Вулавӑшра ӗҫлекенсем Э. М. Юрьев пултарулӑхне кӑмӑллакансене хӑйсем патне пырса ун ҫинчен ытларах вуласа пӗлме йыхравлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Вӑхӑта хаҫат-журнал вуласа, радио итлесе, тӗрӗ тӗрлесе, кавир, алсиш-чӑлха ҫыхса ирттеретӗп.

Так провожу время: читаю газеты-журналы, слушаю радио, вышиваю, ковер, варежки и чулки вяжу.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней